Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
Яндекс. Карт сӑнӳкерчӗкӗ
Яндекс. Карт сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хула администрацийӗ хулара общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче ҫӗнӗ павильонсем вырнаҫтарасшӑн. Ҫавна май патшалӑх закупкисен сайтӗнче лот уҫнӑ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 8 999 991 тенкӗ.

Хула администрацийӗ алюмини профилӗнчен хатӗрленӗ, 6-8 милимметр хулӑнӑш кантӑклӑ павильонсем вырнаҫтарасшӑн. Унта йывӑҫ сак лартмалӑх вырӑн та пулмалла. Саксем ан нӳрелччӗр тесе ятарлӑ сӑрӑпа сӑрламалла.

Аукцион нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Подрядчике суйласан, килӗшӳ алӑ пуссан павильонсене 25 кунра вырнаҫтармалла.

 

Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнчен правасӑр ҫамрӑк водителе тытса чарнӑ.

ҪҪХПИ инспекторӗсем Лакрей вӑрманӗ патӗнче «Хендай» пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынине асӑрханӑ. Хайхискере вӗсем чарӑнма ыйтнӑ, анчах лешӗ хӑнк та туман – малалла вӗҫтернӗ. Инспекторсем ӑна хӑвалама пуҫланӑ.

20 ҫулти водитель сехетре 150 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа вӗҫтерсе пынӑ. Буртас урамне ҫитсен вӑл руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Салонра водительсӗр пуҫне икӗ пассажир пулнӑ. Юрать, нихӑшӗ те аманман.

Машина пӗр пассажирӑн ашшӗн-мӗн. Руль умне вара 20 ҫулти ҫамрӑк правасӑрах ларнӑ, унӑн ку документ пачах пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/62747
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ҫухалнӑ ачана тупма пулӑшнӑ. Полицейскисем ӑна куншӑн тав тунӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм Иван Яковлев проспектӗнчи 3-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрачана асӑрханӑ. Вӑл пӗчченех пулнӑ. Хӗрарӑм иртсе кайман, хӗрача патне пынӑ.

Ҫак хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ шыранӑ-мӗн. Ачана ҫемьене тавӑрса панӑ. Хӗрарӑма вара ачана ҫемьене таврӑнма пулӑшнӑшӑн полици полковникӗ Марат Михайлов чечек ҫыххи тата парне парнеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62716
 

Хулара
xn--d1aiaaajfxetma1hvb.xn--p1ai сайтри сӑн
xn--d1aiaaajfxetma1hvb.xn--p1ai сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти икӗ хӗре спайс сутнӑшӑн айӑпласшӑн. Вӗсем ӑна пысӑк виҫепе сутма тӑнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫак хӗрсем Шупашкар хӗрринче 10 пӗчӗк хутаҫа тултарнӑ спайс илнӗ. Пӗтӗмпе – 6 грамм. Наркотике унта вӗсен сообщникӗсем хунӑ. Вӗсемпе хӗрсем электронлӑ майпа ҫырӑннӑ.

Шкул ачисене ҫав кунах полицейскисем тытса чарнӑ. Пакунлисем спайса туртса илнӗ. Хӗрсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна Шупашкарти Мускав районӗн судне пӑхса тухма ярса парӗҫ.

 

Хулара
moygorod-online.ru сайтри сӑн
moygorod-online.ru сайтри сӑн

Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 100-мӗш троллейбус расписанине каллех улӑштарнӑ. Рейссен шутне те улшӑнусем кӗртнӗ.

Малашне троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пар керменӗ патӗнчен 6:28, 6:43, 6:58, 7:13, 09:03, 09:23, 09:43, 10:0315:07, 15:34, 15:59, 16:22, 17:48, 18:12, 18:37 тата 19:04сехетсенче тапранса кайӗ.

Шупашкарта «Университет» чарӑнуран троллейбус 7:45, 8:05, 8:28, 8:45, 13:55, 14:20, 14:45, 15:08, 16:24, 16:46, 17:15 тата 17:45 сехетсенче хускалӗ. Пассажирсем транспорт ӑҫта ҫитнине йӗрлеме пултарччӑр тесе маршрута интерактивлӑ карта ҫине кӗртнӗ. «Умный транспорт» (чӑв. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра 100-мӗш троллейбус курӑнмасть тӗк ӑна ҫӗнӗрен лартма сӗнеҫҫӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта ача пахчи уҫӑлнӑ. Унӑн пӗлтӗрех уҫӑлмалла пулнӑ-ха, анчах вӑхӑтра ӗлкӗреймен. Ҫӗнӗ ача пахчинче ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та пулса курнӑ.

«Лучик» ятлӑ ача пахчине 250 шӑпӑрлан ҫӳреме пултарӗ. Унта 14 ушкӑн пулӗ, ҫав шутра – ясли те. Ҫӗнӗ ҫурт хӑтлӑ та хитре: легостуди, музыка тата гимнастика залӗсем, психолог, логопед пӳлӗмӗсем, бассейн пур. Пӗтӗмӗшле илсен, ача пахчи шӑпӑрлансене йышӑнма хатӗр, лицензи кӑна ҫук. Ӑна пӗр уйӑхран илӗҫ.

Каласа хӑварар: кӑҫал «Солнечный» микрорайонта тепӗр ача пахчи тума палӑртнӑ, унта 110 ача валли вырӑн пулмалла. 2020 ҫулта Шупашкарта 6 ача пахчи хута ярасшӑн.

 

Хулара
Н. Плотников тунӑ сӑн
Н. Плотников тунӑ сӑн

ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пыракан планеркӑра Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв пирки калаҫнӑ. Унта хутшӑнакансем пулӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти П.Хусанкай ячӗллӗ культура керменне тата «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексне уяв тӗлне юсаса ҫӗнетмелле.

Олег Николаев кун валли укҫа тупмаллине, тӗп хуламӑрти ҫак паллӑ вырӑнсене илем кӗртмеллине палӑртнӑ.

П.Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртне 1965 ҫулта хута янӑ. Ӑна халӗ юсаса ҫӗнетмелле. Ун ҫывӑхӗнчи асӑну комплексне унпа пӗрлех хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Раштавӑн 24-мӗшӗнче 23 сехет те 29 минутра Шупашкарти Лумубма урамӗнче «Тойота» водителӗ урӑх водитель унӑн килӗ умӗнче (лешӗ унта пурӑнмасть) машина лартнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ.

Хайхискер тарӑхса кайнипе ӑна тӗксе янӑ, унтан кӗреҫепе кӗрслеттернӗ. Лешӗн кӗлетки ҫинче кӑвак вырӑнсем юлнӑ. Вӑл полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Анчах участковӑй пуҫиле ӗҫ пуҫарман, ҫапакан ҫынна палӑртайман, унран ыйтса пӗлмен имӗш.

Хур тӳснӗ арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ведомство ку ыйтӑва полицин 2-мӗш уйрӑмне ярса панӑ. Паян полици ку материал тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине пӗлтернӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче 100-мӗш маршрутпа троллейбус ҫӳрени пирки сайтра хыпарласах тӑтӑмӑр. Халӗ лару-тӑру мӗнлерех-ха?

Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра ҫӗкленӗ. Аса илтерер: троллейбус пӗр уйӑх каялла ҫӳреме тытӑннӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл 18,8 пин пассажира илсе ҫӳренӗ. Вӑтамран пӗр рейсра 56 пассажир ларнӑ. Пӗтӗмпе 427 пин тенкӗ тупӑш кӗнӗ. Анчах тӑкакӗ нумайрах – 790 пин тенкӗ.

Тӑкак ан пултӑр, пассажирсем ытларах ҫӳреччӗр тесе ҫак маршрут ҫинче ятарлӑ проездной тӑвасшӑн. Вӑл 900 тенкӗ тӑрӗ, унпа 60 хутчен кайма май пулӗ. Ку билетпа 100-мӗш маршрутпа ҫеҫ ҫӳреме май пулӗ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗ каллех улшӑнусем тума палӑртнӑ. Паян администрацире иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 20-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса «Ҫӗнӗ хула» микрорайона ҫити тӑсасшӑн.

Кун валли Марпосад ҫулӗ ҫинче кӑштах ӗҫсем туса ирттермелле. Ҫавна май 1 миллион тенкӗ кирлӗ.

Алексей Ладыков маршрута ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсма ыйтнӑ. Ҫапла майпа 20-мӗш троллейбус кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ, ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗсене, «Ҫӗнӗ хулана» ҫыхӑнтарӗ.

Палӑртмалла: микрорайонта пурӑнакансем ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗ урлӑ тахҫанах троллейбус яма ыйтнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, [140], 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, ...314
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 27

1937
87
Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ.
1951
73
Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1991
33
Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та