Хулара
news.nashbryansk.ru сайтри сӑн 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлне ача ҫуртӗнче хӑварнӑ. Ҫак ҫӑмӑлах мар утӑма тума унӑн сӑлтавӗ пулнӑ: хӑй чирленӗ. Ҫавна пула вӑл ывӑлне пӑхайман. Ҫитменнине, ачан та сывлӑх енчен кӑлтӑксем пулнӑ. Анчах амӑшӗ ывӑлӗ пирки манман, ун патне килсех тӑнӑ, сывлӑхӗпе интересленнӗ. Хӗрарӑм кӗҫех сывлӑхне ҫирӗплетнӗ, сипленнӗ. Унтанпа ҫулалӑк иртнӗ. Халӗ амӑшӗпе ывӑлӗ пӗрле ӗнтӗ. Хӗрарӑм ӑна ача ҫуртӗнчен пӗр ҫултан илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
rbc.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Больница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар, васкавлӑ медпулӑшу водителӗ чутах ҫынна ҫапса хӑварман. Чӑннипе, водитель ҫул урлӑ каҫакан ҫынна юлашкинчен ҫеҫ асӑрханӑ, руле пӑрса ӗлкӗрнӗ. Ара, ҫав ҫын ҫул урлӑ утса мар, тӑватӑ уран упаленсе каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ. Телее, тӑватӑ уран упаленекен ҫын машина айне пулман. Кун хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшу водителӗ чарӑннӑ. Видеона такси пассажирки ӳкернӗ, ӑна тӗнче тетелне кӑларса хунӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Иван Яковлев проспектне хупӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ. Асӑннӑ проспекта юсаса ҫӗнетекен подряд организацийӗ асӑннӑ ҫул ҫинчи участокпа машинӑсене ҫӳреме вӑхӑтлӑха чарасшӑн. Аса илтерер: ҫула «Хӑрушсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсаҫҫӗ. Подрядчик ҫула Ашмарин урамӗнчен пуҫласа «Хӗвел» пасар таран хупӗ. Анчах нумайлӑха мар. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗ таран. Ҫав вӑхӑтра машинӑсен Алькеш урлӑ ҫӳреме тивӗ. Тепӗр майлӑ каласан, Кӳкеҫ енчен килсе вӗсем Алькеша кӗрӗҫ, Кӑнтӑр поселокӗнчи пасар патӗнчен Иван Яковлев проспектне тухӗҫ. Шупашкарти Иван Яковлев проспекчӗпе Кӳкеҫ еннелле пыракан машинӑсем Кӑнтӑр поселокне кӗрсе кайса Алькешпа ҫаврӑнса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан Андрей Николаевич Захарова тӑванӗсем пӗр уйӑха яхӑн курман. Вӑл сывлӑх енчен хавшак, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Арҫын ӑс-тӑн енчен арпашӑнса кайма пултарать. 47 ҫулти Андрей Захаров килтен кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен ун пек вӑрахлӑха ҫухалса курман. Вӑл авланман, ачи-пӑчи ҫук,сусӑрскер ниҫта та ӗҫлемест. Андрей Захаров 161 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр. Сулахай алӑ ҫинче якорь ӳкернӗ татуировка пур. Ӑна курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкаравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
zen.yandex.ru сайтри сӑн Брокер фирмине укҫа хывса пуяс текенсем шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ тӗслӗх юлашки вӑхӑтра пайтах. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын та ҫапла тума шутланӑ, анчах нимсӗр тӑрса юлнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, укҫа хывсан хушӑнса пырӗ. Хайхи арҫын 500 пин тенкӗ хурассине пӗлтернӗ. Укҫи хӑйӗн пулман, банкран кайса кивҫен илнӗ. Хайхискер брокер счечӗ ҫине хунӑ. Тепӗртакран ҫав укҫан шӑрши-марши те юлман – йӑлтах вӑрланӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
planetoday.ru сайтри сӑн Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 28-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче йытӑ арҫынпа икӗ ачана тапӑннӑ. Ку каҫхи 8 сехетре пулса иртнӗ. Ҫемье пуҫӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсене кӳршӗсен йытти тапӑннӑ. Хуҫи те ҫавӑнтах пулнӑ-ха, анчах йытта намордник тӑхӑнтартман. Унпа пӗрле тепӗр йытӑ та пулнӑ. Чӗрчунен пӗри ачан питне каштах суранлатнӑ, ашшӗ ӑна тӳрех травмпункта илсе кайнӑ. Йытта прививка туни паллӑ. Ҫапах хуҫи шар курнӑ арҫынпа ачасенчен каҫару та ыйтман, нимпе те пулӑшман. Ҫав ҫынна административлӑ майпа явап тыттарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Чӑваш Енри полицейскисем пӗр хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Хайхискер ют ҫын карточкипе усӑ курнӑ. Банк картти ҫухални пирки хуҫи полицие пӗлтернӗ. 51 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн карточкине кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫухатнӑ. Унпа вара парольсӗрех, терминал ҫумне тытса, усӑ курма пулать. Кӑштахран ҫак хӗрарӑм счет ҫинчен 4 пин тенкӗ ытла ҫухалнине асӑрханӑ – карточкӑпа Шупашкарти 11 лавккара япала туяннӑ. Ют ҫын карточкине кам тупни паллӑ. Вӑл – сӑнӳкерчӗкре. Ҫак хӗрарӑма курнӑ ҫынсене 24-07-02, 24-07-42 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта дружинниксем валли укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнчи документра ҫырнӑ тӑрӑх, ку 3 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти халӑх дружини валли субсиди уйӑрасси пирки постановлени алӑ пуснӑ. Вӗсене 3 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Палӑртмалла: халӑх дружинникӗсем Шупашкарти общество йӗркине сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
http://yandex.ru/clck/jsredir?from=yandex.ru%3Bimages%2Fpad%2Fsearch%3Bimages%3B%3B&text=&etext=8811.b1tJZN-PFd7bwImHO4M3dZjytLURaFsckkqtvzfhiVAdx0-hpQVcnnwu19BNYU_rh7zOkua2ciYSusTj3Z2CBJZS8PHsfEiwhaYb4qYsN6U.31cab96d0ec0e47d075085f8b9ce28394b78cb3f&uuid= «Маска режимне йӗркелени пирки пӗлтернине хальлӗхе ниҫта та курман. Анчах урамсенче тата аптекӑсенче ҫавӑн пек тейӗн», — тесе ҫырнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ҫӗркаҫ. Журналист асӑрханӑ тӑрӑх, маскӑпа ҫамрӑксем кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ. «Паян хулара шкул ачисене, уйрӑмах студентсене, маскӑллисене тата маска пек япалапа хупланнисене пӗрре урлӑ куртӑм. Пенсионерсем те пӑшӑрханаҫҫӗ. Автобусра манпа юнашар аслӑ ҫулсенчи, аллине сумкӑсем тытнӑ интеллигент лекрӗ. Пӑшӑрханса такам патне шӑнкӑравласа маска туяннине пӗлтерчӗ», — ҫырса кӑтартнӑ Маргарита Красотина. Вӑл кӗнӗ икӗ аптекӑра та хӗрарӑмсем виҫшер пачка маска туяннӑ иккен. «Калӑн, ҫӑлӑнӑҫ», — пӗтӗмлетнӗ пурне те куракан-сӑнакан журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта харӑсах темиҫе машина аварие лекнӗ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тӑватӑ ҫын шар курнӑ. Авари Максим Горький проспектӗнче ҫур ҫӗр иртни 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хендай» водителӗ сылтӑмалла ҫаврӑннӑ чухне руле итлеттереймен те «Киа Риопа» тата «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ. «Киа Риори» виҫӗ пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. «Хендайри» 22 ҫулти пассажиркӑна та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче виҫӗ водитель те ӳсӗр пулман. «Хендай» водителӗ тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |