Хулара
"Про Город" сайтри сӑн. Елена Михайлова тунӑ сӑн Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫыннӑн машинине приставсем арестленӗ, штрафстоянкӑна илсе кайнӑ. Водитель ҪҪХПИе 83 штраф тӳлемен-мӗн, парӑм 62500 тенкӗ пухӑннӑ. Исполнительнӑй сбор 86 пин тенкӗ ытларахпа танлашнӑ. Олег Алексеев каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, машинӑна арестличчен приставсен службинчен нимӗнле уведомлени те килмен. Ака уйӑхӗнче вӑл парӑма татнӑ та машинӑна киле илсе кайнӑ. Нимӗнле уведомлени те килменнине кура Олег Алексеев исполнительнӑй сбор суммине суд урлӑ тавӑрма йышӑннӑ. Суд ун майлӑ пулнӑ, приставсен службине 81762 тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Приговор авӑнӑн 17-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Анчах, Олег Алексеев ӗнентернӗ тӑрӑх, укҫана халӗ те куҫарса паман. Ҫавна май вӑл прокуратурӑн пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
vlg.aif.ru сайтри сӑн Шупашкарти пӗр шкулта ӑс пухакан хӗр кӗҫех суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна полицейскисене хирӗҫ тӑнӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал аван уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӗрле ҪҪХПИ ӗҫченӗсем патруле тухсан Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр чарӑнура хӗр тусӗпе эрех ӗҫнине курнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, общество вырӑнӗнче кун пек тума юрамасть. Хӗре пакунлисем служба машинине лартнӑ. Ку вара пикене килӗшмен – вӑл икӗ инспектора аллинчен ҫыртнӑ. Машина хускалсан хайхискер пӗр полицейские питӗнчен тапнӑ. Хӗре тата унӑн тусне общество вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗшӗн 500 тенкӗ штраф ҫырса панӑ. Полицейскисене шар кӑтартнӑ пике вара халӗ суд пуласса кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ачана – юратнӑ тетте» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттересси йӑлара. Кӑҫал вӑл раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Тӑлӑх, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче асамлӑх парнелес килет-и? Эппин, акцие хутшӑнса ырӑ ӗҫ тӑвӑр, шӑпӑрлансене теттесем парнелӗр. Акци пирки тӗплӗнрех пӗлес килсен Шупашкар хулин Мускав районӗн администрацине шӑнкӑравласа пӗлӗр. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 23-52-18, 23-52-33, 23-52-29. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
school-10.ru сайтри сӑн «Снежная королева» юмаха ача чухне чылайӑшӗ вуланӑ, телевизорпа та курнӑ. Унти тӗп сӑнар, хӗрача, Герда ятлӑ. Халӗ унашкал ятлӑ хӗрача Шупашкарта та пур. Нумаях пулмасть тӗп хулара ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ пепкине Герда тесе ҫыртарнӑ. Хула администрацийӗн ЗАГС пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал ят тахҫантанпах пулман. Палӑртмалла: ку ят пирӗн пата Скандинави ҫӗршывӗсенчен килнӗ. Куҫарсан вӑл «хӑватлӑ копье» тенине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтри сӑн Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан Гузель пӑшӑрханса ӳкнӗ – упӑшки пӗр эрне ӗнтӗ килте ҫук. Вӑл ӑна шыраса тупасшӑн, «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Икӗ ача ашшӗ, 29 ҫулти Альберт Шамсутдинов, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине 8 сехет ҫитеспе ӗҫе тухса кайнӑ. «Ҫав кун телефонӗ ҫине шӑнкӑрав каятчӗ, мессенджерсем ҫине ҫырусем ҫитетчӗҫ. Вырсарникун, раштавӑн 1-мӗшӗнче, телефонӗ ҫине шӑнкӑрав кайма пӑрахрӗ», - каласа кӑтартнӑ арӑмӗ. Шамсутдиновсен ачисем 5-ре тата 1,5 ҫулта. Мӑшӑрӗ полицие кайса заявлени ҫырнӑ, халӗ ӑна полицейскисем те шыраҫҫӗ. Килтен кайнӑ чухне Альберт хура калпак, хура куртка, хура шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫыннӑн машинин тӗкӗрне такамсем вӑрланӑ. Хайхискер урӑххи туянма шутланӑ, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем шыранӑ. Водитель сутуҫӑран тавара туянма кайнӑ та тӗлӗннӗ: ара, унӑн вӑрланӑ тӗкӗрӗ те ҫавӑн пекех вӗт. 21 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 4 машинӑн тӗкӗрне вӑрланӑ: Mercedes тата Land Cruiser Prado. Каччӑ айӑпне тунман. Ҫак ҫыннӑн килӗнче тата темиҫе автотӗкӗр тупнӑ. Халӗ полици вӗсем камӑн пулнине палӑртаҫҫӗ. Каччӑ тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, вӑл килти арестра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта транспорт реформине пуҫарса янӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ ӗнтӗ. Паян, ав, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 37 тата 44-мӗш маршрутсемпе ҫӳренӗ. «Пассажирсене турттарассине лайӑхлатас енӗпе ӗҫлемелли пур. Ҫынсен сӗнӗвне шута илӗпӗр», — тесе ҫырнӑ хулан сити-менеждерӗ Инстаграмра. Ҫав вӑхӑтрах пассажирсене турттаракансем хӑйсем те маршрута ылмаштарма ыйтни тӗл пулать. 20-мӗш пирки шӑпах ҫавна каламалла та. Маршрут схемине ылмаштарма ыйтупа Шупашкар хула администрацине ҫитнӗ. Ӗнертенпе автобуссем сӑнавлӑ мелпе Мир проспекчӗпе ҫӳреме тытӑннӑ. Халӗ ҫынсен шухӑшӗпе кӑсӑкланнине ӗнентереҫҫӗ. Маршрута епле йӗркелессине сӑнав хыҫҫӑн тата ҫынсен сӗнӗвне шута илсе каярах татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
2gis.com сайтри сӑн Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи Юман рашчине Халӑхсен туслӑхӗн паркӗн ятне пама сӗнеҫҫӗ. Е ӑна Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа парк тӑвасшӑн. «Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейи» канашӑн председателӗ Лев Кураков хула администрацине ҫак сӗнӳпе тухнӑ. Лев Кураков ҫакна палӑртнӑ: икӗ сул каялла Шупашкарта Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ уҫӑлнӑ, вӑл шӑпах Юман рашчи патӗнче вырнаҫнӑ. Рашчара вара ҫынсем кӑвайт чӗртсе канаҫҫӗ, эрех-сӑра та ӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал Юман рашчине 2020-2021 ҫулсенче хӑтлӑх кӗртмелли объектсен йышне кӗртнӗ. Хула администрацине ҫак ӗҫе тӑхтамасӑр тума, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ тӗле вӗҫлеме, унтан ӑна ҫӗнӗ ят пама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн Шупашкара каллех ҫӗнӗ автобуссем илсе ҫитернӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Шупашкара хальхинче «Лотос» маркӑллӑ 8 ҫӗнӗ транспорт илсе килнӗ. Вӗсем вӑтам класлисем шутланаҫҫӗ. Автобуса 64 пассажир лараять. Унта сусӑрсем та, кӳме тӗксе ҫӳрекен амӑшӗсем те ҫӑмӑллӑнах кӗрееҫҫӗ. Ҫӗнӗ автобуссем раштавӑн 1-мӗшӗнче 26-мӗш маршрут ҫине тухӗҫ. Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла майпа «час пик» вӑхӑтӗнче 26-мӗш маршрут кашни 13 минутран ҫӳрӗ, ытти вӑхӑтра – кашни 20-минутран. Палӑртмалла: ҫапла майпа Шупашкарта хальлӗхе вӑтам тата пысӑк класлӑ 155 автобус ҫӳреме тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче ырӑлӑх шкапӗ пур. Пулӑшма май пур тӑк шкапа япала хума юрать. Пулӑшу кирлӗ тӗк ҫав шкапран япала илме ирӗк пур. Ырӑлӑх шкапне пӗр эрне каялла Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 17/25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку шухӑш вырӑнти коммерци организацийӗн пулнӑ. Малтанах ҫак шкап апат-ҫимӗҫ йышӑнмалли-памалли пункт пулать тесе палӑртнӑ. Анчах ӑна вырнаҫтарсанах ҫынсем тумтир, пушмак, ача-пӑча япали, теттесем, кӗнекесем илсе килме тытӑннӑ. Шкап кунсеренех ҫӗнелсе-пуянланса пырать. Ир енне сентресем пушанаҫҫӗ. Эппин, унта пырса чылай ҫын пулӑшу илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |