Хулара
gtrkkursk.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Лешсем анлӑ сарӑлнӑ меслетпе усӑ курнӑ: шӑнкӑравланӑ, хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискерсем юптарма тытӑннӑ: унӑн укҫине ултавҫӑсем хапсӑнаҫҫӗ-мӗн, вӗсене тытмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Хӗрарӑм вӗсене итлесе 1 миллион та 300 пин тенкӗ кредит илсе ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Хӗрарӑм 73 тӗрлӗ операци ирттерсе укҫана куҫарнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
porazvodu.ru сайтри сӑн Ашшӗ эрех-сӑра ӗҫет, хваттерте таса мар, юсав туман, ачасен сезонпа килӗшӳллӗн тӑхӑнма тум ҫук, апат-ҫимӗҫ енчен те начар. Ҫакнашкал ӳкерчӗк курнӑ Шупашкарти Ленин районӗн администрациӗн опекӑпа попечительлӗх пайӗн специалисчӗсем. Ҫемье шутра тӑрать. Ленин районӗн судӗнчен опека пайне запрос килнӗ: арҫынна ашшӗн правинчен хӑтарассин пӗтӗмлетӗвне ыйтнӑ. Арҫынна ашшӗн тивӗҫне пурнӑҫламаншӑн административлӑ майпа пӗрре мар явап тыттарнӑ. Опека пайӗн специалисчӗсем ку ҫемьене тӑтӑшах ҫӳренӗ, арҫынпа калаҫнӑ. Анчах лару-тӑру улшӑнман, юлашки хутчен пынӑ чухне те хваттерте япӑх ӳкерчӗк пулнӑ. Ачасене социаллӑ реабилитаци центрне вырнаҫтарнӑ. Ашшӗ вӗсене унтан илсе каяс тесе нимӗн те туман. Опека пайӗ ӑна ашшӗн тивӗҫӗнчен хӑтарма пултарасси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан мӑшӑр пӗрле пурӑннин 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Даниловсене ылтӑн туйпа Ленин районӗн администрацийӗнчи тӳре-шара саламланӑ, вӗсене ЗАГС пайне чӗнсе илнӗ. Юрий Данилов строительство техникумне пӗтернӗ, Агрегат савутӗнче ӗҫленӗ. Елена хапрӑкра тата ача садӗнче тӑрӑшнӑ. Юрий ӑна пӗрремӗш хутчен сӑнӳкерчӗкре курнӑ, унпа паллашма шутланӑ. Вунӑ ҫултан вӗсем пӗрлешнӗ. Уява вӗсен хӗрӗпе мӑнукӗ те ҫитнӗ. Даниловсем телейлӗ ҫемье вӑрттӑнлӑхӗпе пайланнӑ. Пӗр-пӗрне итлемелле тата илтмелле – ҫапла пӗлтернӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
vmnews.ru сайтри сӑн Ҫӑлавҫӑсен алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ арҫынна пулӑшма тивнӗ. Хайхискер ӑна шалтан уҫас тесе аллине чикне те хӗстернӗ. Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Мир проспектӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Арҫын аллине хӗстерсе лартсан хӑй тӗллӗн тухаймассине ӑнланнӑ, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем кӗтеслӗ шлифомашина пулӑшнипе алӑка каснӑ, арҫыннӑн хӗсӗнсе ларнӑ аллине кӑларнӑ та ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Арҫын савӑннипе, паллах, вӗсене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулара темӗнле химикат шӑрши кӗрет тесе Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева евитленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку ыйтӑва республика ертӳҫи тӗрӗслесе тӑма шантарнӑччӗ. Ҫынсен ҫӑхавне тӗрӗслеме лаборатори специалисчӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар сывлӑша тӗрӗсленӗ. Женя Крутова урамӗнчи сывлӑшра хлор тата гидрохлорид палӑртнӑ виҫерен пысӑкраххи палӑрнӑ. Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗн ертӳҫи Николай Иванов, ҫав виҫе хулара пурӑнакансемшӗн сиенлӗ мар тесе ӗнентернӗ. Хулари Силикат урамӗнче ҫунтарнӑ пластмасса шӑрши сарӑлнине пӗлтерекен те тупӑннӑ. Специалистсем сывлӑша тӗрӗслесех тӑма шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
econet.ru сайтри сӑн Мари Элти ҫынсене, ҫаратса ҫӳрекенсене, Чӑваш Енри полицейскисем тытса чарнӑ. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ. Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти Водопровод урамӗнчи пӗр офиса хурахсем кӗрсе унти мӗнпур техникӑна йӑтса тухнӑ: ноутбук тата икӗ моноблок. Вӑрӑсем сӗтел ещӗкӗнчи укҫа-тенке те хӑварман. Вӗсем пӗтӗмпе 65 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Чӑваш Енри полицейскисем ҫак ӗҫе ике арҫын тунине палӑртнӑ. Вӗсем – Мари Элтен. Хайхискерсем вӑрланӑ япаласене ломбарда панӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӑрланӑ пурлӑха шар курнӑ ҫынсене тавӑрса парӗҫ. Йӗрке хуралҫисем вӑрӑсене кӳршӗ республикӑри полицейскисене панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
a.23mayak.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм Ҫӗнӗ ҫула савӑнӑҫлӑ кӗтсе илесшӗн пулнӑ ахӑртнех. Анчах вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Хӗрарӑм полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттерме Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ҫурт тара илме палӑртнӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, ҫав ҫынпа ҫыхӑннӑ. Мессенджерта лешӗ укҫа тӳлеме тесе каҫӑ янӑ. Хӗрарӑм ун ҫине пусса 10 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун хыҫҫӑн лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Хальхи вӑхӑтра ултавҫӑ кам пулнине палӑртаҫҫӗ, тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти 17-мӗш шкул ачисемпе педагогсене эвакуациленӗ. Вӗсене 12 сехет те 35 минутра урама кӑларса тӑратнӑ. Шкула полицейскисем тата тухтӑрсем пырса ҫитнӗ. Кинологсем урамри ҫула хупланӑ. «Ачасем урамра шӑнса пӑсӑласран 9-11-мӗш классене 37-мӗш шкулӑн акт залне илсе кайнӑ, ыттисене ҫывӑхри 106-мӗш ача пахчине ӑсатнӑ», — пӗлтернӗ эвакуациленине куракансем «Pro-город» кӑларӑма. Ачасемпе вӗрентекенсене мӗн сӑлтавпа эвакуациленине хаҫат пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
21foto.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулара темӗнле химикат шӑрши кӗрет тесе Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева евитленӗ. Ӗнер республика ертӳҫи вӗсен тата ыттисен хӑш-пӗр ыйтӑвне хуравланӑ. Сӑмах май каласан, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хӑйӗн патне ыйтса ҫырнисене Элтепер пӗрмаях уҫӑмлатать. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти лару-тӑру пирки ӑна ҫийӗнчех систернӗ, вӑл лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑнине пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ Шупашкарта сывлӑша тӗрӗслеме талӑкне икӗ хутчен анализ илеҫҫӗ. Кӑлтӑк тупса палӑртсан материалсене прокуратурӑна парӑпӑр», — хуравланӑ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинче тӗлӗнмелле елкӑсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн журналисчӗ Эльвира Хмелева асӑрханӑ. Вӑл вӗсене Шупашкарта иртнӗ эрнере курнӑ. Сӑнӳкерчӗкре сулахай енче сӑнланнӑ елка Йӑлари каяшсен управленийӗ умӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна пластмасса кӗленчерен ӑсталанӑ. Теприне, сӑнӳкерчӗкре сылтӑм енче сӑнланнине, журналист республикӑн Апат-ҫимӗҫ фончӗ умӗнче курнӑ. Кӑҫал Хӗрлӗ лапамра 6 метр ҫӳллӗш тухья вырнаҫтарма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл юрӑ-кӗвӗллӗ фонтан вырӑнӗнче пулӗ. Тухьяпа юнашар 14 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартӗҫ, ӑна илемлетӗҫ. Ача-пӑча лапамӗнче кукша пуҫ евӗр лампӑсем ҫутатӗҫ. Сцена ҫине лотос евӗр 6 арт-объект вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |