Республикӑра
![]() Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри нумай ӗҫ тӑвакан центрсенчи специалистсен шалу пӗчӗк. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Ӗҫе тинтерех вырнаҫнӑ ҫын унта 26 пин тенкӗ илет иккен, вӑтам шалу вара уйӑхсерен 33 пин тенкӗпе танлашать-мӗн. «Экономика аталанӑвӗн министерствин ертӳҫи пулнӑ май эпӗ МФЦсен ӗҫне те сӑнаса тӑратӑп, лару-тӑрӑва ылмаштарӑпӑр. Ӗҫ укҫине ҫитес ҫултан ӳстерме укҫа пӑхса хӑварӑпӑр. Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 39 пин тенке ҫитӗ», — тесе хыпарланӑ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрле округӗнче Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ҫӑлавҫисем вӑрманта ҫухалса кайнӑ кинемее киле ҫитме пулӑшнӑ. Кинемей ҫухални пирки пӗрлехи службӑна ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехет те 37 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм Анат Кӑмаша ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта аташса кайни пирки хыпарланӑ. Вӑл унта кӑмпа пуҫтарма кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна тухса кинемее часах тупнӑ. Аса илтерер: «Лиза Алерт» ушкӑн Улатӑр округӗнчи Кире поселокӗнчи Геннадий Рогулина шырать. Вӑл та вӑрманта ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан Александр Харитонов Атӑлта тем пысӑкӑш ҫуйӑн тытнӑ. Пулӑ 70 килограмм таяканскер. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Александр юлташӗпе кимӗпе пулӑ тытнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем авӑрта ҫуйӑна асӑрханӑ. Александр ӑна хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ квок сассипе илӗртсе кӑларнӑ. Вӗсем пулӑпа 20 минут кӗрешнӗ. Ҫуйӑн шыв ҫийӗн курӑнсан тусӗ тӗлӗннипе кӑшкӑрсах янӑ. Адександр вара пулӑпа малалла кӗрешнӗ. Ҫуйӑна кимме хурса ҫыран хӗррине илсе тухма пулӑшу кирлӗ пулнӑ. 37-ри Александр унччен те пысӑк пулӑсем тыткаланӑ. 16 килограмм таяканни пулнӑ. Ку ҫуйӑн вара – чи пысӑкки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Улатӑр округӗнчи Кире поселокӗнче пурӑнакан Геннадий Рогулев вӑрмана кайсан ҫухалнӑ. Халӗ ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. 64 ҫулти Геннадий Иванович ӗнер ҫухалнӑ. Вал вӑрмана кайни паллӑ. Арҫын 176 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ ҫутӑ хӑмӑр, ҫӳҫне шакла хырнӑ. Килтен кайнӑ кун тӗттӗм куртка, хура шӑлавар, хура калуш тӑхӑннӑ. Геннадий Рогулева куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52, 8 952 020-35-57 Елена (Касатка) , 8 919 666-66-80 Наталия (Симба) . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" форумри сӑн. Халӗ ку ӳкерчӗк ҫук «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи комплексӗ валли директор шыраҫҫӗ. ЧР Экономика министерстви кандидатсенчен заявленисем ыран йышӑнма пуҫлать. Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗччен ӗлкӗрмелле. Ӑна аслӑ пӗлӳ илнӗ, ертӳҫӗ должноҫӗнче ӗҫленӗ ҫынсенчен кӑна йышӑнаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне обществӑн аталану программине тӑратмалла. Палӑртмалла: Издательствӑпа полиграфи комплексне 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен Алексей Ключников ертсе пырать. Ҫурлан 5-мӗшӗнченпе вӑл тӗп директор тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Моисеев архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре Медиацентр туса хурасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна кам ертсе пырассине те хыпарланӑччӗ: «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ Дмитрий Моисеев. Аса илтерер: Дмитрий Андреевич 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗччен Издательство ҫуртне вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ. Медиацентра ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унӑн учредителӗ – ЧР Цифра министерстви. Мънле ӗҫсем пурнӑҫлӗ-ха Медиацентр? МИХсене кӑларса тӑрӗ, республикӑри интернет-ресурссене аталантарӗ, контент тӑвӗ, медиасферӑна тишкерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хаҫатсен дизайнӗпе, версткипе, рекламипе те ӗҫлӗ. Палӑртса хӑварар: Дмитрий Моисеев И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ, 2006 ҫулта «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» корреспондентра ӗҫленӗ, 2009-2015 ҫулсенче унӑн редакторӗ пулнӑ. 2016 ҫултанпа – «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ. Вӑл – ЧР Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ, кӗнекесен авторӗ. Унӑн пьесисем тӑрӑх халӑх театрӗсем спектакльсем лартаҫҫӗ. |
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Сӑра фестивальне пӗрремӗш ҫул йӗркелемеҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та вӑл кӗрлесе иртсе кайрӗ. Ӑна йӗркелекенсем унта мӗн чухлӗ сӑра ӗҫнине шутланӑ. Сакӑр кунра 35,4 пин литр сӑра, 9,5 пин литр ӳсӗртмен сӑра, 7 пин ытла литр пыллӑ сӑра сутнӑ. Ҫыртмӑшсенчен ҫынсем ытларах какай тата бургер туяннӑ. Фестивальте 2315 бургер, 810 хот-дог, 8 тонна шашлӑк сутӑннӑ. Унсӑр пуҫне фестиваль хӑнисем 350 литр шӳрпе тата хашлама ҫинӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре медиацентр туса хума палӑртни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Кун пирки companium.ru сайтра пӗлтернӗ. Директор пулма «Хыпар» издательство ҫуртӗнче чылай ҫул ӗҫлекен Дмитрий Моисеева ҫирӗплетнӗ. Юлашки вӑхӑтра вӑл издательство ҫурчӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ. Ҫав организацин юридици адресне Шупашкар хули, Ленинла комсомол урамӗ, 1В ҫурт тесе кӑтартнӑ. Хальхи вӑхӑтра «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Виктория Вышинская. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта «Общественное признание» (чӑв. Халӑх хисепӗ) конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинацире чысланӑ. «Ҫемье йӑли-йӗрки — Шупашкар историйӗ» номинацире тӗп парнене Николай Семёнов режиссёр ҫемйи тивӗҫнӗ. Алевтина мӑшӑрӗпе вӑл 5 ача ҫитӗнтерет. «Чӑваш Ен» ПТРКра пӗлтернӗ тӑрӑх, хула, республика, ҫӗршыв шайӗнче иртекен конкурссенче Семёновсем пӗрре мар палӑрнӑ. Мускавра «Раҫҫей» куравра «Знатоки Родины» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех республика чысне ҫемье форумӗнче тивӗҫлӗ хӳтӗленӗ. Семёновсем Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Апаш тӑрӑхӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chel.mk.ru сайтри сӑн Патӑрьелте 12 ҫулти арҫын ачапа шкултан таврӑннӑ чухне инкек пулнӑ. Совет урамӗнче пынӑ чухне ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ тапӑннӑ. Чӗрчун арҫын ачана уринчен ҫыртса суранлатнӑ. Ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн Патӑрьел районӗн прокуратури вырӑнти администрацирен ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Судья тавӑҫа тивӗҫтернӗ, администрацирен ачан ҫемйи валли 10 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |