Республикӑра
![]() dobro.press сайтри сӑн Ҫак канмалли кунсенче Тӑвай округӗнче «Ялта чи лайӑххисем» агрослет иртнӗ. Кун пирки хыпарланӑччӗ. Кӑҫалхи агрослет ҫамрӑксен асӗнче чылайлӑха юлӑ ахӑртнех. Тӑвай округӗнче пурӑнакан Даниил Кириллов савнине Викторийӑна агрослетра качча тухма ыйтнӑ. Хӗр хирӗҫлемен. Пулас ҫамрӑк мӑшӑра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче саламланӑ. «Туй сирӗн пӗрлехи пурнӑҫра ҫутӑ та паллӑ кун пулса тӑтӑр, кил вучахӗ ӑшӑлӑхпа тултӑр», - тесе ҫырнӑ Олег Алексеевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Чӑвашсене Мускаври Театр институчӗ тӳлевсӗр вӗрентессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫитес ҫул Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ артист пулма ӗмӗтленекен чӑваш ҫамрӑкӗсене тӳлевсӗр вӗрентме илӗ. Кӑҫал Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ артист пулас ӗмӗтлисене ӑсталӑха туптама пулӑшӗ. «Ҫамрӑксемпе тӗлпулусем ирттерме театр кашни муниципалитет округӗнчех палӑртнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӳ те пур. Ак, тӗслӗхрен, Тӑвайпа Йӗпреҫ округӗсенчен юрӑпа сӑвӑ енчен пултаруллӑ хӗрпӗрчийӗсене суйласа илчӗҫ Наталия Сергеевӑпа Геннадий Медведев», – хыпарланӑ театрта. Суйлавсемпе итлевсем, тӗлпулусем малалла та иртӗҫ. Мускавра вӗренме, артист пулма кӑмӑл пур пулсан, пӗлтерӗр пире ҫак телефонпа +7 835 262 02 21. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян синопиксем асӑрханма сӗнеҫҫӗ: республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ. Паян кӑнтӑрла Чӑваш Енре вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫил вӑйланать, ҫеккунтра 11-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет. Кун пек ҫанталӑкра инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухасси те часах. Ҫавӑнпа Инкеклӗ лару-тӑру министерстви аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асӑрханма ыйтать. Ҫав вӑхӑтра килте пулсан аванрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() grozny-inform.ru сайтри сӑн Пӑрачкав округӗнчи Бахмутово ялӗнче пурӑнакан арҫын ачисене хӗнесе пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи акаччен ҫак арҫын ӳсӗр чухне 14-ри хӗрӗпе тата 11 ҫулти ывӑлӗпе хӑйне килпетсӗр тытнӑ, вӗсене хӗненӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тытса чарнӑ. Хальхи вӑхӑтра ачасем амӑшӗпе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот Пирӗн республикӑра ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланӗ. Шыва кӗме юратакансем валли официаллӑ 9 пляж хатӗрленӗ. Унта ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем пулӗҫ. Ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсене шансан та хамӑрӑн та асӑрхануллӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен,«Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ. Шыв ҫийӗн хӑвӑрт ҫӳрекен ҫав карапсем кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкартан Хусана тата Свияжска хутлӗҫ. Вӗсем кашни кунах ирхи 8 сехетре ҫула тухӗҫ. Каялла килме Хусантан 16 сехетре хускалӗҫ, Свияжскран – 16 сехет те 30 минутра. Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Аслисен билет хакӗ — 680 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 340 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнче вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем тупӑшнӑ. 12 ӑста хӑйсен пӗлӗвне, ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Чи лайӑххин ятне Иван Кадыков ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Вӑрнарти вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрмана сыхлакан патшалӑх инспекторӗнче ӗҫлет. Ҫӗнтерӳҫе кубокпа тата дипломпа кӑна чысламан. Ӑна хаклӑ парне те, бензопӑчкӑ, панӑ. Иккӗмӗш вырӑна Шупашкар округӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрмана сыхлакан тата хӳтӗлекен инспектор Станислав Васильев тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Комсомольскинчи вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗ Эдуард Павлов тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче хыр тункатине асӑрханӑ. Унӑн диаметрӗ 28 сантиметр пулнӑ. Йывӑҫа кам каснӑ? Ҫав ҫынна инҫех мар вырнаҫнӑ ялта тупнӑ. Хайхи арҫын документсемсӗрех хӑрӑк йывӑҫсем касса вутӑ хатӗрленӗ. Типнӗ хыра касса вӑл ӑна киле илсе килнӗ. Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Суд ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака саплаштармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 21.fsin.gov.ru сайтри сӑн Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире ларакан хӗрарӑм ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан савнийӗпе пӗрлешнӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне тахҫанах килӗштернӗ-мӗн. Пӗр-пӗринчен аякра чухне вара ҫакна тата лайӑхрах ӑнланнӑ. Арҫын отпуска килсен вӗсем пӗрлешнӗ. Туй туй пекех иртнӗ: хӗр шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, пӳрнисене ылтӑн ҫӗрӗ тӑхантартнӑ, Мендельсон маршӗ янӑранӑ. Колоние чӗнсе илнӗ ЗАГС ӗҫченӗ мӑшӑра ҫырӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем ташша пуҫтарӑннӑ. «60-мӗш ҫулсенчи ретро дискотека» каҫа вырӑнти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр йӗркеленӗ. «Паян эпир питех те савӑнтӑмӑр! Эпир совет саманине аса илтӗмӗр, вӑл вӑхӑтри юрӑсене юрларӑмӑр, пионер пулнине аса илтӗмӗр. Хамӑн пӗрремӗш галстука ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫыхнине астӑватӑп. Ҫанталӑк сулхӑнччӗ: ҫумӑрччӗ тата вӑйлӑ ҫилччӗ», — тесе палӑртнӑ Ираида Кандюкина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |