Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 70 ҫулти арҫынна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ. Ӑна округри пульницӑна ӗнер каҫхине илсе ҫитернӗ. Вӑл кӑкӑр тӗлӗнчен ыратнине пӗлтернӗ. Ӑна кардиологсем, анестезиолог-реаниматологсем пӑхнӑ, сывлӑхӗ йывӑрланнине палӑртса пульницӑна вырттарнӑ. Паян ирхине арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Ӑна часрах Шупашкара куҫарма йышӑннӑ. Санавиаци вертолечӗпе илсе кайнӑ чухне унӑн сывлӑхӗ йывӑрах пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mirtesen.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре юлашки эрнере 2 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Кун пирки объясняем.рф сайт пӗлтерет. Раҫҫейӗпе вара ку чире 76 ҫын парӑнтарайман. Чӑваш Енре чӳкӗн 6-12-мӗшӗсенче 434 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 42 ҫынна стационара илсе ҫитернӗ. Танлаштарма: чӳк пуҫламашӗнче 48 ҫын тухтӑрсем патне лекнӗ. Палӑртмалла: пӗр эрнере икӗ пациент кӑшӑлвирусран вилни ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнчи пӗр ялта арҫын иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкаран ӳкнӗ те пуҫне амантнӑ. Юн кӳлленчӗкӗнче выртаканскере тӑванӗсем асӑрханӑ та часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Арҫын тӑнпах пулнӑ, анчах юн нумай ҫухатнӑ, ҫавна май юн пусӑмӗ те анса ларнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн шок пулнӑ. Тухтӑрсем юн циркуляцине йӗркене кӗртес тесе тӑрӑшнӑ, анчах венӑна шыраса тупайман. Ҫапла вӗсем шӑмӑ ӑшӗнчи инфузие тума шутланӑ. Пациент сывлӑхӗ кӑшт лайӑхлансан вӗсем ӑна пульницӑна тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине Пӑрачкаври пульницӑна 65 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Тухтӑрсем ӑна пӑхсан унӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Сывлӑхӗ йывӑр пулнине кура ӑна реанимацие вырттарнӑ. Хӗрарӑмӑн сывлӑхне йӗркене кӗртсен тухтӑрсем йышӑну тунӑ: пациента Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитермелле. Ҫапла санавиаци вертолетне чӗнсе илнӗ. Шупашкарта хӗрарӑма операци тунӑ. Халӗ унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм пынӑ. Вӑл йӗп ҫӑтса янӑ-мӗн. Хайхискер ҫӗленӗ чухне йӗппе ҫӑвара хыпнӑ та ӑнсӑртран ҫӑтса янӑ. Унӑн хырӑмлӑхӗпе апат ҫулне эндоскопи тӗпчевӗ тунӑ. Анчах унта йӗп курӑнман. Вӑл пӗвер таранах ҫитме ӗлкӗрнӗ иккен. Хӗрарӑма часрах операци тума йышӑннӑ. Йӗп пӗвере тӑрӑнса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пирӗн республикӑра ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче кӑшӑлвирусран вилекен пулман. Утӑ уйӑхӗнче ку чире пӗр пациент парӑнтарайман. Юпа уйӑхӗнче вара 3 ҫын кӑшӑлвируса пура пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Иртнӗ эрнере 28 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Унчченхи эрнере унашкаллисем 25 ҫын пулнӑ. Иртнӗ эрнере 291 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Чирлекенсем вара 285-ӗн пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Улатӑр хулинче Мордва Республикинчи тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри Наталия Панина педиатр ҫав ӗҫе ачасене юратнипе суйласа илнӗ. Халӗ Вӑл Улатӑрти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадинче ӗҫлет. Ҫамрӑк хӗрарӑм ют региона «Земство тухтӑрӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн килнӗ май ӑна патшалӑх миллион тенкӗлӗх пулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗн пульницине 1955 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна илсе килнӗ. Вӑл монтаж кӑпӑкӗ ҫунма тытӑнсан шар курнӑ. Унӑн пичӗ, аллисем пиҫсе кайнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн шок пулнӑ. Улатӑрти тухтӑрсем шока ирттерсе ярсан, сывлӑхне кӑшт лайӑхлатсан пациента Республикӑри клиника пульницине илсе кайма шутланӑ. Санавиаци вертолечӗ ӑна часах Шупашкара илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинчи оториноларингологи тата янах шӑммипе пит хирургийӗн уйрӑмне сӑмсана пирсинг ҫӑтса янӑ хӗрачана илсе пынӑ. Пӗчӗк хӑлха ҫаккине вӑл сывланӑ чухне сӑмсипе туртса илнӗ. Ачан ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хӗрача аппӑшӗ пек сӑмси ҫине пирсинг лартса ҫӳреме ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл ӑна ӑнсӑртран сӑмсана туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() stylishbag.ru сайтри сӑн Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юлашки эрнере 273 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 25-шне пульницӑна вырттарнӑ. Юрать-ха, вилекенсем ку эрнере пулман. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑ. Юпа уйӑхӗнче чире парӑнтараймасӑр 2 ҫын вилнӗ тӗслӗх пулнӑ. Сӑмах май, республикӑра ку таранччен 117911 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 4742-шӗ чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |