Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫураса ӳснӗ, унтах пӗве кӗнӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Чернова паян 95 ҫул тултарнӑ. Мария Максимовна 7 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗ, ҫав тӗллевпе медицина училищине кайса кӗнӗ. Анчах шурӑ халат тӑхӑнса курма пӳрмен ӑна. Хӗрӗн ӗмӗтне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланни татнӑ. Мария Максимовна тӑван колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. Кайран сӗтел-пукан фабрикинче, Чапаев ячӗллӗ заводра тӑрӑшнӑ. Паян кинемее Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ Валентина Павлова пӑхса тӑрать. Асӑннӑ учреждени ӗҫченӗсем хӗрарӑма юбилейпе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнчен Шупашкарти пульницӑна сипленме килнӗ Лариса Мефодьевна Николаева пуш уйӑхӗнче ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл пульницӑран тухнӑ, текех ӑна никам та курман. Вӑл туллирех кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫырӑ ҫӳҫлӗ. "Лиза Алерт" хастарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 39 ҫулти хӗрарӑма медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫак ҫынна куракансене 112 е 8(800)700-54-52 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() phonoteka.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи пӗр шкулта ҫар припасӗсем упраннӑ. 205 патронран 120-шӗ сунар е спорт пӑшалӗпе усӑ курма юрӑхлӑ пулнӑ. Ӑҫтан тупӑннӑ патронсем? ЧР Вӗренӳ министерстви лару-тӑрӑва ӑнлантарнӑ. Ҫак шкул ҫумӗнче 2008 ҫулта "Тӑван ҫӗршыв" ҫарпа патриотлӑх клубӗ уҫӑлнӑ. Ӑна унччен ОБЖ урокне ертсе пынӑ вӗрентекен (халӗ вӑл вилнӗ ӗнтӗ) йӗркеленӗ. Патронсем сейфра упраннӑ. Унта ытти ҫынсем кӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Улатӑр районӗнче хӑш-пӗр ялта ейӳ сарӑлма пуҫлани пирки ҫӑлав службине пӗлтерӳ ҫитнӗ. Сӑр, Бездна, Улатӑр юханшывӗсенче шыв шайӗ хӑпарма пуҫланӑ. Ейӳ сарӑлнӑ ялсем ҫак юханшывсен хӗрринче вырнаҫнӑ. Ку Пенза шыв управӗнчи шыв шайӗ хӑпарнипе. Ҫавӑн пекех Сӑра шыв нумайрах кӗме тытӑннӑ. Ейӳ сарӑлма пуҫланӑ ялсене 10 ҫӑлавҫӑ ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех унта 3 теххатӗр, ишмелли 3 хатӗр пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи икӗ ҫын Ҫӗпӗр язвипе чирлени пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр: унта арӑмӗпе упӑшки вӑкӑр пуснӑ чухне суранланнӑ. Выльӑх вара чирлӗ пулнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм хӑйсене япӑх туйма пуҫласан пульницӑна кайнӑ. Унччен вара вӗсем 500 килограмм какая сутса ӗлкӗрнӗ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, чикансене сутнӑ. Лешсем халӗ ӑҫта пулни паллӑ мар. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑкӑр лавккаран туяннӑ апата пула чирлеме пултарнӑ. Республика ертӳлӗхӗ лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Арҫынпа хӗрарӑм Кивӗ Тутайкасси ялӗнчен. Вӗсем хӑйсене йӗркеллӗ туяҫҫӗ. Ялта вара карантин пулнине палӑртнӑ. Специалистсем республикӑри выльӑха тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти троллейбус управленине республика харпарлӑхне пама палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак хушӑва алӑ пуснӑ. Управленипе пӗрле унӑн пӗтӗм куҫман пурлӑхӗ куҫнӑ. Халӗ троллейбус упавленийӗ - патшалӑх унитари предприятийӗ. Унччен вӑл МУП пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине те республика харпӑрлӑхне пама палӑртнӑ. Аса илтерер: тӳре-шара кӑҫал раштав уйӑхӗнче ҫак икӗ хула хушшинче троллейбуссем ҫӳреме пуҫлассине пӗлтернӗччӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() stav-reporter.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче икӗ ҫын Ҫӗпӗр язвипе чирлесе кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: упӑшкипе арӑмӗ вӑкӑр пуснӑ чухне суранланнӑ. Хӑйсене япӑх туйма тытӑнсан пульницӑна кайса пулӑшу ыйтнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑкӑр лавккаран туяннӑ апата пула чирлеме пултарнӑ. Вӑкӑр ашӗ вара ӑҫта кайнӑ? Mash Телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 500 килограмм аша сутма ӗлкӗрнӗ. Ӑна трасса ҫинче чикансем туяннӑ-мӗн. Халӗ вӗсем ӑҫти паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() in.pinterest.com сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче "Шупашкар-Арена" пӑр керменӗнче Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне официаллӑ майпа уҫаҫҫӗ. Ҫавна май 11 аукцион ирттернӗ, организацисемпе килӗшӳсем тунӑ. Телейлӗ ачалӑха уҫма 11 миллион та 227 пин те 800 тенкӗ тӑкаклӗҫ. Тӗслӗхрен, пӑр керменне тара илме 727,2 пин тенкӗ кайӗ, 1 миллион та 200 пин тенкӗ - сцена хатӗрлеме, 2 миллион та 800 пин тенкӗ - майпингпа видеопроекци валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Станислав Удяков проекчӗ Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну комлпексӗ ӗҫлет. Ӑна нумаях пулмасть окоп чавнӑ паттӑрсене халалласа туса лартнӑ. Асӑну комплексӗнче музей та тӑвасшӑн. Кӑрлач уйӑхӗнче кун тӗлӗшпе конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Унта икӗ заявка килнӗ. Станислав Удяков архитекторӑн проекчӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш проекчӗ - Анастасия Черновӑн. Музея тунӑ чухне архитекторсен сӗнӗвӗсене шута илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kaztag.info/ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче икӗ ҫын Ҫӗпӗр язвипе чирлени ҫирӗпленнӗ. Унччен вӗсем ҫак чир паллисемпе пульницӑна лекнӗ. Паян вара диагноз чӑннипех те ҫапла пулни палӑрнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те выльӑх пуснӑ чухне аманнӑ. Ку чир Ҫӗпӗрте 100 ҫула яхӑн каялла алхаснӑ. Ун чухне вун-вун пин выльӑх, пин-пин ҫын вилнӗ. Раҫҫейре юлашки хутчен Ҫӗпӗр язвипе пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ставрополь крайӗнчи хӗрарӑм чирленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |