Хулара
Дмитрий Фадеев архивӗнчи сӑн Чӑваш Ене каллех троллейбуссем илсе килнӗ. Вӗр ҫӗнӗскерсем кӗҫех Шупашкарти маршрутсем ҫине тухӗҫ. Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ЧР Транспорт министерстви ҫумӗнче йӗркеленнӗ комисси ҫӗнӗ троллейбуссене йышӑнма тытӑннӑ. Ыран та ку ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Транспорт Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен ҫыннисене илсе ҫӳрӗҫ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Чӑваш Ене 68 троллейбус илсе килмелле пулнӑ. Анчах троллейбус туса кӑларакан савутра кӑшӑлвирус сарӑлнӑран ку ӗҫ каярах юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
yakutia-daily.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакна 65 ҫулти хӗрарӑм укҫан пулӑшасса шанса хӑй укҫа ҫухатнӑ. Ултавҫӑсем унӑн 100 пин тенкине вӑрланӑ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче пӗр банк тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсене укҫан пулӑшни пирки вуласа пӗлнӗ. Хайхискер унта кӑтартнӑ каҫӑпа кайнӑ, хӑйӗн телефон номерне ҫырнӑ, анкетӑна тултарнӑ. Ҫаксем ултавҫӑсемшӗн ҫителӗклӗ пулнӑ – вӗсем хӗрарӑмӑн телефон номерӗпе ҫыхӑннӑ счетсенчен укҫа вӑрланӑ. 100 пин тенки ҫуккине вӑл тепӗр кунхине ҫеҫ карточка балансне тӗрӗслесен пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта нарӑс уйӑхӗнче чи лайӑх дворник кам пулнӑ? Ку ята тивӗҫме ҫӑмӑл пулман ахӑртнех. Ара, нарӑс уйӑхӗнче юр нумай ҫурӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерчӗ. Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ пушӑн 1-мӗшӗнче «Чи лайӑх дворник» конкурса пӗтемлетнӗ. Унта управляющи компанийӗсенчен 7 заявка килнӗ. «НИДИ» управляющи компанийӗн ӗҫченӗ Александр Аксаков «Чи лайӑх дворник» ята тивӗҫнӗ. Вӑл Кривов урамӗнчи 22/1-мӗш ҫурта пӑхса тӑрать. «Атӑл» УКн дворникӗ Михаил Ивантаев иккӗмӗш пулнӑ. Вӑл Университет урамӗнчи 8-мӗш ҫурта пӑхса тӑрать «Озон» УКри Луиза Прокопьева виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл вара Кошевой урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра тирпейлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
7-мӗш ача пахчин архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинче стационарлӑ ача-пӑча планетарийӗ уҫӑлнӑ. Ку ачасемшӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ. Ӑна хальхи йышши гаджетсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа шӑпӑрлансем виртуаллӑ экскурсие кайма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех планетари пӳлӗмӗнче «Космос» мини-музей пур, унта ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ хатӗрленӗ экспонатсем упранаҫҫӗ. Ача пахчинче йӗркеленӗ планетари пӗчӗкскерсене ӑслӑлӑх тӗпчевӗсемпе кӑсӑклантарма пулӑшать. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта икӗ ҫамрӑк Атӑл урлӑ каҫса ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Кунашкал тӗслӗх ҫак кунсенче татах пулнӑ. Хальхинче пӑр тӑрӑх 2002 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ уҫӑлса ҫӳренӗ. Анчах вӑл ҫухалса кайнӑ, шӑнса кӳтнӗ. Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 34 минутра дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Атӑл ҫинче, Афанасьев пляжӗ ҫывӑхӗнче, каччӑ ҫухалса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем юрҫӳрен ҫине ларса ҫийӗнчех шырава тухнӑ. Вӗсем ҫамрӑка часах тупнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Атӑл урлӑ Сосновкӑна каҫма тӑнӑ, анчах ку тӳрре тухман – ҫухалнӑскер шӑнса кайнӑ, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
foto.cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарта иртен-ҫӳрен арҫын ача балкон чӳречинчен пӑхса тӑнине асӑрханӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ. Ара, вӑл тухса ӳкме пултарать-ҫке-ха. Ҫынсем часрах ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ку пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Роза Люксембург урамӗнче пулнӑ. Пӗчӗк арҫын ача балкон чӳречинчен пӑхса тӑнӑ. Ҫӑлавҫӑсем шӑнкӑрав йышӑнсанах ҫула тухнӑ. Арҫын ача килте пӗчченех юлнӑ-мӗн, амӑшӗ вӑхӑтлӑха таҫта тухнӑ. Ҫалавҫӑсем вӑл киличчен ачана калаҫтарса тӑнӑ. Юрать, йӑлтах ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
цветочныйрай.рф сайтри сӑн Ултавҫӑсем тюльпан туянма хатӗрленнӗ усламҫа шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Уяв умӗн 19 ҫулти хӗрарӑм усламҫӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, йӳнӗ хакпа тюльпан сутнине курнӑ. Вӑл сутуҫӑ патне ҫырса янӑ, 500 чечек туянассине пӗлтернӗ. Хӗр патне килӗшӗвен электронлӑ вариантне ярса панӑ, укҫан пӗр пайне тӳлесе хума ыйтнӑ. Усламҫӑ сутуҫа 12 пин тенкӗ куҫарса панӑ ҫеҫ – вӑл ҫухалнӑ, пӗлтерӗве те, мессенджерти ҫырусене те хуратнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
vzsar.ru сайтри сӑн Пушӑн 6-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан42 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Хайхи хӗрарӑм 2019 ҫулта брокер команийӗн счечӗ ҫине 400 пин тенкӗ куҫарнӑ, криптовалюта курсӗнчен тупӑш илме ӗмӗтленнӗ. Пӗлтӗр ҫавнашкал тепӗр фирма счечӗ ҫине 7 пин тенкӗ хунӑ. Анчах хӗрарӑм укҫана каялла тавӑрайман. Нумаях пулмасть ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер унта хывнӑ укҫана тавӑрма пулӑшать-мӗн. Вӑл пулӑшма шантарнӑ, анчах хывнӑ укҫан10 процентне ыйтнӗ. Хӗрарӑм килӗшнӗ. Арҫын вара ултавҫӑ пулнӑ. Ҫав арҫынна вӑл 325 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Лешсем ӑна унӑн счечӗ ҫинче 600 пин тенкӗ ытла пулнине ӗнентернӗ. Укҫана каялла илес тесен каллех нухрат хывмалла-мӗн. Хӗрарӑм амӑшӗнчен 250 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Ҫапла майпа вӑл ултавҫа 564 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн ҫеҫ тӗнче тетелне кӗрсе ҫак компани пирки вуласа пӗлнӗ. Вара тин вӑл ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта кафере арҫын хӗрарӑма тапса хӗненӗ. Ку Коммунистсен урамӗнчи «МарКа» кафере пулнӑ. Паян ҫӗрле 1 сехетре полицие кафере хӗрарӑма хӗнени пирки хыпар ҫитнӗ. Видео пӑхсан ҫакӑ палӑрнӑ: 25-30 ҫулсенчи арҫын, кӑвак куртка , хура спорт шалаварӗ, хура кроссовка тӑхӑннӑскер, хӗрарӑма хырӑмӗнчен темиҫе хутчен тапнӑ. Кафере хайхискер капюшонпа пулнӑ. Халӗ ҫак арҫынна уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраҫҫӗ. ШӖМ ҫак арҫынна пӗлекенсене кун пирки 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
advokatkonshin.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн ачисене хӗненӗ, вӑл вӗсене юратман. Ҫапла шутлать следстви. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫлахи кӑрлачӑн 2-мӗшӗччен вӑл вӗсене пӗрре мар хӗненӗ. Вӗсем общежитире пурӑннӑ. Ачисем 5-ре тата 4 ҫулта. Хӗрарӑм вӗсене юратман-мӗн. Амӑшӗ ачисене зарядникпе, кавир шаккамалли тимӗр япалапа ҫапнӑ. Кун пирки кирлӗ органсене ачасен асламӑшӗ /е кукамӑшӗ/ пӗлтернӗ. Халӗ ачасем реабилитаци центрӗнче, вӗсемпе специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Хӗрарӑма вара амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |