Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенчи ачасем кӑҫал та ҫулла уйлӑхсенче канайӗҫ. Ун пеккисен заявленийӗсене пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче социаллӑ центрсенче йышӑнӗҫ.

Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерствин социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗсенче заявленисене ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ.

Асӑннӑ ыйтупа тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен +7 (8352) 26-13-72 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла.

Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин специалисчӗсемпе ашшӗ-амӑшӗ те, педагогсем те ҫыхӑнма пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
«Комсомольская правда» радио архивӗнчи сӑн
«Комсомольская правда» радио архивӗнчи сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейӗн юрӑ-кӗвӗ карттине хатӗрлеме сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин малалли пайӗ пулӗ.

Кун пирки Элтепер «Комсомольская правда» радиона панӑ интервьюра пӗлтернӗ. Кӗвве ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен юрри-кӗввипе хатӗрлӗҫ. Композици 3-10 минута тӑсӑлмалла.

Сӑмах май, Шупашкарти тӳре-шара та хула 555 ҫул тултарнине халалласа картта хатӗрлесшӗн. Вӑл - чечеклӗ картта.

 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ирина Нефёдова — нумай ачаллӑ амӑшӗ. Паян вӑл юратнӑ ӗҫӗпе хӑйӗн студийӗнче тӑрӑшать.

Ҫӗнӗ ӗҫе хӗрарӑм 2020-мӗш ҫулта пуҫӑннӑ. «Ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑнма хысна ӗҫченӗн шалӑвӗ хистерӗ. Пандеми пуҫлансан малалла мӗнле пурӑнмалли пирки те уҫӑмлӑх ҫукчӗ. Хам ӗҫленӗ ача пахчинче ертӳҫӗсем улшӑнса пӗтрӗҫ. Упӑшкан пушӑ пӳлӗмсем пурччӗ. Анчах юсама тата оборудовани туянма укҫа ҫукчӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ социаллӑ контракт пирки пӗлтӗм», – каласа кӑтартнӑ Ирина.

Пулас предприниматель кирлӗ документсем пухнӑ, бизнес-план ҫырса ӑна тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Кайран патшалӑхран укҫа илсе обрудовани тата инструментсем туяннӑ. Паян унӑн логопед пӳлӗмне ачасене йышлӑн илсе пыраҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ эрнере Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Тӗп редакторсен кунӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна пуҫласа йӗркеленӗ. Унта республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче пуҫлӑхра тӑрӑшакансем ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗнче, Роскомнадзорта тимлекенсем хутшӑннӑ. Унта медиаотральти ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Канашлӑва уҫнӑ республикӑн цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Алина Федорова пуҫтарӑннисене лайӑх ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.

Роскомнадзорӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Евдокимова тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗпе паллаштарнӑ, информаци ресурсӗсемпе ӗҫлекен специалист Анжелика Иванова халӑх сечӗсене тытса пырас вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен»хаҫат редакторӗ Виктория Вышинская регионти тӗп пулӑмсене епле ҫутатса пама палӑртни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

 

Республикӑра
alter-pnz.ru сӑнӳкерчӗкӗ
alter-pnz.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш муниципаллӑ округӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем хӑйсем патне янӑ ыйтӑва вӑхӑтра хуравламан.

Вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ чухне пӗр ҫын пӗлтерхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ыйтса ҫырни5е, анчах ӑна тӳре-шара хуравлама васкаманнине тупса палӑртнӑ. 30 кун та иртсе кайнӑ, унтан тата тепӗр 23 кун.

Вӑхӑтра хуравламан специалист тӗлӗшпе прокуратура административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
deita.ru сайтри сӑн
deita.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнче ҫӑлавҫӑсем пӑр ҫинчи икӗ пулӑҫа ҫӑлнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ.

Вӗсем пулӑ тытма ларнӑ кӑна – пӑр катӑлса шыва май ишме пуҫланӑ. Арҫынсем ҫыран хӗррине хӑйсем тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Специалистсем вӗсем патне кимӗпе ҫитсе пулӑшнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем хальхи вӑхӑтра пӑр ҫӳхе пулни пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ытларах ҫыран хӗрринче, юханшывсем пӗрлешнӗ вырӑнта.

 

Республикӑра
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Етӗрне муниципаллӑ округӗнче 1931 ҫулта ҫуралнӑ кинемее шыраҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.

Вера Григорьевна Хмелева кӑвак халат, атӑ-дутик, тӑхӑннӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ. Кинемей икӗ патакпа утать.

Ҫак ватӑ хӗрарӑма кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (83547) 2-22-74, 102 е 112.

 

Республикӑра
imsnip.ru сайтри сӑн
imsnip.ru сайтри сӑн

Мускав ҫывӑхӗпчи Красногорск хулинчи «Крокус ситире» пысӑк инкек пулнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенче хӑрушсӑрлӑх мерисене вӑйлатнӑ, хуралҫӑсемпе инструктаж ирттернӗ. ЧР Культура министерстви суту-илӳ центрӗсене массӑллӑ мероприятисене пӑрахӑҫлама, кинотеатрсен ӗҫне чарса лартма ыйтса ҫыру янӑ.

Суту-илӳ центрӗсенче эвакуаци тата хыпарламалли тытӑмсене тӗрӗсленӗ. ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ кунашкал объектсенче лару-тӑру лӑпкӑ, вӗсем штат режимӗпех ӗҫлеҫҫӗ.

 

Республикӑра
rutube.ru сайтри сӑн
rutube.ru сайтри сӑн

20 ҫулти студент, Мускаври аслӑ шкулта вӗренекенскер, Чӑваш Ене килсен ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.

Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ун патне хӑйӗнпе «йӗрке хуралӗн ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, такам ун ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Палламан ҫын кредитне унран маларах илмеллине, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармаллине каланӑ.

Каччӑ темиҫе кунра ултавҫӑсене 1 миллион та 180 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку йӑлтах тенӗ пек – кредит, 20 пин тенки кӑна хӑйӗн пулнӑ. Палламан ҫынсем татах шӑнкӑравласа ҫине тӑрса укҫа ыйтма пуҫласан кӑна вӑл ултаҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Банк менеджерӗ Алексей Воробьев пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 300 пин тенкӗ кредит илнӗ арҫын питӗ хумханнине асӑрханӑ та унпа пырса калаҫма шутланӑ.

Ҫакӑ палӑрнӑ: Ҫӗрпӳ округӗнче пурӑнакан 31 ҫулти арҫынна ултавҫӑсем кредит илсе темӗнле счет ҫине куҫарма ыйтнӑ иккен. Хайхискер банк менеджерӗпе калаҫсан палламан ҫынсем хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл полицие кайнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫак кунсенче полицейскисем Алексей Воробьева тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, [45], 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, ...618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Нарӑс, 24

1991
34
Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть