Хулара
Шупашкарти троллейбус управленине патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Троллейбус управленийӗ 2 процентлӑ кредит 167 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Кивҫен укҫана предприятие кредит учрежденийӗсенчен пӗри пама килӗшнӗ. Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 1700 ытла ҫын валли ӗҫ вырӑнне упраса хӑварма май парӗ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн тӗп хулинчи троллейбус ҫыхӑнӑвне тӑнӑҫлӑ ӗҫлеттерме пулӑшӗ. Предприяти кунсерен 200-е яхӑн пин пассажира турттарать. Сӑмах май каласан, вӑл укҫана трллейбуссен паркне ҫӗнетме уйӑрассине шарламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
1zoom.me сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускавра Ҫӗнтерӳ парачӗ иртӗ. Ҫак кун ҫӗршывӗпех кантарӗҫ. Шупашкарта вара парад пулмӗ, ӑна пӑрахӑҫланӑ. Мӗншӗн тесен республикӑра кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру ҫивӗч-ха. «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ парад Чӑваш Енре пулмасть. Кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть-ха», - ҫырнӑ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Кӑҫал влаҫ парад ирттерме планламан та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
arspress.ru сайтри сӑн Шупашкарти Анне палӑкӗ умӗнче Чӑваш Ен карттине курма пулать. Ӑна чечексенчен хатӗрленӗ. Композицие Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чечексене «Зеленстрой» лартнӑ. Клумбӑна хатӗрленӗ чухне наци символикин тӗп тӗсӗсемпе усӑ курнӑ: сарӑ тата хӗрлӗ сарӑ, хӗрлӗ, шурӑ, кӑвак. Варринче – циферблат. Ҫавӑнтах «Пӗрле», «Вместе» тесе ҫырнӑ. 180 тӑваткал метрлӑ клумбӑна пӗр ҫул ӳсекен 15051 чечек лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
russia24.pro сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следстви акӑ мӗн палӑртнӑ: кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче киле таврӑнакан 14-ри хӗрачана йӗрленӗ. Ача хваттер алӑкне уҫнӑ чухне вӑл ӑна тапӑннӑ. Арҫын хӗрачана прихожӑйӗнче урайне йӑвантарнӑ та вӗлерессипе хӑратса, ҫапса мӑшкӑлланӑ. Унтан вӑл 4 пин тенкӗ вӑрланӑ та ҫухалнӑ. Арҫын преступлени вӑхӑтӗнче хӑй мӗн тунине ӑнланнӑ. Кӗҫех унӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"За рулем" порталти сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра Шупашкарти Алькеш поселокӗнче, Айзман урамӗнче, икӗ хӗрарӑма «ВАЗ-2107» машина ҫапса хӑварнӑ. Вӗсем ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ пулнӑ. Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна шыраса тупнӑ. Руль умӗнче 13-ри арҫын ача ларнӑ-мӗн. Ачан аллине машина уҫҫи мӗнле майпа лекнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. Паллах, унӑн водитель прави те ҫук. Ҫакӑ паллӑ: «семеркӑна» вӑрлани пирки йӗрке хуралне хыпар килмен. Хӗрарӑмсене вара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
rostov.tsargrad.tv сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗнчи ачалӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен пая икӗ ача хӳтлӗхсӗр тӑрса юлни пирки пӗлтернӗ. Амӑшӗ сипленет, ашшӗне вара шыраҫҫӗ. Арҫын ачасем -2-ре тата 3-ре. Ҫемьере йывӑр лару-тӑру сиксе тухнӑ. Амӑшӗ халӗ стационарта сипленет, ашшӗ ӑҫти паллӑ мар – шыраҫҫӗ. Пай ӗҫченӗсем ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсемпе пӗрле вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Лару-тӑру йывӑр: тӑванӗсем те тӗрлӗ сӑлтава пула пӗчӗк ачасене пӑхаймаҫҫӗ. Ҫывӑх тӑванӗсем ирӗк панипе ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, унтан вӗсене ача ҫуртне куҫарӗҫ. Амӑшӗ сипленсе пӗтериччен, ашшӗне тупиччен арҫын ачасем унтах пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
1tulatv.ru сайтри сӑн Прокуратура тӗрӗслев ирттерсен Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта тӑракан хӗрарӑм саккуна пӑсса пособи илсе тӑнине тупса палӑртнӑ. Вӑл – 27 ҫулти хӗрарӑм. Пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче вӑл центра ӗҫ шыраса килнӗ, шута тӑнӑ. Ун чухне вӑл усламҫӑ пулманнине, вӑхӑтлӑх ӗҫлеменнине каланӑ, ӗҫ тупсан кун пирки пӗлтерессине ҫирӗплетсе алӑ пуснӑ. Тепӗр уйӑхранах хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫнӑ, анчах кун пирки центра хыпарламан. Пособие вара илсе тӑнӑ. Ку – саккуна пӑсни. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тишкерсе пӗтерсен суд пӑхса тухӗ, приговор вулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӑва тухсан Шупашкарти «Элара» савут умне жираф тухса тӑраканччӗ. Паллах, чӗрри мар, унӑн кӳлепи ҫеҫ. Жираф хӑйӗн вырӑнне ҫак кунсенче таврӑннӑ. Анчах хальхинче вӑл, республикӑри эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе, медицина маски тӑхӑннӑ. Кӑҫал Шупашкарти ытти палӑка та маска тӑхӑнтартнӑ. Тӗслӗхрен, кӳлмекре тӑракан арҫын кӳлеписем те ҫавнашкалах курӑннӑ. Ҫынсем медицина маскине курсан вӗсен ҫумӗнче хаваспах сӑн ӳкерӗннӗ. Сӑмах май, паян тепӗр 80 ҫын кӑшӑлвируспа чирлине палӑртнӑ. 100 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе 3475 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 1625-шӗ чире парӑнтарнӑ. 16 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
мояоколица.рф сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Александра Афанасьева лотерея выляса 600 пин тенке тивӗҫнӗ. Александра билета кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче туяннӑ. Лотерея вылявне вӑл телевизорпа пӑхнӑ. Ӑна ӑннӑ – 600 пин тенкӗ выляса илнӗ. Ку ӑнӑҫу хӑйне евӗр кун – 20.02.2020 – пулнӑ. Выляв вӑхӑтӗнче пӗр билет ҫинче пӗр хисеп ҫеҫ тухмасӑр юлнӑ. Александра «59» тухтӑр тесе ӗмӗтленнӗ. Ҫапла пулнӑ та. Вӑл савӑннипе кӑшкӑрсах янӑ. Александра – бухгалтер. Хальлӗхе вӑл декретра, икӗ ывӑлне пӑхать. Лотерея йӗркелӳҫисем ӑна укҫапа автомобиль хушшинче суйлама ыйтса вал пӗрремӗшне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Елена Михайлова тунӑ сӑн Эпидемие пула тумтир сутакан усламҫӑсем шар кураҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсене ӗҫлеме ирӗк паман-ха. Лавкка хупӑ, тупӑш ҫук, налук хучӗ вара килет – ӑна тӳлемелле. Шупашкарти «Ярмӑрккӑ» пасарта ӗҫлекенсем ӗнер ирхине забастовкӑна тухнӑ. Вӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫнченпе килте лараҫҫӗ. Роспотребнадзор йышӑннӑ мерӑсене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑрта 400 тӑваткал метртан пӗчӗкрех лавккасене ӗҫлеме ирӗк парӗ. Анчах ку йыша пасар кӗмест. «Ярмӑрккӑ» умне пухӑннисене ҫакӑ тӗлӗнтерет, мӗншӗн вӗсене ӗҫлеме ирӗк памӗҫ? Кашни лавккан – хӑйӗн алӑкӗ, санитари нормисене пӑхӑнмалли майсем пур-мӗн. Тунтикун «Ярмӑрккӑ» ӗҫлеме пуҫламасан унта ӗҫлекенсем каллех забастовкӑна тухасшӑн. Вӗсем халӗ хут ҫине алӑ пуснине пухса республика ертӳлӗхӗ патне ҫыру ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |