Республикӑра
![]() fotobus.msk.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Канаш хулинче общество транспорчӗпе ҫӳремелли билет хакӗ ӳсӗ - 5 тенкӗ хӑпарӗ. Хальхи вӑхӑтра билет 30 тенкӗ тӑрать. Кӗркуннерен вара 35 тенкӗ пулӗ. Палӑртмалла: Канашра перевозчиксем хӑйсен тарифӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ, ҫавна май хаксене хӑйсем палӑртма пултараҫҫӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен Канаш билет хакӗпе республикӑри чи хаклӑ хула пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче йӗрке хуралҫисем комбайнера чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Комбайн «Шупашкар - Сурски» автоҫулпа пынӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче «Комсомольски - Елчӗк - Пӑва» ҫул ҫинче инспекторсем трактор-погрузчике чарнӑ. Водитель ӗҫ хыҫҫӑн базӑна таврӑннӑ. 53 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ. Ку кӑна мар, унччен ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн унӑн правине те туртса илнӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tclife.ru сайтри сӑн Республикӑри 10 округ Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме хушма укҫа ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче - Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел округӗсем. Вӗсене пӗтӗмпе 4,5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа 2,85 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк ҫинчи Сосновский пултӑранне пӗтерме май парӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак наркӑмӑшлӑ курӑкпа кӗрешме 11,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pofoto.club сайтри сӑн Ҫӑлавҫӑсен Ҫӗмӗрле округӗнчи Эскетен ялӗнче хура ҫӗлене тытма тивнӗ. Ҫурлан 5-мӗшӗнче каҫ енне пӗр кил хуҫалӑхӗнче ҫӗлен шунине асӑрханӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра картишре ачасем вылянӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравласа ӑна татма ыйтнӑ. Лешсем вырӑна ҫитсе ҫӗлене тупнӑ, ӑна тытса вӑрмана кайса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Улатӑрта пурӑнакан 21 ҫулти амӑшӗ хӑйӗн пӗчӗк ачисене хӗненӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ҫамрӑк хӗрарӑмӑн судра явап тытма тивӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм кӑҫал ҫу уйӑхӗн 4-25-мӗшӗсенче 2-ри тата 3-ри хӗрӗсене пӗрре мар ҫапнӑ. Вӑл ачисене тивӗҫлӗ воспитани паман, вӗсене хытӑ тытнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви вӑхӑтӗнче хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ. Халӗ ачасем ашшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ паллӑ: ҫемье шутра тӑман. Пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри «Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртнӗ. Чиперккесене паллӑ актер, парикмахер, шоумен, юрӑҫ тата телеертӳҫӗ Сергей Зверев хакланӑ. Конкурса 30 регионти хӗр хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Дарья Чучелина, Ксения Димитриева, Алла Кадеева, тата Ника Апалеева хӳтӗленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: «Раҫҫейри бикини мисӗ» номинацире Алла Кадеева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑмах май, вӑл кӑҫал «Чӑваш Ен мисӗ» пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ май республикӑра ирхи апат фестивалӗ иртет. Ӑна пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Фестиваль хула ҫыннисемпе хӑнисене вырӑнта туса кӑларнӑ пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫпе паллаштарӗ, усӑллӑ апатлану кирлӗлӗхӗ пирки те калаҫӗҫ унта. Фестивале хутшӑнас тесен блюдо тата ӗҫме хатӗрлемелле. Менюра 5 тӗрлӗ блюдо пулмалла: ҫӑнӑхран, ҫӑмартаран, тӑпӑрчӑран. Юлашкинчен чи лайӑх апатлану заведенине тата шеф-повара темиҫе номинацире суйлӗҫ. Вӗсене ҫурлан 17-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре чыслӗҫ. Заявкӑсене ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш округӗнчи Шӑхасан ялӗнче пурӑнакан Николайпа Ксения Николаевсем 50 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен юратӑвӗ шкултах пуҫланнӑ, иккӗшӗ те пӗр ялта, Тури Сурӑмра, ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн Николая Казахстана тракториста вӗренме янӑ. Икӗ тус пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳретнӗ. Ҫӗнӗ ҫулта каччӑ хӗре юратнине пӗлтернӗ. Николай Николаевичпа Ксения Степановна 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Упӑшки водительте ӗҫленӗ, арӑмӗ вырӑнти пульницӑра медсестра пулнӑ. Николаевсем халӗ те ахаль лармаҫҫӗ: кил хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ, ялти культура ҫуртне ҫӳреҫҫӗ. Николай Николаевич купӑс калать, Ксения Степановна алӑ ӗҫӗпе аппаланма юратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче республика шайӗнчи «Автоледи» конкурс иртет. Унта хӗрарӑм водительсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Хутшӑнас кӑмӑллисен водитель прави, ОСАГО полис тата, паллах, машинӑпа ҫӳрес енӗпе опыт пулмалла. Хӗрарӑм водительсем ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Вӗсен пултарулӑх конкурсӗнче те тупӑшма тивӗ. Заявкӑсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ҫак номерпе ыйтса пӗлме пулать: 8 (8352) 37-37-77. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем тӳлевсӗр е путевкӑн 5 процентне саплаштарнипе ҫуллахи уйлӑхсенче канайӗҫ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социалла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр тӑваттӑмӗш смена валли 102 путевка парассине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне 2024 ҫулхи пиллӗкмш тата улттӑмӗш сменӑсенче ачасем канма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |