Хулара
4vsar.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӳлевсӗр троллейбус ҫӳрӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. 54-мӗш маршрутпа Ивановӑран Юраковӑна ҫӳрекен трполлейбус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ҫӳрӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисемпе экскурси троллейбусӗпе тӳлевсӗр ярӑнма пултараҫҫӗ. Салонра Хӗл мучипе Юр пике те пулаҫҫӗ. Анчах пассажирсен санитари нормисене пӑхӑнмалла, маска тӑхӑнмалла. Вулавӑш ӗҫченӗсем экскурси ирттерӗҫ. Вӗсем хулан историйӗпе, ҫул ҫинче тӗл пулакан паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
samara.doctorbormental.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын полицие пынӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ имӗш. Палламан ҫын юптарма тытӑннӑ: такам ун ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн, счета упраса хӑварма сӗннӗ. Шупашкар арҫынни вӑл мӗн каланине пурнӑҫласа пынӑ. Вӑл счечӗ ҫинчи 400 пин тенкине илнӗ те 24 номерпе куҫарса панӑ. Канашра пурӑнакан 71 ҫулти кинемей те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл 135 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Халь ултавҫӑсем кам пулнине тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
gurb.mosreg.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче полицие пырса хуйхи пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗр самантра 28 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Унӑн смартфонӗ ҫине палламан номертен смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм мессенджера уҫнӑ. Унта вара – хаваслӑ видеороликсем курмалли каҫӑ. Вӑл ним шутламасӑр ун ҫине пуснӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн телефонри хӑш-пӗр сарӑм ҫухалнӑ. Ҫав шутра – банк операцийӗсем тумалли сарӑм та. Укҫа ҫухалнине тӳрех сисмен-ха вӑл. Лавккана кайсан счет ҫинчи 28 пин тенкӗ ҫуккине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта транспортра ҫӳреме килес ҫул хакланӗ. Хулари тӳре-шара ҫавӑн пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ. Автобуспа тата маршруткӑпа ҫӳрекен пассажирсен укҫа тӳлесен 27 тенкӗ тӑкаклама тивӗ, банк карттипе е ЕТКпа татӑлсан – 23 тенкӗ. Троллейбуса кӑмӑллакансен укҫан тыттармасан 22 тенкӗ тӳлемелле пулӗ, аллӑн укҫа кӑларса хурсан — 26 тенкӗ. Проездной билет хакне хальхи 900 тенкӗрен 1000 тенке ҫитересшӗн. Шкул ачисемпе студентсен 725 тенкӗ пулӗ (халӗ — 650 тенкӗ). Хальхи вӑхӑтра троллейбусра укҫан тӳлесен 22 тенкӗ тухса каять, карттӑпа чухне — 20 тенкӗ. Автобусра укҫан тӳлесен 25 тенкӗ илеҫҫӗ, карттӑпа чух — 21 тенкӗ. Хаксене пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче 2 тенкӗ ӳстернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
blackpantera.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 14 ҫулти хӗрача тинех амӑшне кӗтсе илнӗ. Унӑн ҫывӑх ҫынни нумаях пулмасть тӗрмерен тухнӑ. Амӑшӗ йӗплӗ пралук леш енче пулнӑ чухне хӗрачана кукамӑшӗ /е асламӑшӗ/ опекӑна илсе пӑхнӑ. Хӗрарӑм тӗрмерен тухсанах Калинин район администрацине кайса хӗрне ӑна памашкӑн ыйтса заявлени ҫырнӑ. Хӗрача та амӑшӗсӗр питӗ тунсӑхланӑ. Опекӑпа попечительлӗх органӗсем хӗрарӑмӑн хваттерне ҫитсе йӑлтах тӗрӗсленӗ, йышӑну тунӑ – хӗрачана амӑшӗпе хӑварӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
tumblr.com сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Ӑна харпӑр пурнӑҫ пирки саккуна пӑсса сведени пуҫтарнӑшӑн тата хӑратса ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗшӗн айӑпланӑ. Унӑн патшалӑха 250 сехет ӗҫлесе татма тивӗ. Приговор хальлӗхе сакккунлӑ вӑя кӗмен. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗччен вӑл килте савӑшнине вӑрттӑн видео ӳкернӗ. Хваттерте курӑнмалла мар вырӑнсене камера ҫакнӑ. Унта 27 ҫулти хӗрарӑмпа савӑшни те лекнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӗрарӑма ҫак видеона пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене, ӗҫтешӗсене кӑтартассипе хӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
11-мӗш троллейбус маршручӗ Малашне 11-мӗш троллейбус чукун ҫул вокзалӗ таран каймӗ. Унӑн маршрутне улӑштарнӑ. Ку тӗллевпе ятарласа «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртнӗ. Чылайӑшӗ ҫӗнӗ маршрутшӑн сасӑланӑ. Тӳре-шара 5-мӗш тата 11-мӗш троллейбуссене пӗрлештерме сӗннӗ. 11-мӗш троллейбус Гагарин урамӗпе Калинин урамне ҫитӗ, унтан – Мир проспектне, Эгер бульварне тата Ленин Комсомолӗн урамне. «Уҫӑ хула» порталта куншӑн респондентсен 37,98 проценчӗ сасӑланӑ. 44,15 проценчӗ – хирӗҫ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче ирттернӗ анкетировани вара урӑхла кӑтарту панӑ: чылайӑшӗ икӗ маршрута пӗрлештерессине ырланӑ. 14-мӗш троллейбус вара «Солнечный» микрорайона ҫитӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, маршрутсене 2021 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен улӑштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗ туалетсене тытса тӑма ҫитес ҫул хыснаран 6 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗ. Ку ӗҫе пурнӑҫлакана палӑртмалли аукционра «Корал Клин» тулли мар яваплӑ общество ҫӗнтернӗ. Вӑл хулари стацинар тата куҫарса ҫӳремелли туалетсене тытса тӑма 6 миллион та 150 пин тенкӗлле килӗшнӗ. Хула администрацийӗ конкурс документацийӗнче 6,73 миллион тенкӗ сӗннӗ. «Корал Клин» организацин яваплӑхӗнче стационарлӑ виҫӗ туалет. Вӗсем Президент бульварӗнче 1/15-мӗш ҫурта, К. Маркс урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра, К. Иванов урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Малтан асӑннӑ иккӗшӗ кашни кунах 10 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен (ҫу-авӑн уйӑхсенче — 10-ран 22 сехетчен). Юлашкинчен асӑнни юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхн 30-мӗшӗччен хупӑнать. Туалетсене талӑкра виҫӗ хутран кая мар ҫуса тасатмалла. Автономлӑ модуллӗ туалетсем Чапаев скверӗнче, Тӗп пляжра, Кадет скверӗнче, Дорисс-паркра тата «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче пур. Кунсӑр пуҫне хула балансӗ ҫинче мобильлӗ туалет кабинисем — 154. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫынпа ҫын пӗр мар та, водительпе водитель те раснинсен тӗлӗнме кирлӗ мар. Вӗсен хушшинче темле сӗмсӗррисем те тӗл пулаҫҫӗ. Водительсенчен пӗрин пирки Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗ паян тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи пӗр ҫурт подъезчӗ умне машина пырса лартнӑ. Подъезда кӗрсе тухакансем пирки автомобиль хуҫи пач та шухӑшламан. Ҫавӑн пек сӗмсӗрсене, пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, 102 номерпе шӑнкӑравласан ун пек кӳршӗсен тыткаларӑшне йӗркелеме пулать. Ҫӗнӗ Шупашкарти водителе административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Республикӑна 68 троллейбус илсе килмелле пулнӑ. Анчах паянхи куна виҫҫӗшне ҫеҫ илсе ҫитернӗ. Кун пирки Транспорт министерстви пӗлтерет. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Арлашкин каланӑ тӑрӑх, лару-тӑру йывӑр пулсан та хулари электротранспорт паркне ҫӗнетӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 10 троллейбус илсе килӗҫ. Ыттисене нарӑс уйӑхӗн варринче ҫитермелле. Ҫӗнӗ троллейбусра лармалли 32 вырӑн. Пӗтӗмпе 100 пассажир кӗме пултарать. Сывлӑх енчен хавшак ҫынсене кӗмелли майсем туса панӑ. Салонра видеокамера, информаци кӑтартакан табло, хушма 4 кӑмака, телефон зарядка тумалли вырӑнсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |