Мишель ҫуралнӑХулара
fb.ru сайтри сӑн Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Мускав районӗн администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ачана Мишель тесе ҫыртарнӑ. Мӗн тенине пӗлтерет-ха ку? Мишель «Турӑ евӗр» тесе куҫать. ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем ашшӗне герб ӳкернӗ документ – ҫуралнине ӗнентерекен сивдетельство – панӑ. Специалистсем ҫамрӑк амӑшне тата ашшӗне ӑнӑҫу суннӑ, пӗчӗкскере вара сывӑ та телейлӗ ӳсмешкӗн ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта 22-мӗш шкул умӗнче уҫӑ тӳпе айӗнчи музей уҫнӑ. Аса илтерер: унччен Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов шкула Ми-8 вертолет панӑ. Шӑпах ҫавӑн пек вертолетпа Николай Гаврилов вӗҫнӗ. Музея уҫнӑ чухне вӑл хӑй те пулнӑ. «Пирӗн ывӑлсем пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва, пӗлӗте халаллама йышӑнӗҫ тӗк вӗсем ҫак вӗҫев аппарачӗпе вӗренӳ пособийӗ пек усӑ курма пултарӗҫ», - тенӗ Николай Гаврилов. ЧР Элтеперӗ тата хисеплӗ хӑнасем вертолет патне чечексем хунӑ, пӗр минут тарса вилнисене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Шупашкарта 1-мӗш маршрут ҫине ҫӗнӗ троллейбус тухни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗр ҫӗнӗскер ҫӗмӗрӗлме те ӗлкӗрнӗ. 927-мӗш номерлӗ троллейбус Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Ӑна ятарлӑ техника туртса кайнӑ. Сӑмах май, ҫӗнӗ троллейбус пӗрремӗш хут рейса тухсанах ҫӗмӗрӗлме ӗлкӗрнӗ. Иртнӗ тунтикун, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, ӑна буксирпа троллейбус паркне туртса ҫитернӗ. Троллейбус управленийӗн директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорта ӑна туса кӑларнӑ савутӑн юсамалла пулнӑ. Унтанпа 6 кун иртрӗ те каллех ҫав ӳкерчӗк. 15,7 миллион тенкӗ тӑракан троллейбуса каллех туртса кайма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
cableman.ru сайтри сӑн Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна нацизма реабилитациленӗшӗн айӑпланӑ. Ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче каччӑ халӑх тетелӗнчи пӗр уҫӑ ушкӑнра фашизм идеологине ырлакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑҫрҫи вӑхӑтӗнче Гитлер ӗҫне тӗрӗс тесе шутлакан комментари ҫырнӑ. Каччӑ преступлени тунине ӗнентернӗ. Кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ. Суд айӑплава ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрача килтен тухса кайнӑ. Ӑна шырама пуҫланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрача тупӑннӑ. Паян ӑна Шупашкарта шыраса тупнӑ. Софьйӑна следователь патне илсе ҫитернӗ. Софья Савельева 13 ҫулта. Следовательсем каланӑ тӑрӑх, хӗрача килтен хӑйӗн ирӗкӗпе тухса кайнӑ, ятарласа таврӑнман. Халӗ ку лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкар ГЭСне мина хуни пирки нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле пӗлтернӗ. Кун пирки 112 номерпе шӑнкӑравласа хыпарланӑ. Ятарлӑ службӑсем гидроэлектростанцие тӗрӗсленӗ. Унта мина хуманни ҫиеле тухнӑ – нимӗн те тупман. Шӑнкӑрав суя пулнӑ. Ҫак хыпара кам пӗлтернине ҫийӗнчех шыраса тупнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын пулнӑ. Вӑл мина хуни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ чухне ӳсӗр пулнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑҫал Шупашкарта ултӑ ача пахчи тума палӑртнӑ. Паллах, кашнин валли ят кирлӗ пулӗ. Вӗсене халӑха суйлама май туса панӑ, ҫавна май «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттереҫҫӗ. Ултӑ ача пахчи валли ятсем суйланӑ. Кашнинех пӗри – чӑвашла. Вӗсем ҫакнашкал: «Пӗрле», «Ачалӑх», «Ҫӑлтӑр», «Пӗлӳҫӗ», «Хӗвелпи», «Асам». Сасӑлав пуҫланни пирки ӗнер пӗлтернӗ. Анчах паян каҫӑпа кайсан темшӗн сасӑлама май ҫук, ӑна хупнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал «Радужный», «Алькеш», «Благовещенский», «Университет», «Солнечный», «НЮН 14 мкр» микрорайонсенче ача пахчи хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Шупашкарта кӳрсе килнӗ 4 троллейбус маршрут ҫине тухнӑ. Тепӗр тӑваттӑшӗ ҫак эрне вӗҫӗччен ҫула тухӗҫ. Ҫапла шантарать ЧР Транспорт министерстви. Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Шупашкарта 1-мӗш маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр иккӗшӗ – 18-мӗш тата 21-мӗш маршрутсем ҫинче. Шупашкарти троллейбус управленине панӑ тепӗр тӑватӑ троллейбус обкатка тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, пӗри ҫӗмӗрӗлсе те ӗлкӗрнӗ. Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта 54-мӗш маршрут ҫине тухӗ. Палӑртмалла: Чаваш Ене 68 троллейбусран 31-шӗ килнӗ. Тепӗр 37-шӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
nk-online.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти полици уйрӑмне арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсене 900 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. 64-ри арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер пӗлтернӗ тӑрӑх, такам арҫыннӑн харпӑр счетӑн электрон хӳтӗлевне ҫӗмӗрнӗ, ун ячӗпе 1 миллион тенкӗ кредит илнӗ имӗш. «Банк ӗҫченӗ» пулӑшма шантарнӑ. Арҫын вӑл каласа пынине пурнӑҫласа малтан 100 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Унтан банкран кредит илме заявка ҫырнӑ. Кивҫене ӑна панӑ. Вӑл ӑна илсе пӗчӗкшерӗн ҫав хӗрарӑм кӑтартнӑ счетсем ҫине куҫарма тытӑннӑ. Юлашкинчен лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ, ун патне шӑнкӑрав кайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Чӑваш Ене 14 ҫӗнӗ троллейбус килсе ҫитнӗ. Вӗсене Ӗпхӳрен кӳрсе килеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбукра пӗлтернӗ. Пӗр уйӑхра пирӗн тӑрӑха 19 ҫӗнӗ троллейбус турттарса килнӗ. Иртнӗ эрнере 10 троллейбус илсе килнӗччӗ. Ӗпхӳри савутран кӳрсе килме палӑртнӑ мӗнпур троллейбуса ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илсе килсе пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |