Хулара
Шупашкарти аэровокзала юсаса ҫӗнетме хатӗрлесси вӗҫленсе пырать. Аэропорт Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, хатӗрленӳ ӗҫӗн чи вӑрӑм тапхӑрне пӗтернӗ. Проектпа смета документацине патшалӑх экспертизи витӗр тухма панӑ. Пулас терминалӑн проектне экспертсем виҫӗ уйӑх хушшинче хакласа пӗтермелле. Аэропортра палӑртнӑ тӑрӑх,аэровокзал комплексне юсаса ҫӗнетес ыйтӑва 2016 ҫулта «Аэрофьюэлз» компани пуҫарнӑ. Ҫав тӗллевпе аэропорта «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти халӑхсем хушшинчи аэропорт) тулли мар яваплӑ обществӑна, уйрӑм ҫын аллине, панӑ. Хуҫа улшӑннӑ хыҫҫӑн пассажирсене турттарасси виҫӗ хут ӳснине ӗнентереҫҫӗ. Аэровокзала «Аэрофьюэлз» компани хӑйӗн укҫипе юсаса ҫӗнетӗ. Ун валли федераци е республика хыснинчен кӗмӗл ыйтмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
chips-journal.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче ҫынсем мӗн ҫырнине вуласах тӑрать. Мӗнпур ыйтӑва хӑй хуравлама ӗлкӗреймесен те яваплӑ ведомствӑсем вӗсене сӑнаса тӑнине вӑл маларах пӗлтернӗччӗ. Хӑй те ҫынсен ыйтӑвӗсене тӑтӑш уҫӑмлатать. Ҫынсем пирӗн республикӑра аквапарк ҫукки пирки те ҫырнӑ. Хусана е Сочине кайма тивнине пӗлтернӗ. Хамӑр патрах тума май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Этнослӑ Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарта аквапарк тумалла. Ӑна республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ программине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
@natusenchik тунӑ сӑн Эсир хулара хир сыснисем утса ҫӳренине асӑрханӑ-и? Ҫынсем вара курса юлнӑ, вӗсене сӑн ӳкерме те ӗлкӗрнӗ. Паян, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарти пӗр районта темиҫе хир сысни ҫӳренӗ. Ҫынсем вӗсене Вӑрман урамӗнчи 7-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Малтанах йытӑсем вӗрме пуҫланӑ. Кун хыҫҫӑн ҫынсем вӗсем мӗншӗн хамлатнине ӑнланнӑ: хир сыснисем килнӗ иккен. Ку ирхи 4 сехетре пулнӑ. Хир сыснисем 10-а яхӑнах пулнӑ. Ҫынсем «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, чӗрчунсем хӑйсене лӑпкӑ тытнӑ, кӑштахран хӑйсемех кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Тӗп хулари 19-мӗш шкулта ӑҫ пухакан Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗнче паттӑрлӑхӗшӗн чысланӑ. Каччӑ ҫынна йывӑрлӑхра пулӑшнӑ, вилӗмрен ҫӑлнӑ. Кӑҫал сулла Етӗрне районӗнчи Талуй ялӗнчи пӗвере хӗрача резина ҫавракапа ишнӗ. Унччен те пулман – вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ, шыва путнӑ. 9-мӗш класа куҫнӑ Сергей ҫухалса кайман – хӗрачана пулӑшма васканӑ. Арҫын ача хӗрачана ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ҫак кунсенче Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗн Евгений Кадышев тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнесем панӑ. Тӳре-шара ашшӗ-амӑшне ҫакӑн пек маттур ача ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ хатӗрленӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти ача ҫуртӗнчен икӗ ҫамрӑк тухса кайнӑ. Вӗсем ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Тухса каякансем – 14-ри Семенов Егор Алексеевич тата 17 ҫулти Ксенофонтов Александр Сергеевич. Егор 156 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Хӑй ҫута олимпийка, трико, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ. Александр 161 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Тухса кайнӑ чухне капюшонлӑ кӑвак куртка, кӑвак шӑлавар тӑхӑннӑ. Ҫак ачасене курнӑ пулсан ҫийӗнчех ШӖМе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ, телефон номерӗ – 02, 102. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ентешсене Шупашкар хулин кунӗпе саламланӑ. «Чӑваш Енӗн 551 ҫулти тӗп хули ҫамрӑк мар пулин те чӑннипех те хальхи йышши хула. Ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫулсемпе картишсем ҫӗнелеҫҫӗ. Шупашкарта социаллӑ инфратытӑм объекчӗсем хута каяҫҫӗ, тӗп хула ҫулран-ҫул илемленсе, пурӑнма, ӗҫлеме, вӗренме хӑтлӑланса пырать», — тенӗ вӑл саламра. Шупашкар хулан пурлӑхпа ӑс-хакӑл никӗсне ҫирӗплетме пысӑк тӳпе хывакан ҫынсен ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе пурӑннине, аталаннине палӑртнӑ, ветерансене уйрӑмах пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ. Шупашкара малашне те ҫирӗппӗн аталанса пыма, унта пурӑнакансене телей, ырлӑх, ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Анна Иванова тунӑ сӑн Паян Шупашкарта кунӗпех, пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек, ҫумӑр ҫурӗ. Ҫавна май кӳлмекри шыв шайӗ тротуартан та ҫӳлерех хӑпарнӑ. Ҫумӑр шывӗ ытла та нумай пулнӑран вӑл канализаци пӑрӑхӗсенчен тапма пуҫланӑ. Ирхине кӳлмекре шыв шайӗ 1,5–2 метр таран хӑпарнӑ теҫҫӗ, каяран, кӑнтӑрласем тӗлне, яланхи виҫене аннӑ. Канализаци пӑрӑхӗсенчен шыв юхса тухнӑ вырӑнсенче асӑрхаттарас тӗлӗшпе каярах ятарлӑ хӑюсемпе карса тухнӑ. Аса илтерер: республикӑна кӗрхи евӗрлӗ ҫанталӑк килесси пирки синоптиксем маларах пӗлтернӗччӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫумӑрсем ҫитес эрнере ҫеҫ чарӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Love.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискер трейдинг интернет-сайта кӗнӗ хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ ҫухатнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Финанс аналитикӗ имӗш вӑл. Арҫын ӑна криптовалютӑна сутма вӗрентме шантарнӑ. Ҫапла майпа хӗрарӑм палламан суту-илӳ лапамӗнче счет уҫнӑ. Хӗрарӑм вара электронлӑ суту-илӳре темех пӗлсе кайман. Вӑл арҫын ярса панӑ программӑсене лартма килӗшнӗ. Арҫын 10 кунра укҫа ӗҫлесе илме пулӑшасси пирки юмах ҫаптарса шанчӑка кӗнӗ. Аферист хӗрарӑма кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ, пысӑк процент шантарнӑ. Кредита парсанах арҫын хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана тӗрлӗ электронлӑ енчӗксем ҫине куҫарнӑ. Хӑй вара ҫухалнӑ. Хӗрарӑм ӑна 1 миллион та 140 пин тенкӗ «парнеленӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Cheboksary.ru сайтри сӑн Эсир Шупашкарта Чебурашкӑна курнӑ-и? Ҫук-и? Кӳлмеке кайса курмалла. Унта Гена крокодил тата Чебурашка кӳлеписем пур. Ҫывӑх вӑхӑтра Чебурашка ача-пӑча паркне те килӗ. Тӗрӗсрех каласан, Шупашкарта вырӑн тупӗ. Чебурашка палӑкне хулари А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ӑна чӑваш скульпторӗ Василий Кузьмин хатӗрленӗ. Совет мультфильмӗнчи сӑнара, ахӑртнех, хальхи ачасенчен чылайашӗ пӗлмест. Палӑка парка вырнаҫтарсан Чебурашкӑпа шӑпӑрлансем хаваспах паллашӗҫ. Мультфильмри сӑнара паркри тӗп клумба ҫине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян 14 сехетре Шупашкарти Аллькеш поселокӗнче халӑх пухӑннӑ, пушарнӑйсем, ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ, газ службинче тӑрӑшакансем те килнӗ. 63-мӗш вӑтам шкулта ҫулӑм тухнӑ-мӗн. Шкул умне пушарнӑйсен 6 машини килнӗ. Полиципе тухтӑрсем те вырӑнта ӗҫленӗ. Мӗн пулса иртнине курнӑ ҫын кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Вӑл шкулта тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ, анчах ҫулӑм тухнине курман. Ахӑртнех, шалта темӗн ҫуннӑ, ҫулӑма часах сӳнтернӗ. Ҫур сехетренех, 14 сехет те 31 минутра, пушарнӑйсен машинисем каялла кайнӑ. Шкулта полицейскисем, гуз службин ӗҫченӗсем, тухтӑрсем юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |