Хулара
etk21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗрлехи транспорт карттине укҫа хумалли ятарлӑ вырӑнсене хупма йышӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра ЕТК-карттине Перекет банкӗн NFC-ридерӗллӗ хатӗрӗсем урлӑ ҫӑмӑллӑнах укҫа хума пулать. Ҫавна май пӗрлехи транспорт карттин Шупашкарти мини-офисӗсем паянтан, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен, хупӑнӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкартисем – ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен. Сӑмах май, транспорт картти ҫине укҫана Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти мӗнпур почта уйрӑмӗнче хума май пур. Транспорт карттипе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухсан «ЕТК» тулли мар яваплӑ обществӑн офисӗпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Вӑл Шупашкарти Октябре 50 ҫул урамри 17-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ 8 (8352) 36-33-30. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята илессишӗн 11 ҫын тупӑшӗ. Ҫак ята илнӗ ҫынна Хула кунӗнче чыслӗҫ. Камсем-ха вӗсем? Юрий Горшков, ӗҫ ветеранӗ» Теплосетьре» 33 ҫул ӗҫленӗ. Николай Емельянов, «Водоканал» АУн директор ҫумӗ. Вера Кузьмина, РСФСР, РСФСР, Чӑваш АССР халӑх артистки. Владимир Нагорнов, скульптор. Наталия Партасова, «Элара» савутӑн тӗп директорӗн ҫумӗ. Праски Витти, ӳнерҫӗ. Ираида Полбенникова, РФ пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Ревель Федоров, живописец. Анатолий Финогентов, «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ. Александр Черкунов, «Отделфинстрой» директорӗ. Владимир Щедрин, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти троллейбус управленийӗнче – ҫӗнӗ пуҫлӑх. Ку пукана Андрей Васильева шаннӑ. Малтан Андрей Васильев хула администрацийӗнче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Валерьевич пысӑк коллектива ертсе пырас енӗпе пуян опытлӑ, «Промтрактор» акционерсен обществинче ӗҫленӗ, муниципалитет тата коммерци предприятийӗсене ертсе пынӑ. Шупашкар хула администрацийӗн транспорт тата ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗнче 2017 ҫултанпа ӗҫлет. Халӗ вӑл 1700 штатлӑ предприятие ертсе пырӗ. Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ертӳҫӗн пассажирсене турттарассин пахалӑхне лайӑхлатмалла. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын икӗ велосипед вӑрланӑ. Пӗрне вӑл хӗрне ҫуралнӑ кунпа парнеленӗ, теприне ломбарда панӑ. Ҫак арҫын унччен те хваттер ҫаратнӑшӑн айӑпланнӑ. Хальхинче те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 37 ҫулти хӗрарӑм 8-мӗш хутра хваттер умӗнче хӑварнӑ велосипечӗ ҫухалнине пӗлтернӗ. Оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттерсен ӑна 36-ри арҫын вӑрлани палӑрнӑ. Ӑна вӑл хӗрне ҫуралнӑ кунпа парнеленӗ. Хайхи арҫын ҫав ҫуртрах тепӗр велосипед вӑрлани тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр» чарӑну ятне ылмаштарасшӑн. Ку сӗнӳпе яваплисем патне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫитнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, театрӑн директорӗ Елена Николаева чарӑнӑва «Ҫамрӑксен театрӗ» ят пама ыйтнӑ. Асӑннӑ ыйтӑва Ят парас енӗпе ӗҫлекен комиссире сӳтсе явмалла. Аса илтерер: «Ҫеҫпӗл» кинотеатр 2014 ҫулхи ҫулла ӗҫлеме пӑрахрӗ. 2016 ҫул вӗҫӗнче унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ куҫса кайрӗ. Ҫав пулӑма культура учрежденийӗн коллективӗ кӑмӑлласа йышӑнчӗ. Театрӑн хӑйӗн ҫурчӗ пулманран вӑл пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса ҫӳрерӗ. Юлашки ҫулсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче тӗпленнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра троллейбус паркне ҫӗнетӗҫ. Паянхи куна мӗнпур троллейбусран 80 проценчӗ кивелнӗ. Ку цифрӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗнче утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса калаҫнӑ чух асӑнса хӑварнӑ. Троллейбус паркне ҫӗнетме Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви укҫа уйӑрӗ. Вӑл паракан 1 миллиард та 170 миллион тенкӗ укҫапа 68 троллейбусран кая мар туянма палӑртаҫҫӗ. «Ыйту вӗҫленсе пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс тата аукцион ирттерессе шанатӑп», — тенӗ Олег Николаев. Сӑмах май, халӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуссем 22 маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫул ҫине кунсерен 219 троллейбус тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
vmnews.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пухнӑ укҫине йӑлтах ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Укҫи сахал пулман: 2,3 миллион тенкӗ. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхи арҫын унӑн счетне ултавҫӑсем тапӑнни пирки пӗлтернӗ. Арҫын укҫана илсе «хӑрушсӑр» счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Анчах кун пирки никама та шарлама хушман. 65-ри хӗрарӑм икӗ кун банксене ҫӳресе укҫине алла илнӗ. Банкри ӗҫченрен вара счетпа мӗн пулни пирки ыйтман. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине укҫана куҫарсан ҫеҫ ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Шупашкарти пляжри тӗлӗнтермӗш ӗҫсем. Сулахай енче – пляж. Унта канма юрамасть. Сылтӑм енчен – пляж, унта канма юрать. Сулахай енче кӑшӑлвируспа чирлеме пулать, сылтӑм енче хӑрушлӑх ҫук». Ҫапларах ҫырса хунӑ Инстаграмра @21ambient ятпа регистрациленнӗ авторӑн постне тӗпе хурса тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Дзен|Чувашия» ушкӑнра. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, сулахай енчи пляжри (ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл – официаллӑ майпа ирӗк панӑ вырӑн) ҫынсене йӗрке хуралҫисем хӑвалаҫҫӗ. Террриторие ятарлӑ паллӑпа уйӑрнин тепӗр енче халӑх лӑк тулли. Пакунлисене пӗр енчен ӑнланма пулать. Пирӗн тӑрӑхра халӗ те кӑшӑлвирус алхасать, ҫавна май пляжсене официаллӑ майпа уҫман-ҫке. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫыран хӗрринчех, анчах пляж шутланман вырӑнта йышпа канни йӗркене пӑсни пулмасть-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pikabu.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын банк карттине ӳкерсе хӑварнӑ. Кӗҫех счет ҫинчен укҫа пӗтни ҫинчен СМС-ҫырусем килме пуҫланӑ. Арҫын карточкӑна тӳрех блокировка тунӑ. Анчах ҫав карточкӑна тупнӑ ҫынсем 11 пин тенкӗ тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Вӗсем лавккасенче 1 пин тенкӗрен сахалрах тавар туяннӑ, ҫапла майпа пин-кодсӑрах карточкӑпа тӳленӗ. Ҫав ҫынна полицейскисем тупнӑ. Лешӗ ҫав кун лавккаран ӗҫмелли-ҫимелли туяннӑ та тусӗсене хӑналанӑ. Вӗсене вӑл ют ҫын укҫипе хӑналанине каламан. 34 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти Мускав районӗнче улттӑмӗш хӗрарӑм ӗнтӗ килте ача ҫуратнӑ. Ку хыпара асӑннӑ хулари Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм килте ҫӑмӑлланнӑ. Ҫут тӗнчене ывӑл килнӗ. Ача ҫурални ҫинчен калакан свидетельствӑна илме вырӑнти загс уйрӑмне пепкен ашшӗ пынӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн «Граждан тӑрӑмӗсен акчӗсем ҫинчен» саккунӑн 14-мӗш тата 16-мӗш статйисене тӗпе хурса хӑйӗнпе пӗрле кӳнтелене чӗннӗ. Кӳнтелен ача ҫуралнине ӗнентерме кирлӗ пулнӑ. Телейлӗ ашшӗ-амӑшне загс ӗҫченӗсем саламланӑ, ача ҫурални ҫинчен калакан свидельство тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |