Республикӑра
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче Шупашкарта кӑҫӑл та сӑра фестивалӗ иртӗ. «Зелёное золото России» (чӑв. Раҫҫейӗн симӗҫ ылтӑнӗ)) пӗтӗм Раҫҫейри фествиале Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче йӗркелӗҫ. Мероприяти программи икӗ пайран тӑрӗ. Ӗҫлӗ пай ҫавра сӗтелсенчен, экскурсисенчен тӑрӗ. Куракансем валли йӗркеленӗ пай заовдсен продукцийӗпе, шеф-поварсен тутлӑ апат-ҫимӗҫӗпе фермерсен таварӗпе хӑналанма май парӗ. Фестивале Ярославль, Чулхула, Мускав тата Питӗр хулисенчи коллективсем те килӗҫ. Ҫав шутра «Отпетые мошенники» ушкӑн та. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сцена ҫине тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Пӑрачкав округӗнчи Бахмутово ялӗнче пурӑнакан 43 ҫулти арҫынна ачисене хӗненӗшӗн суд тӑвӗҫ. Вал хӑйӗн ачисене хур кӑтартнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр чухне 14 ҫулти хӗрне тата 11 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Ку 2021 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗччен пулса иртнӗ. Арҫын ачасене ятран та чӗнмен-мӗн. Хӑш чухне пӗчӗк сӑлтава пула е сӑлтавсӑрах ачасене урайне ӳкернӗ, пуҫӗпе урайне ҫапнӑ, киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Купня тата Ирҫе Ҫармӑс ялӗнче пурӑнакансем ял уявне пухӑннӑ. Кӑҫал вӗсен ҫавра ҫул – ял йӗркеленсе кайнӑранпа 450 ҫул ҫитнӗ. Вырӑнти ҫынсемпе хӑнасем чӑвашла тумланса тухнӑ, чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ, купӑс каласа ташланӑ. Пӗр сӑмахпа, уява пухӑннисен пурин те лайӑх кӑмӑл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн промышленноҫӗнчи ертсе пыракан предприятийӗсенчен пӗри — Етӗрнери аш-какай комбиначӗ 30 ҫулхине уявланӑ. Коллектива республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова (сӑнӳкерчӗкре) саламланӑ. Вӑл Леонид Черкесов спикерӑн саламне ҫитернӗ. «Кашни ӗҫченӗн, рабочирен пуҫласа ертӳҫӗ таран, профессионализмӗ ӑнӑҫу тума май парать», — палӑртса хӑварнӑ саламра. Коллектива ытти шайри тӳре-шара та саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тӑватӑ ҫемьене орден пама йышӑннӑ. Олег Николаев Элтепер «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Николай Федоровичпа Анастасия Ивановна Отмаховсене, Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Николай Александровичпа Антонина Николаевна Сергеевсене, Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Николай Ивановичпа Зоя Степановна Степановсене, Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Николай Димитриевичпа Мария Ивановна Хушкинсене чыслама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен кунӗнче, Шупашкари аслӑ шкулсенчи чи лайӑх 100 выпускника чысланӑ, диплом панӑ. Ҫавӑн пекех чи маттуррисене Шупашкар 555 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ банкнотӑпа чысланӑ. Уявра республика шайӗнче иртнӗ «Ҫамрӑк лидерсен команди» конкурс финалсчӗсене те палӑртнӑ. Тепӗр йӑлана та пӑрахӑҫламан: Ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫнисене те чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Канашри вӑрра нимӗҫ овчарки Шарки тытса чарма пулӑшнӑ. Унта икӗ велосипед вӑрланӑ. Пӗр арҫын гаражӗ уҫӑ пулнине, унта япаласем асар-писер выртнине асӑрханӑ. Вӑл полицие чӗннӗ. Вырӑна кинолог Шарки ятлӑ йытӑпа ҫитнӗ. Овчарка вӑрӑ йӗрне тӳрех сиснӗ, ун тӑрӑх Кӑкшӑм урамне илсе кайнӑ. Унӑн сӑмси улталаман – чӑнах та ҫав вырӑнта вӑрланӑ икӗ велосипед тӑнӑ. Иккӗшӗ – 30 пин тенкӗ тӑраканскерсем. Палӑртмалла: унччен Шарки Шупашкарта ювелир лавккине ҫаратма тӑнӑ ҫыннӑн курткине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри хулине туристсем теплоходпа килсе ҫитнӗ. Ку хыпара республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Сӑмахне вӑл сӑнӳкерчӗкпе ҫирӗплетсе панӑ. Министр хыпарланӑ тӑрӑх, туристсемлӗ теплоход асӑннӑ хулана юлашки пилӗк ҫулта пуҫласа пырса чарӑннӑ. «Кӑҫалхи навигаци вӑхӑтӗнче ку хулана 11 теплоходран кая мар килсе каясса шанатпӑр. Ӳлӗмрен ку цифрӑна виҫӗ хут ӳстерес килет», — уҫӑмлатнӑ министр хӑйӗн ӗмӗт-шухӑшне. Дмитрий Краснов Сӗнтӗрвӑррине илемлетсе хӑтлӑлатассипе ӗҫленине палӑртнӑ май кӑлтӑксем пуррине те йышӑннӑ, вӗсене пӗтерсе пыма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() dzen.ru сайтри сӑн Муркаш округӗнче пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл мӑнукне пула укҫасӑр юлнӑ. 14 ҫулти ача ун патне ҫуллахи каникула килнӗ. Вӑл телефонра вӑйӑ выляса ларнӑ чухне пӗлтерӳ асӑрханӑ: видеоролик пӑхса укҫа ӗҫлесе илме пулать иккен. Ача мӗн хушнине прнӑҫланӑ. Унтан унран ӳсӗмӗ пирки ыйтнӑ. 14 ҫул тесен хӑратма тытӑннӑ: 18 ҫул тултарман пирки штраф тӳлеттерӗҫ-мӗн. Хӑраса ӳкнӗскер асламӑшӗн /е кукамӑшӗн/ карттин реквизичӗсене, смскӑпа килнӗ кода пӗлтернӗ. Ҫапла ултавҫӑсем унӑн счечӗ ҫинчен ҫур миллион тенкӗ вӑрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, Республика кунӗнче, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен пӗрремӗш троллейбус маршрут ҫине тухнӑ. Вӑл - 62-мӗш троллейбус. Ҫак транспорт Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайонтан Шупашкарти Чапаев савучӗ таран ҫӳрӗ. Троллейбуса ҫул ҫине кӑларнӑ чухне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ. Вӑл валидатора укҫа ярса билет туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |