Хулара
blog.shamenkov.ru сайтри сӑн Николетта тата Арчибальд – ҫапла ят хунӑ тин ҫуралнӑ ачасене. Шупашкарта пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ пепкисем валли хӑйне евӗр ят суйланӑ. Арчибальд ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Марийӑпа Александр ҫемйинче ҫуралнӑ. Ӑна Мускав районӗн администрацийӗн ЗАГС уйрӑмӗнче ят хунӑ. Николетта вара Ленин районӗнче ҫуралнӑ. Ку ят Европӑра анлӑ сарӑлнӑ. Николь ятлӑ хӗрсене ҫапла чӗнеҫҫӗ унта. Авалхи грек чӗлхинчен куҫарсан «халӑхсен ҫӗнтерӳҫи» тесе куҫать. Сӑмах май, юлашки ҫулсенче ашшӗ-амӑшӗ ачисене сайра тӗл пулакан ят пани тӑтӑш тӗл пулать. Тӗслӗхрен, Космос, Филат, Саламия… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫынсем Шупашкарта… упа курнӑ. Ҫапла, йӑнӑш мар ку, хулана чӑнах та утаман килнӗ. Ҫакна икӗ хӗрарӑм асӑрханӑ. Вӗсем упа шатӑкра чакаланни курсанах хӑраса ӳкнӗ, часрах тарнӑ. Кайран полици чӗннӗ. Упа вара ҫав вӑхӑтра ҫул хӗррипе ӳсекен йывӑҫсен хушшине кӗрсе ҫухалнӑ. Ку Шупашкарти «Богданка» районта, Ушаков урамӗнче пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Солнечный» (чӑв. Хӗвеллӗ) микрорайон республика тӗп хулинчи ҫӗнӗ районсенчен пӗри. Кӑҫал унта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлчӗ. Асӑннӑ микрорайона общество транспортне те ҫӳретмелле турӗҫ. Ҫапах та унта туса пӗтерейменнисем те пур-ха. Трактор тӑвакансен проспектӗнчен ҫитес тесен ҫырма урлӑ каҫмалла. Унта хӗлле кайнӑччӗ те ҫав тӑрӑхрисем: «Асӑрханӑр, кунтан ан анӑр. Чӑнкӑ тата питӗ пӑрлак», – тесе ҫул кӑтартнӑччӗ. Ҫуркунне ҫитсен асӑннӑ микрорайонтисем ҫул ишӗлме тытӑннипе аптӑранӑ. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырнӑ. Ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Микрорайон ҫырмаллӑ вырӑнта. Строительство организацийӗ ӗҫе васкаса пурнӑҫланӑ. Ҫапларах ӑнлантарчӗҫ яваплисем. Асламас урамӗнчи тата Хӗвеллӗ микрорайонти ҫулсене тата тротуарсене халӗ юсама тытӑннӑ. Ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗтермелле. Ун валли хула хыснинчен пӗр пус та уйӑрмӗҫ. Ӗҫе строительство организацийӗ хӑй шучӗпе пурнӑҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ҫӑлавҫӑ-матроссем ӗҫе кӳлӗннӗ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вӗсем пӗрле пухӑннӑ. Тӳрех палӑртар: ятарлӑ хушу тухиччен Шупашкарти пляжсем ӗҫлемӗҫ. Кӑшӑлвирусран шикленнипе шыва кӗме те чараҫҫӗ. Тепӗр тесен, шыва кӗме ҫанталӑк та май паман-ха. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ хула администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пляжа пыракансен маска тата перчетке тӑхӑнмалла, социаллӑ инҫӗше пӑхӑнмалла. Шыва кӗмелли тапхӑр валли Шупашкарта тӑватӑ пляж хатӗрленӗ: тӗп пляжа, Афанасьев урамӗнчине, Ҫӗнӗ саларине тата Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ енчине. Пляжсене тирпейлесе тасатнӑ. Шыв тӗпне ҫӑлавҫӑсем тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкара хӑтлӑлатма кӑҫал 502 миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл укҫа халӑх ҫӳрекен вырӑнсене, картишсене тата территорисене илемлетме кайӗ. Максим Горький проспектӗнчи сквера хӑтлӑлатма 41,87 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ӗҫсене ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи парка илемлетме 32,98 млн тенкӗ тухса кайӗ. Ӑна та ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне хӑтлӑлатса пӗтермелле. Мускав ҫыранне 59,49 млн тенкӗ хывӗҫ. Ӗҫе юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Тата тепӗр икӗ объекта – «Салют» культура керменӗ патӗнчи сквера тата «Юманлӑх рашчине» – ҫитес ҫул хӑтлӑлатса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсен списокне 35 картиш кӗнӗ. Спорт тата вӑйӑ лапамӗсене ҫӗнӗ йышши технологисене усӑ курса сарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
altai-republic.ru саййтри сӑн Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Паллах, кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисем иртмӗҫ. Ҫапах уявра лавккасенче эрех-сӑра сутма чарӗҫ. Ку чару Шупашкара пырса тивет. Хулара ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче эрех-сӑра сутма юраманни пирки ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑну тунӑ. Сӑмах май, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, юлашки шӑнкӑрав уявӗнче те лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Кӑҫал шкул ачисен уяв онлайн мелпе кӑна пулнӑ пулин те лавккасенче «ҫуттине» туянма чарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
sm-news.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ӑс-тӑн енчен чирлӗ арҫын килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна шырама тытӑннӑ, пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем ҫухалнӑ арҫынна пульницӑсене шӑнкӑравласан тупнӑ. Тӑванӗсем ӑна илме пульницӑна кайнӑ, анчах вӗсем ҫитнӗ тӗле лешӗ каллех ҫухалнӑ. Арҫын йышӑну уйрӑмӗнчен тухса кайнӑ, ӑна никам та чарман. Хайхискер ҫӳхе тӑхӑннӑ пулнӑ, урамра вара каҫхине 3 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑнӑ. Ӑна ҫур ҫӗр иртсен ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Шупашкарти пӗр картишре кӗтесе йӑпшӑнса ларнӑ. Сивӗ ҫанталӑкра ҫӳхе тӑхӑннӑскер шӑнса кайнӑ, хӑй вара ӑҫталла каймаллине пӗлмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
yandex.ru сайтри сӑн Кӑҫал кӑшӑлвируса пула шкул ачисен юлашки шӑнкӑравӗ те онлайн мелпе иртет. Уяв ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ. Шкул директорӗсем монитор урлӑ ачасене саламлӗҫ, ырӑ сӑмах каласа пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫинче утма ӑнӑҫу сунӗҫ. Ытти чухне юлашки шӑнкӑрав уявӗне лавккасенче эрех-сӑра сутма чаратчӗҫ. Хальхинче те, уяв онлайн-мелпе иртет пулсан та, лавккасенче «ҫуттине» туянма май пулмӗ. Ку документа Шупашкар хула администрацийӗ пуҫлӑхӗн экномика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Владимир Яковлев ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
orenburzhie.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм тин кӑна паллашнӑ арҫынна ҫаратнӑ. Халӗ вӑл кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ ӗнтӗ. Ҫак арҫын унпа паллашу сайтӗнче паллашнӑ. Хайхискер хӗрарӑма хӑнана чӗннӗ. Часах кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ. Ҫакӑнпа хӗрарӑм усӑ курнӑ та: 15 пин тенкӗ тӑракан телефонне йӑтса тухса кайнӑ. Арҫын кун пирки полицие пӗлтернӗ. Оперативниксем ҫав хӗрарӑма лартса кайнӑ таксиста шыраса тупнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйне те тытса чарнӑ. Арҫынна кӳнӗ такакшӑн вӑл укҫа тӳленӗ ӗнтӗ. Ҫак хӗрарӑм – нумай ачалӑ амӑшӗ, унччен судпа айӑпланман. Калинин районӗн сучӗ ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Андрей Андреев тунӑ сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченне Пелагея Солдаткинӑна ҫар оркестрӗ чӳрече умӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ. Ватӑ хӗрарӑм вӗсене балконран пӑхса тӑнӑ. Урамри концерта ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем те чӳречесенчен сӑнанӑ. Ертӳҫӗ те пулнӑ. Вӑл юлашкинчен сӑмах каланӑ, пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелекенсен умӗнчи эпир ӗмӗр парӑмра пулнине палӑртнӑ. Пелагея Солдатова кӳршӗ республикӑра – Тутарстанра – ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл 13-ре кӑна пулнӑ. Ҫапах ача тесе тӑман – колхоза ӗҫлеме ҫӳренӗ, трактор бригадинче тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара вӑл 1971 ҫулта куҫса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |