Сывлӑх
![]() vk.com/rnd_21 сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра пурӑнакан ҫынсем диспансеризаци тухма пултараҫҫӗ. 40 ҫултан иртнисен кашни ҫулах тӗрӗсленмелле. Ҫамрӑккисенчен кӑҫал диспансеризаци тухмаллисем: 1984, 1987, 1990, 1993, 1996, 1999, 2002, 2005 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫынсем. Ҫын хӑй пурӑннӑ вырӑнти поликлиникӑра тӗрӗсленмелле. Уншӑн укҫа тӳлемеле мар. Ҫумра паспорт тата медицина полисӗ ҫеҫ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Васкавлӑ пулӑшу службин ӗҫченӗсем 48 ҫулти хӗрарӑма вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӗрарӑм Шупашкарти Ленин районӗнчи дачӑра пулнӑ. Вӑл сывлама йывӑррине, йӗпе тар тапса тухнине, юн пусӑмӗ чакса кайнине, хырӑм ыратнине пӗлтернӗ. Васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна тухса кайнӑ, анчах кирлӗ адреса тупайман. Хӗрарӑма япӑх пулса кайнӑран вӑл тек калаҫайман, унпа тепре ҫыхӑнса адреса уҫӑмлатма май килмен. Бригада парӑнман, адреса ҫине тӑрсах шыранӑ. Шӑнкӑрава йышӑннӑ фельдшер Наталия Князева геоданнӑй тытӑмӗ урлӑ ҫывӑхра администраци ҫурчӗ пуррине асӑрханӑ. Тухтӑрсем унта кайнӑ, хуралҫӑ вӗсене кирлӗ адреса кӑтартса янӑ. Тухтӑрсем вырӑна ҫитнӗ ҫӗре хӗрарӑмӑн шок пулма ӗлкӗрнӗ. Инфаркт пуль тесе ӑна Кардиологи диспансерне илсе кайнӑ. Анчах унӑн панкреатит пулнӑ иккен. Халӗ хӗрарӑм Хулари клиника больницинче реанимаци уйрӑмӗнче выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра икӗ аварире икӗ мотоциклист аманнӑ. Вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пӗр авари Улатӑр районӗнче пулнӑ, тепри – Ҫӗмӗрле районӗнче. Икӗ мотоциклист та вӑйлах аманнӑ, иккӗшӗ те халӗ комӑра. Вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку – питӗ лайӑх мел. Мӗншӗн тесен пуҫне амантнӑ пациентсене машинӑпа илсе килнӗ чухне ҫул ҫинче силлентерни сиен кӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнче пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм пӗлтӗр инсульт чӑтса ирттернӗ. Нумаях пулмасть вӑл каллех пуҫ ыратнипе аптӑранӑ. Сылтӑм урипе алли туйӑмлӑхне ҫухатнӑ. Вырӑнти фельдшер васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Алена Шляпина тата Елена Данилова фельдшерсем ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ӑна кислородпа сывлаттарса Патӑрьел районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. КТ хӗрарӑмӑн пуҫ мимине юн кайнине ҫирӗплетнӗ. Кун хыҫҫӑн пациента Канашри медцентра илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра фельдшерсем хӗрарӑма сӑнаса пынӑ, кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшу пама хатӗр тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 61 ҫулти арҫын ҫурлан 5-мӗшӗнчех чӗре тӗлӗнчен ыратнине, сулахай алли вӑйсӑрланнине туйнӑ. Анчах иртсе каясса шаннӑ-тӑр - пульницӑна кайма васкаман. Ҫурлан 8-мӗшӗнче ӑна район пульницине илсе ҫитернӗ. Дежурнай тухтӑр унӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Ӑна кардиологи уйрӑмне вырттарнӑ. Сывлӑхне йӗркене кӗртсен Регионти юн тымарӗсен центрӗн тухтӑрӗсемпе телеконсультаци ирттернӗ. Пациента Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитерме йышӑннӑ. Ӑна санавиаци вертолечӗпе илсе кайнӑ. Халӗ арҫын хӑйне питех йывӑр туймасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Юлия Волкова тухтӑр Республикӑри тухтӑрсем ҫӗлен сӑхнӑ арҫынна вӑрмантах пулӑшнӑ. Унтан ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Арҫын сунарта пулнӑ. Ӑна унта наркӑмӑшлӑ ҫӗлен сӑхнӑ. Васкавлӑ медпулӑшӑва вӑл хӑйех шӑнкӑравланӑ, ӑш пӑтраннине, пуҫ ҫаврӑннине пӗлтернӗ. Юлия Волкова тухтӑр сунарҫа мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтрах ун патне бригада янӑ. Ҫамрӑк арҫын вӑрманта ӑна тупаймӗҫ тесе тусӗсем патне, сунар пӳртне, хӑй тӗллӗнех ҫитнӗ. Юлташӗсем ӑна васкавлӑ медпалӑшӑва хирӗҫ илсе кайнӑ. Иван Пахомов тата Роман Розоренов фельдшерсем пациента пӗрремӗш медпулӑшу парсан пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурлан 4-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре ҪҪХПИ инспекторӗсем фура водительне чарнӑ. Лешӗ кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнипе докуменчӗсене те часах шыраса тупайман. Аптӑрани пирки инспекторсене те каласа кӑтартнӑ, хӑй таҫта шӑннӑ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа малаллах каяссишӗн ҫине тӑнӑ. Аптекӑран ыратнине ирттерекен эмел туянса сывлӑхне ҫӑмӑллатма шутланӑ. Анчах инспекторсем ӑна малалла кайма чарнӑ, васкавлӑ медпалӑшу чӗннӗ. Ҫапла вӗсем водителӗн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн инфаркт иккен - юн тымарӗ хупланса ларнӑ. Республикӑри кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем унӑн сывлӑхне йӗркене кӗртнӗ, стенировани тунӑ. Арҫынна кӗҫех киле реабилитацие ярӗҫ. Вӑл Томск хулинчен Мускава кайма тухнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел районӗн тӗп пульницин инфекци уйрӑмне юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсене ирттерме 17,2 млн тенкӗ уйӑрма хатӗр. Подрядчике ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен уйрӑма юсаса пӗтермелле: фасадне, шалтине ҫӗнетӗҫ, унитазсемпе умывальниксене, душ кабинисене улӑштарӗҫ, инженери сечӗсене юсӗҫ. Палӑртмалла: пандеми вӑхӑтӗнче унта 20 койкаллӑ ковид-госпиталь пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫулла пахчара ытларах ӗҫлеме тивнӗрен суранланакансем те нумай. Акӑ нумаях пулмасть Республикӑри офтальмологи центрне пӗр хӗрарӑм пынӑ. Унӑн сулахай куҫне тем чӑрмантарнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, малтанхи кун вӗсем уйра утӑ хатӗрленӗ. Тухтӑр куҫне тӗрӗсленӗ те унта ҫӳпӗ кӗрсе кайнине асӑрханӑ. Тӗрӗсрех каласан, куҫ хупанкин коньюктивине нӑрӑ кӗрсе кайнӑ. Тухтӑр ӑна пинцетпа кӑларнӑ. Палӑртмалла: Республикӑри офтальмологи центрне ҫулталӑкне 10 пин ытла ҫын пулӑшу ыйтма пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Википедия архивӗнчи сӑн Кӑҫал ҫур ҫулта республикӑра хӗрлӗхенпе чирленӗ (выр. - корь) тӗслӗхе шута илнӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирленӗ тӗслӗхсем пирӗн регионта 2019 ҫултанпа пулман. Комсомольски районӗнче - 1, Шупашкарта 7 ҫын аптӑранӑ. Ытларах чухне ку чирпе ачасем чирлеҫҫӗ. Вӑл - хӑвӑрт ерекен вируслӑ амак. Унран сипленмелли ятарлӑ эмел ҫук. Ачасене 12 уйӑхра чухне унран прививка тӑваҫҫӗ, 6 ҫулта - ревакцинаци. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |