Хулара
Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчи сӑн Шупашкарти Хӗрлӗ лапама реконструкци хыҫҫӑн уҫнӑ. Унта халӗ ҫын нумай ҫӳрет, ҫӗнӗлӗхсемпе паллашаҫҫӗ. Лапам уҫӑлнӑ кӑна-ха, вандалсем вара сӑтӑр кӳме ӗлкӗрнӗ. Пралуксем, сывлӑх енчен хавшак ачасем валли тунӑ лапамри калитке, саксен сийӗ сиенленнӗ. Ҫаксене Шупашкар хула администрацийӗ асӑрханӑ. Администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсене яваплӑрах пулма чӗнсе каланӑ. Сӑмах май, ӗнер ҫил вӑйлӑ пулнӑран Хӗрлӗ лапамра демонстраци экранӗ ӳкнӗ, реклама баннерӗсем те тӳннӗ. Администраци ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсене ҫирӗплетсе ҫитереймен, ҫак ӗҫ пынӑ вӑхӑтра шӑпах ҫил алхаснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ivanovo.sm-news.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын банк картти тупнӑ та унти укҫана тӑкакланӑ. Хуҫи ҫакна асӑрхасан карточкӑна блокировка тунӑ. 31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Карточкӑна унӑн пӗлӗшӗ тупнӑ. Ӑна ҫак арҫынна панӑ. Ку вара лавккасене кайса укҫана тӑкакланӑ. Ҫапла майпа вал 6 пин тенкӗ пӗтернӗ. Хуҫи блокировка тусан ҫеҫ карточкӑпа усӑ курайман. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Арҫынна 8 уйӑхлӑха юсанмалли колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарта Хӗрлӗ лапам уҫӑлӗ. Ҫапла йышӑннӑ республикӑн тӳре-шари. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Шупашкарти Хӗрлӗ лапама уҫма йышӑннӑ. Ҫынсене Атӑл кӳлмекӗ хӗрринче ҫӳреме ирӗк паракан йышӑнӑва республика Правительстви ырланӑ. Вӑл Роспотребнадзорӑн управленийӗн шухӑш-кӑмӑлне шута илнӗ. Паян 17 сехетре кӗвӗ-ҫемӗллӗ фонтана ӗҫлеттерсе пӑхӗҫ. Ыран фонтан 10 сехетре хута кайӗ. Ҫутӑпа кӗвӗ программине 19 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлеттерме палӑртнӑ. Хӗрлӗ лапам уҫӑлни ҫынсен маска тӑхӑнма пӑрахмаллине пӗлтермест. Пӗр-пӗринчен 1,5 метрта утса ҫӳремеллине те асра тытмалла. Сӑмах май, Хӗрлӗ лапам уҫӑлсан та строительсем вак-тӗвек хӑш-пӗр ӗҫе тепӗр икӗ эрне хушши пурнӑҫлама палӑртнӑ.
⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханмалла тата тимлӗ пулмалла. Ҫакна аса илтерес тесе Шупашкарта «Говорящие переходы» (чӑв. Ҫул урлӑ каҫмалли калаҫакан выӑнсем) акци пуҫарнӑ. Ӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем, Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Елена Нестерова тата «Вместе» (чӑв. Пӗрле) халӑх организацийӗн пайташӗ Дмитрий Кудряшов пуҫарнӑ. Шупашкар хулин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче аслисемпе ачасем валли ятарлӑ чӗнӳсем ҫырса хурӗҫ. Вӗсем шкулсем, ача пахчисем, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем ҫывӑхӗнчи тротуарсем ҫинче пулӗҫ. «Наушника кӑлар», «Телефонтан тух», «Велосипед ҫинчен ан», «Ачана ҫавӑт» йышши асӑрхаттарусем ҫул урлӑ каҫнӑ чух тимлӗ пулмаллине аса илтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тӳре-шара тата Мускавран килнӗ депутатсем Шупашкарти Хӗрлӗ лапама уҫрӗҫ. Юсаса ҫӗнетме 1,2 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ Хӗрлӗ лапам пурне те килӗшмен. Вадим Оньков таврапӗлӳҫӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, Хӗрлӗ лапам япӑх енне улшӑннӑ. «Нумайӑшӗ кӑмӑлсӑр. Сцена япӑх курӑнать, парковка валли вырӑн ҫук. Наци музейӗ патне тата Хӗрлӗ лапама машинӑпа кӗреймӗн. Кӗвӗллӗ фонтан ҫути кӳршӗ ҫуртсене лекет, сасси ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансене кансӗрлет», — хурланӑ вӑл. Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри ҫурстенчен пӗринче пурӑнакан Елена Петрова та Хӗрлӗ лапама япӑхлатнӑ тесе хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Владимир Михайлов тунӑ сӑн Шупашкарта кӑнтӑр хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ ҫӑкӑр савутӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм производство корпусӗнче пулнӑ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 17 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм япаласемпе материалсем хӑйсем тӗллӗн хыпса илнӗрен тухнӑ. Пушар нумаях алхасман – ӑна 10 минутран сӳнтернӗ. Сӑмах май, Шупашкар районӗнчи Хыркассинче те ҫав каҫ перчетке кӑларакан предприятире ҫулӑм тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинчи Хӗрлӗ лапамра ачасем валли парк тунӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, парка Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле уҫма палӑртнӑ. Илемлӗ вырӑна хатӗрлеме республика Правительствипе Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев тата Шупашкар хула администрацийӗпе кредит организацийӗсенчен пӗри (Алексей Ладыков банк ятне каланӑ-ха, эпир рекламӑламӑпӑр. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) килӗштерсе ӗҫлени пулӑшнине те пӗлтернӗ. Хӗрлӗ лапам халӗ тата хӑтлӑланнӑ. Ҫӗнӗ паркра ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ канайӗ. Оборудованийӗ Европа шайӗнчи тесе пӗлтернӗ сити-менеджер. Юсаса ҫӗнетнӗ Хӗрлӗ лапама, сӑмах май, кӗҫӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура, тӳре-шара сӑмах каласа уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта хоккей центрӗ тума палӑртнӑ. Ӗнер Кочетов ячӗлӗ кадет корпусӗнче хоккей енӗпе регион центрӗ уҫӑлнӑ. Шӑпах ҫавӑнта пӗлтернӗ кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. «Ҫӗнӗ хулара» та ҫавнашкалах центр тӑвасшӑн. Халӗ проектировани ӗҫӗ вӗҫленсе пырать. Сӑмах май, кадет корпусӗ ҫумӗнчи хоккей центрӗ – «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре тунӑ чи пысӑк спорт объекчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
tp.tver.ru сайтри сӑн Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ планеркӑра Шупашкарти пульницӑра ҫӗрле ҫутӑ сӳнсе ларни пирки ыйтӑва хускатнӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ 200 яхӑн пациент сипленет, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. «Кунашкал объектсене резервлӑ энерги ҫӑлкуҫӗпе тивӗҫтересси пирки шутламалла», - тенӗ Олег Алексеевич. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ун пеккисене кашни пульницӑрах пӑхса хӑварнине каланӑ. «Пысӑк авари пулсан, ку чылай учреждение пырса тивет тӗк, энерги ҫӑлкуҫӗ пулмаллах. Сӳтсе явӑпӑр, сире пӗлтерӗпӗр», - тенӗ Вениамин Петров. Электроэнергипе ҫыхӑннӑ авари Хулари клиника центрӗнче пулнӑ. Кӑштахран йӑлтах йӗркене кӗртнӗ, пациентсенчен никам та шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
lapiedradesisifo.com сайтри сӑн Шупашкарти Эльмен урамӗнчи кӗнеке лавккинче ӗнер 16 сехет ҫурӑра пӗр арҫын ача алгебра кӗнекине вӑрлама тӑнӑ. Ӑна сутуҫӑсем ярса тытнӑ та полици чӗннӗ. 9-мӗш класра вӗренмелли алгебра кӗнеки ачана мӗн тума кирлӗ пулнӑ-ха? Вӑл шкулта панине ҫухатнӑ-мӗн, вӗренӳ ҫулӗ вӗҫӗнче вара учебнике каялла тавӑрса памалла. Кӗнеке ҫухатни пирки вӑл амӑшне каламан. Ҫавӑнпа арҫын ача кӗнекене вӑрлама шутланӑ. Арҫын ачан амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |