Хулара
belbuck.ru сайтри сӑн Шупашкарта пӗр лавккара хӗрарӑм енчӗк тупнине, унта 100 пин тенкӗ пулнине пӗлтернӗччӗ. Ӑна полици шыратчӗ. Енчӗке тупнӑ хӗрарӑм хӑйне полици шыранине курсан питӗ тӗлӗннӗ. Ара, вӑл тупнӗ енчӗке хуҫине икӗ кун каяллах тавӑрса панӑ-ҫке-ха. Аса илтерер: пушӑн 19-мӗшӗнче хӗрарӑм лавккара енчӗк тупнӑ, унталла-кунталла пӑхкаланӑ та енчӗке йӑтса тухса кайнӑ. Хӗрарӑм кайран каласа панӑ тӑрӑх, вӑл енчӗкри крточка ҫинчи ятпа халӑх тетелӗсенче ҫав ҫынна шыранӑ, анчах кӑлӑхах. Страхлав полисӗ пуррине курсан страхлав компанине шӑнкӑравланӑ, лешсем ӑна унӑн номерне панӑ. Хӗрарӑм унпа ҫыхӑннӑ, лешӗ енчӗке илсе кайнӑ. Чӑннипе, вӑл унта 100 пин тенкӗ выртнине курман та, укҫа вӑрттӑн кӗьсере пулнӑ. Леш хӗрарӑмӗ вара енчӗкӗ тупӑнсан полицие кун пирки пӗлтермен. Йӗрке хуралҫисем вӑрра малалла шыранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Чантӑрта пӗр ҫыннӑн витинче хир сыснисем пурӑннине унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗсене ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин специалисчӗсем вӑрманалла янӑ. Шупашкара каллех хир сыснисем килнӗ. Ҫакна хулара пурӑнакансем асӑрханӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Александр Дмитриев халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хир сыснисем пушӑн 23-мӗшӗнче Вӑрнар ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ «Заря» юлташлӑха килнӗ. Каҫхи 10 сехетре ҫичӗ чӗрчун ҫулпа лӑпкӑн пынӑ, хыҫалта – машина. Кайран вӗсем тепӗр урама тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Видеокамера скринӗ Ӗнер Шупашкарта 43 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл лавккара енчӗк манса хӑварнӑ. Унта вара 100 пин тенкӗ пулнӑ. Хайхискер каялла таврӑннӑ – енчӗк ҫук. Видеокамерӑна 50 ҫулти пек курӑнакан тули кӗлеткеллӗ, ҫӳллӗ хӗрарӑм лекнӗ. Вӑл сӗтел ҫинче выртакан енчӗке курнӑ, ӑна уҫса пӑхнӑ. Кӑштах унталла-кунталла пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн ӑна йӑтса лавккаран тухнӑ. Ҫав хӗрарама пӗр талӑк шыраҫҫӗ. Полици ҫынсенчен пулӑшу ыйтать. Кам та пулин ӑна палласа илнӗ тӗк 63-00-02 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ача 25-мӗш хутран сикни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл Газель ҫине ӳкнӗ, чӗрех юлнӑ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайнӑ. Арҫын ача халӗ хӑйне мӗнле туять-ха? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунах ӑна операци тунӑ. Халӗ тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ йывӑртарах теҫҫӗ, вӑл реанимацире выртать, унӑн ӳт температури хӑпарать. Ача хӑй тӑна кӗнӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтри сӑн Шупашкарта ватӑ хӗрарӑм урама балкон урлӑ тухма хӑтланнӑ. Юрать-ха, ӑна иртен-ҫӳрен вӑхӑтра асӑрханӑ. Ку Энгельс урамӗнче пулнӑ. Ватӑскере килте питӗрсе хӑварнӑ. Анчах вӑл килте ларас темен ахӑртнех – урама балкон урлӑ тухма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна иртен-ҫӳрен курнӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, кинемей чӳречерен матрас пенӗ. Ӑна урамра пыракансем тӳрех курнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу, полицескисем вырӑна ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем балкон патне пусма тӑратса хваттере кӗнӗ. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, кинемее хваттерте ачисем хупса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pyatimenutka.mirtesen.ru сайтри сӑн Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче 480 грамм ҫуралнӑ ачана тухтӑрсем пурнӑҫ парнеленӗ тесен те йӑнӑш мар. Нумаях пулмасть вӗсене амӑшӗпе киле янӑ. Халӗ ача 2320 грамм таять ӗнтӗ. Вӑл сывах, хастар. Амӑшӗ куншӑн савӑнать. «Манӑн хӗр – чӑн-чӑн паттӑр, кашни кун пурнӑҫшӑн кӗрешрӗ. Ӑна пӗрремӗш хут курсан мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуралчӗ, вӑл пурӑнма вӑй тупнӑ вӗт, кашни кун мана кӗтнӗ», - тенӗ хӗрарӑм. Хӗрача – ҫемьери виҫҫӗмӗш ача. Аслӑ аппӑшӗсем пур. Палӑртмалла: пепкелӗх центрӗнче кашни ҫулах 1 килограмран сахалрах ҫуралнӑ 40 яхӑн ачана вӑй илтерсе киле яраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
yar.mk.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ-мӗн. Ҫав ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ячӗпе такам кредит илесшӗн имӗш. Ку ӗҫе банкра ӗҫлекен ҫынсемех, усал шухӑшлисем, тӑвасшӑн-мӗн. Укҫа-тенке сыхласа хӑварас тесе арҫынна нухрата хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ку ҫапла тунӑ та. Анчах ҫакна пурнӑҫличчен кредит учрежденийӗсенче кивҫенсем илнӗ. Ҫапла майпа Шупашкар арҫынни темиҫе кунра ултавҫа 6 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. «1 миллион тенки хамӑнччӗ, 5 миллионӗ – кивҫен илни», - тенӗ арҫын йӗрке хуралҫисене. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
change.org сайтри сӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче ҫӳрекен ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн. Унта автобус ярасшӑн. Кун пирки ЧР Правительстви пӗлтерет. Маршрут ака уйӑхӗнчех уҫӑлма пултарӗ. Кӑҫал хӗлле региона ертсе пыракан центра 50 яхӑн сӗнӳ килнӗ. Ҫынсем икӗ хула хушшинче маршрутсем ҫитменшӗн, билет хакӗ ӳснӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Хальлӗхе йышӑну тунӑ – ҫӗнӗ маршрутпа автобуссем ярасси. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра икӗ хула хушшинче 7 маршрут ҫӳрет, кунсерен 150 ытла транспорт ҫула тухать. Малашне маршруткӑсене пысӑкрах автобуссемпе улӑштарса пырасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртме пӑрахӗҫ. Ун пек йышӑнӑва ҫулсеренех ҫуркунне кӑлараҫҫӗ. Юр ирӗлнӗ тата сывлӑш температури ылмашса тӑнӑ вӑхӑтра ҫулсем питӗ ванаҫҫӗ. Йывӑр тиевлӗ машинӑсем ҫӳресен пушшех те. Шупашкар хулин администрацийӗн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хулана кӗнӗ пилӗк вырӑнта талӑкӗпе ӗҫлекен, машинӑсене виҫекен стационар пункчӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр тата Вӑрнар шоссисем ҫинче пулӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ комплекс ӗҫлӗ. Хулана йывӑр тиевлӗ машинӑпа кӗрес тесен ятарлӑ ирӗк илмелле. Вӑл ун йывӑрлӑхӗнчен килет. Хак – 1000 тенкӗрен пуҫласа 175000 тенкӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта 14-мӗш троллейбуса «Солнечный» микрорайона ҫити тӑсасси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Анчах хальлӗхе маршрута тӑсман-ха, мӗншӗн тесен Чӑваш Ене автономлӑ мелпе ҫӳрекен автобуссем ҫитеймен. Вӗсене, пӗтӗмпе 68 троллейбус, кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне илсе килессе кӗтнӗ. Анчах пандемие пула палӑртнӑ вӑхӑта илсе ҫитереймен. Ҫавна май савутпа хушма килӗшӳ тунӑ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ҫитмелле. «Эпир троллейбуссем акан 1-мӗшӗ тӗлне ҫитессе шанатпӑр. Ака уйӑхӗнче транспортӑн лини ҫине тухмалла», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер халӑх тетелӗсенче ирттернӗ тӳрӗ линире. Сӑах май, ҫак кунсенче Чӑваш Ене ҫӗнӗ троллейбуссем килнӗ. Вӗсенчен 10-шӗ рейса тухнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |