Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинчи тухтӑрсем ток ҫапнӑ икӗ ачана пулӑшнӑ. Вӗсене халӗ киле янӑ ӗнтӗ. 3-ри арҫын ача тройнике пӑта чикнӗ. Унӑн пӳрнисем пиҫсе кайнӑ. Ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать-ха, вӑл вӑйлах суранланманни палӑрнӑ. 4 ҫулти хӗрача вара Ҫӗнӗ ҫулта чӑрӑш капӑрлатнӑ чухне шар курнӑ. Юсавсӑр гирляндӑна пула ӑна ток ҫапнӑ. Тухтӑрсем кун пек чухне пиҫсе кайнӑ вырӑна шыва чикме сӗнеҫҫӗ. Аллерги ҫук пулсан ачана ыратнине ирттерекен эмел пама юрать. Паллах, ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() kidsbebus.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта пӗр хӗрарӑм васкавлӑ медпулашӑва шӑнкӑравланӑ: унӑн 7 уйӑхри ачи япӑх сывлама пуҫланӑ, ӳтне кӑвак тӗс ҫапнӑ. Пепке 40 ҫеккунт сывламанни те пулнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу вырӑна 7 минутран ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра амӑшне Галина Евдокимова аслӑ тухтӑр телефонпа мӗн тумаллине вӗрентнӗ. Ҫапла тухтӑрсем ҫитиччен ачан сывлав ҫулне кӗрсе ларнӑ япала тухса ӳкнӗ. Шурӑ халатлисем пепкене тӗрӗсленӗ те Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Юлашки талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран 2 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пекки тӑватӑ уйӑх пулман. Юлашки хутчен авӑнӑн 26-мӗшӗнче талӑкра 2 ҫын вилнине палӑртнӑ. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енре 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Кун пек тӗслӗхсем 1-мӗшӗнче, 4-мӗшӗнче, 5-мӗшӗнче, 22-мӗшӗнче, 23-мӗшӗнче тата паян пулнӑ. Юлашки талӑкра 62 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 5 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 51 ҫын вара сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 4704 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 35media.ru сайтри сӑн Республикӑра кӑрлачӑн 9-15-мӗшӗсенче 76 ҫын гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 57-шӗ - А гриппа, 19-шӗ В гриппа аптӑранӑ. Ҫак тапхӑрта гриппа чирленисен йышӗнче 35 ача. Ыттисем, 41 ҫын, аслӑ ӳсӗмрисем. Палӑртмалла: раштав уйӑхӗн 19-25-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 77 ҫыннӑн грипп пулнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 73-шӗн "сысна грипӗ" пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Врач офисӗнче шыв та ҫук, тухтӑр та ҫук» — тесе эпир Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи врач офисӗнчи лару-тӑру пирки «Ҫыхӑнура» форум пӗлтерни тӑрӑх ӗнер ирпе хыпарланӑччӗ. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче асӑннӑ офис ҫынсене ҫак эрнери ытлари кун (кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче) йышӑнма тытӑнни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Тухтӑр ҫуртне пынисем офис пирки хавхаланса та ҫунатланса (халӑхра ун пеккине «вӗҫсе каясла» теҫҫӗ) каласа кӑтартнӑ. Сӑмахран, Киря посёлокӗнче пурӑнакан Валентина А, Людмила М. питӗ савӑннӑ. Вӗсем врач офисне ырласа пӗтереймеҫҫӗ. Офисра врач тата профедура кабинечӗсем, 3 койко-вырӑнлӑх кӑнтӑрлахи стационар пур иккен. Тухтӑр ҫуртне интернетпа ҫыхӑнтарнӑран вырӑнтисем ансӑр специалистсемпе е республика пульницисенчи врачсемпе канашласа илме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнери тухтӑрсем кӗрт ӑшӗнче выртакан ҫынна пулӑшнӑ. Районти тӗп пульницӑра тӑрӑшакан Мария Панова врачпа Любовь Иванова медсестра ӗҫ хыҫҫӑн киле кайма тухнӑ. Утса пынӑ чухне вӗсем ҫул хӗрринче выртакан арҫынна асӑрханӑ. Иртен-ҫӳрен ним пулман пек иртсе ҫӳренӗ, выртакан ҫынна пӗри те пулӑшма шухӑшламан. Шурӑ халатлисем арҫынна тӑратнӑ, пульницӑн йышӑну уйрӑмне илсе кайнӑ. Алли-урри, пичӗ шӑнса кӳтнӗ арҫын халӗ пульницӑра сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче пӗр машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. «Хендай-Cанта Фе» автомобиль «М-7» федераци ҫулӗпе Хусан еннелле васканӑ. Ишлей ҫул ҫаврӑмне ҫитсен вӑл ҫул айккине тухса кайса кювета чӑмнӑ, машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 54 ҫулти водитель пулнӑ. Ӑна тӗрӗсленӗ те, вӑл эрех сыпнине тупса палӑртман. Салонта водителӗн икӗ хӗрӗ: 6 тата 13 ҫулсенчи ачасем — пулнӑ. Вӗсем аманнӑ. Хӗрачасене пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри тухтӑрсем пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ пепкен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл кӗркунне Президент перинаталь центрӗнче кун ҫути курнӑ. Ача 610 грамм тайнӑ, 32 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Амӑшӗ ӑна 24-25 эрнере ҫуратнӑ. Пепке тӳрех реанимацие лекнӗ. Тухтӑрсем 2 уйӑх ытла унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Майӗпен ача хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме пуҫланӑ, ӳсме тата ӳт хушма тытӑннӑ. Каярахпа унӑн куҫне операци тунӑ. Пепкене амӑшӗпе пӗрле 3 уйӑхран киле янӑ. Ун чухне ача 2600 грамм тайнӑ, 44 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта 4 ҫулти ача чирлесе ӳксен хӑйне япӑх туйнӑ. Унӑн ӳт температури хӑпарнӑ, лайӑх анман. Унтан ӳслӗк пуҫланнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ. Тухтӑрсем унӑн ӳпки икӗ енчен те шыҫнине палӑртнӑ. Анализсем ачан «сысна грипӗ» пулнине те ҫирӗплетнӗ. Пульницӑна вырттарсан та унӑн сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Компьютер томографийӗ ӳпкин 75 проценчӗ шыҫӑннине кӑтартнӑ. Хӗрачана реанимацие вырттарнӑ. Унта вӑл 13 кун выртнӑ. Кайран ӑна педиатри уйрӑмне куҫарнӑ, тепӗр 6 кунран киле кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() naran.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ. Ҫав тапхӑрта 11700 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 13,8 процент сахалрах. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман. Чирлекенсем ытларах Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳ районӗнче. Сӑмах май, кӑҫал чирлекенсен йышӗ чи йышли кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 6-мӗшӗччен пулнӑ — 21 530 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |