Республикӑра
![]() proprikol.ru сайтри сӑн Йӗпреҫре вӑкӑра пула 12 ҫулти хӗрача шар курнӑ. Ҫавна пула суд пулнӑ. Ку пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрача шкултан таврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна урамра ирӗклӗн ҫӳрекен вӑкӑр тапӑннӑ. Хӗрача аманнӑ. Ачан амӑшӗ кун пирки тивӗҫлӗ органсене пӗлтернӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ те ҫак инкек вӑкӑр хуҫине пула пулнине палӑртнӑ - вӑл мӑйракаллӑ шултра выльӑха картишре тытман. Ҫапла ведомство хӗрачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар кӑтартнӑшӑн укҫа шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд выльӑх хуҫине 10 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев терроизм тата экстремизм профилактикипе ӗҫлес ыйтӑва агротехникӑпа танлаштарнӑ. Кун пирки вӑл Чӑваш Енре экстремизмпа терроризм идеологине хирӗҫ тӑрас, нацисем хушшинчи хутшӑнӑва ҫураҫӳллӑ тӑвас ыйтусемпе ирттернӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче палӑртса хӑварнӑ. Унта тӗрлӗ наци представительне йыхравланӑ. «Терроризмпа тата экстремизмпа кӗрешес ӗҫ, уйрӑмах ӳсекен ӑру хушшинче, агротехникӑри пекех тӑрӑшса ӗҫлеме хистет. Малтан эпир лайӑх вӑрлӑх суйласа илетпӗр, ӑна акса хӑваратпӑр, пирӗн культурӑна ҫумкурӑк сӑтӑр ан кӳтӗр тесе тӑрӑшатпӑр. Кайран паха тухӑҫ туса илетпӗр. Пирӗн ӗҫ, паллах, кӑткӑсрах. Ачасене тата ҫамрӑксене авалтан пыракан наци йӑли-йӗркине шута илсе воспитани памала, вӗсене тӗрӗс ҫул кӑтартмалла», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре уйрӑм ҫынсен килӗсене газ ҫитерме кӑҫал та пулӑшӗҫ. Социаллӑ газификаци программине пирӗн республикӑра пурнӑҫа кӗртме федераци бюджетӗнче 8,3 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, правилӑра ҫынсен ҫак категорине пулӑшма пӑхса хӑварнӑ: — яталӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен ҫемйинче пурӑнакансем, — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин инваличӗсем тата тӗрлӗ ҫар хирӗҫтӑрӑвне хутшӑнса сусӑрланнисем, — ҫар хирӗҫтӑрӑвне хутшӑннӑ ветерансем, — нумай ачаллӑ ҫемьсем, — сахал тупӑшлӑ ҫынсемпе сахал тупӑшлӑ ачаллӑ ҫемьесем, — I ушкӑн инваличӗсем, — инвалид-ачисене пӑхакансем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паянхи ир тӗлне 4 округри ялсенче шыв-шур сарӑлнӑ: Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Ҫӗрпӳ. Хӑш-пӗр ялта урам тӑрӑх шыв вӑйлӑ юхать. Вӗсенче пӑрӑхсене тасатаҫҫӗ, канавсем чаваҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра тивӗҫлӗ службӑсем юр мӗнле ирӗлнине, юханшывсем ҫыранран тухнипе тухманнине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Сӑрта, Атӑлта тата Мӑн Ҫавалта стационар посчӗсенче тӗрӗслев йӗркеленӗ. Лару-тӑру япӑх аталанас тӑк 17 округри 57 ял-салана шыв-шур илме пултарать. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗк 2022 ҫулхи кӗркунне 65 ҫулти Валерий еспубликӑри социаллӑ адаптаци центрне лекнӗ. Унта вӑл тӗрмерен тухнӑ хыҫҫӑн пынӑ. Арҫыннӑн ниҫта кайма вырӑн пулман. Ҫемйи пулман, ашшӗ-амӑшӗ тахҫанах вилнӗ, хурӑнташӗсене кирлӗ пулман. Валерий иртнӗ кунӗсене аса илме юратмасть. Унта ырри нимех те пулман тесен те йӑнӑш мар. Социаллӑ адаптаци центрне пырса лекнӗ чухне арҫын кӑмӑлӗ пусӑрӑнчӑк пулнӑ, тӑванӗсем ҫукки те унӑн кӑмӑлне хуҫнӑ. Ӗҫ стажӗ ҫителӗксӗртен пенси илме балл ҫитмен. Центрта арҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. Халӗ вӑл пӗр организацире урам шӑлаканта тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсене укҫа валеҫсе парӗҫ. Кӗмӗле хыснаран уйӑрӗҫ. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн министерстви социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене хыснаран грант евӗр субсили ваплеҫсе парасси ҫинчен калакан йышӑну проектне хатӗрленӗ. Пӗтӗмпе 19 миллион та 356 пин те 700 тенкӗ валеҫсе парӗҫ. Грантӑн чи пӗчӗк виҫи — 70 пин тенкӗ, чи пысӑкки — 550 пин тенкӗ. Укҫана пурӗ 67 проектшӑн парӗҫ. Вӗсем пурте наци тата регионти проектсене ҫутатса параканнисем. Тепӗр майлӑ каласан, Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Экологи культурин ҫулталӑкне, экономика аталанӑвне, право йӗркине пӑсакансемпе кӗрешес темӑсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе Шупашкарти аэропорт ҫуллахи режим ҫине куҫнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пулӗ. «Победа» авиакомпани малашне те Мускава кунне 3 хут вӗҫӗ, Питӗре - эрнере 5 хут. Ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен Сочие рейссем уҫӑлӗҫ. «Северный ветер» компани акан 1-мӗшӗнченпе тунтикунсерен Сочие вӗҫме тытӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен эрнекунсерен те рейс пулӗ. Юпа уйӑхӗнче юнкунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫӗ. Паянтан «ЮВТ Аэро» юнкунсерен Нижневартовска вӗҫме пуҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӗлтӗртенпе ниҫта та ӗҫлемен, 6 ҫулти ывӑлӗшӗн алимент тӳлесе тӑман, воспитани парас ӗҫе те хутшӑнман. Ҫапла унӑн парӑмӗ самаях пухӑннӑ: 124 пин тенкӗ. Куншӑн арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах ку та ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хистемен. Кайран ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл яваплӑхран хӑраса кайнӑ, пухӑннӑ алимент укҫине йӑлтах тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Лысяковсем ачисене телейлӗ ӳстерессишӗн чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Мария Александровнӑпа Александр Анатольевич ҫемйинче пилӗк ача. Асли — 13-ре, кӗҫӗнни — 2-ре. Виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр. Тӗпренчӗкӗсене чунтан юратакан ашшӗпе амӑшӗ ывӑл-хӗрне вӗсен чун киленӗҫне кура аталантарать. Тепӗр ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫа кӗреймен хӑйӗн ӗмӗтне ача урлӑ ҫитерме талпӑнать. Лысяковсем вара апла мар. Вӗсем ачисем мӗнпе кӑсӑкланнине кура чун киленӗҫӗ тупса панӑ. Аслисем, акӑ, акӑлчан чӗлхине тарӑннӑнрах ӑша хываҫҫӗ, арҫын ачасем робототехникӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ, хӗрачасем ташлама юратаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫемье бассейна ҫӳрет. Кӗҫӗннине шута илмесен аслисем пурте музыка шкулӗнче вӗренеҫҫӗ. Ачасем конкурссене пӗрмай хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ шайри диплома тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Кӑҫал хӗлле юр нумай ҫурӗ те, ейӳ вӑйлӑ сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк пулнине унчченех асӑрхаттаратчӗҫ. Ӗнер ҫанталӑк самай ӑшӑтнӑ, юр вӑйлӑ ирӗлме пуҫланӑ. Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Чӑваш Сӑкӑтӗнчи Чапаев урамӗнче пурӑнакансем ӗнер шар курнӑ. Унта уй-хиртен, вӑрмантан шыв тӑрук анса ял тӑрӑх юхма тытӑннӑ. Аса илтерер: ӗнер Улатӑр администрацийӗ Сӑр юханшывӗнче шыв шайӗ хӑпарни пирки пӗлтернӗччӗ. Пӗр талӑкра шыв 1 метр ытла хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |