Хулара
fb.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын базӑран консерв вӑрласа пурӑннӑ. Куншӑн вӑл суд сакки ҫине ларнӑ. Хайхи арҫын кӑҫал ҫӗртмен 25-мӗшӗнче вӑрра кайнӑ. 23 сехет те 30 минутра вӑл хапха айӗпе базӑна кӗнӗ, морозильникӑн ҫӑрине ҫӗмӗрнӗ. Ун чухне арҫын 5 курупка ӗне чӗлхи йӑкӑртса тухнӑ. Тепӗр кун та ҫав «схемӑпах» ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл каллех ӗне чӗлхи вӑрланӑ, пӗтӗмпе – 14 курупка. Кунсӑр пуҫне икӗ курупка лосось йӑтса тухнӑ. Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче каллех «сунара» тухнӑ. Хальхинче вара морозильник пушах пулнӑ. Палӑртмалла: пур тӗслӗхре те арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Олег Николаевӑн Фейсбукри страницинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакансем Оперӑпа балет театрӗ умӗнчи картана тиркесе пӗтернӗ. Ҫавӑн пирки вӗсем Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева пӗлтернӗ. Паян республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви театра карта мӗн тума кирлине ӑнлантарса панӑ. Культура министерствинче ӗҫлекенсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне, сывлӑхне тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене терроризмран сыхлассишӗн влаҫ органӗсем яваплӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ тавра карта тытнине хӑрушсӑрлӑхшӑн пӑшӑрханнипе сӑлтавланӑ. Территорие пысӑк тиевлӗ автотранспортран тата ятарлӑ техникӑран сыхласшӑн-мӗн. Театра пыракансене вара ирӗклӗнех кӗртеҫҫӗ. |
Хулара
Шупашкар хулинче транспорта маскӑсӑр лартма пӑрахӗҫ. Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус сарӑлса пыни пирки хыпарласах тӑраҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнни хамӑршӑнах. Апла пулин те ҫавна пур ҫын та ӑнланасшӑн мар. Ирӗксӗрех «ҫӳлтен» хушма тивет. Паянтанпа Шупашкар хулинчи транспорта маскӑсӑр ҫынсене лартма чарас тенӗ. Ку йышӑнӑва хулари оперштабӑн ларӑвӗнче тунӑ. Маскӑсӑр пассажирӑн салонран тухма тивӗ. Маскӑсӑр ҫӳрекенсене 1 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама юрать. Пассажирсене турттаракансен те яваплӑх пирки манмалла мар. Вӗсен штраф тата пысӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинче «ӑслӑ чарӑнусем» нумайлансах пыраҫҫӗ. Халӗ ун пеккисен шучӗ 150-а ҫитнӗ. Чарӑнусенче электронлӑ информаци таблосем вырнаҫтарасси хулара малалла пырать. Вӗсенче тӗрлӗ хыпар пӗлме пулать: халӑха турттаракан хӑш транспорт миҫе минутран ҫитессине, урамри температурӑна, ытти пӗлтерӗве. Электрон таблосене муниципалитетӑн «Умный транспорт» (чӑв. Ӑслӑ транспорт) информаци тытӑмӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Хальтерех вырнаҫтарнӑ 25 «ӑслӑ чарӑнусем» ҫине: «Уҫӑ хула» порталта ырланӑ», – тесе ҫырса хунӑ. Хӑш чарӑнура электрон табло вырнаҫтарассине халӑхпа палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинче эвакуаци планӗсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Маларах ӑна хулари Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра ҫакса хунӑ, халӗ – Амӑшӗн палӑкӗн ҫывӑхӗнче. Халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче терроризмран хӳтӗлӗнмелли план пур. Ҫавна май эвакуаци планӗ те кирлӗ. Ҫынсен инкек-синкек сиксе тухсан ӑҫталла тармаллине, хӑш службӑна мӗнле телефон номерӗпе шӑнкӑравламаллине пӗлмелле. «Ҫыхӑнура» форумра ҫак плансен усси пирки ыйтӑм вырнаҫтарнӑ. Унта хутшӑннисен хуравӗ тӑрӑх хакласан, ҫынсен пысӑк пайӗ ун пек план уссине ӗненменни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян, каҫ еннелле, Шупашкарта хваттер ҫуннӑ. Инкек Гагарин урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Усал хыпар пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. «Лайӑх кун пӑлхануллӑ вӗҫленет. Киле таврӑнтӑмӑр та, ҫуртра – пушар. Пӗрремӗш подъездри пиллӗкмӗш хутри хваттер ҫунать. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хваттере тӳрех кӗреймен, кил хуҫисем пулман», – тесе ҫырнӑ журналист. Маргарита Красотина ҫурта реанимаци машини те килнине пӗлтернӗ. «Кил хуҫи, тен, килтех пулнӑ пулӗ. Тен, сӳнтермен пируспа ҫывӑрса кайнӑ (аялти кӳршӗсен хваттерсене юсама тивӗ, мачча ҫинчен шыв юхать)», – тесе вӗҫленӗ пост авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫак кун «Вместе-Пӗрле!» фестиваль иртӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнипе йӗркелеҫҫӗ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче мероприяти мӗнле пулассине сӳтсе явнӑ. ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче ҫӗнетнӗ Хӗрлӗ лапамра митинг-концерт, Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче уяв мероприятийӗ ирттерме сӗннӗ. Уявра республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсем, профессионал ушкӑнсем чи лайӑх номерӗсене кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
karaidel.rbsmi.ru сайтри сӑн Тэон мӗн тенине пӗлетӗр-и? Ку – арҫын ача ячӗ. Анчах вӑл ача ҫуратмалли ҫуртра мар, килтех кун ҫути курнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӗсем килте ҫуралнӑ ҫиччӗмӗш ачана регистрациленӗ. Тэон вара – ҫемьери иккӗмӗш ача. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана чӑваш наци ятне панӑ. Ӑна Тайруна тесе ҫыртарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Алексей Ларионов тунӑ сӑн Сирӗн Смешарикпа Айболита курас килет-и? Эппин, Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитӗр. Унта ача-пӑча поликлиники умне ҫак сӑнарсене туса лартнӑ. Мультфильмри сӑнарсене сквера хӑтлӑлатнӑ май вырнаҫтарнӑ. Ку ӗҫе «Благоустройство» тулли мар яваплӑ общество 3,3 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ. Аукциона вӑл ҫеҫ хутшӑннӑ. Скульптурӑсене бетонран тунӑ. Скверта «Смешарики» мультфильмри Нюша, Крош, Бараш, Ежик вырӑн тупнӑ. Ҫавӑн пекех Айболитпа упӑте, попугай вырӑн тупнӑ. Пульница умне тротуар та хунӑ, машинӑсем валли парковка та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
karaidel.rbsmi.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Унӑн ятне Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ пепкине чӑваш наци ятне панӑ, Тайруна тесе ҫыртарнӑ. Аслисем ҫак ята килӗштерсех суйланӑ. Ленин районӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Тайруна сайра тӗл пулакан ятсен йышне кӗрет. Ленин районӗн администрацийӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ, унашкалли унччен пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |