Хулара
v-pravda.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ Трактор тӑвакансен проспектӗнче ларакан ВАЗ-3107 машинӑна хыҫалти питӗрмен алӑкӗнчен кӗнӗ те тапратса кайнӑ. Хайхи каччӑ хула тӑрӑх ярӑннӑ. Ирхине вӑл хӑйех полицие шӑнкӑравланӑ та машина тапратса кайнине, полици ӗҫченӗсем киличчен салонрах пулассине пӗлтернӗ. Пакунлисем Ленин Косомолӗн урамне ҫитсен машинӑра ӳсӗр водитель ларнине курнӑ. Ҫак каччӑ машина тапратса тарнӑшӑн унччен те судпа айӑпланнине палӑртмалла. Хальхинче те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Автобуссене ҫӑваҫҫӗ-и? Шупашкар хула администрацийӗ ҫакна тӗрӗслев тӗллевпе рейда тухнӑ. Администрацин транспорт уйрӑмӗ автобуссене чӑнах та ҫунине, салонра дезинфекци тунине ӗненнӗ. Хальлӗхе ревизи «ТМК-1» оганизацире иртнӗ. Вӑл 15-мӗш, 45-мӗш, 46-мӗш, 20-мӗн, 24-мӗш, 26-мӗш автобуссемпе ӗҫлет. Ытти маршрутпа ҫӳрекен автобуссене тӗрӗслӗҫ-и? Кун пирки пӗтермен-ха. Халӗ транспорт хӑвӑрт хуралать, мӗншӗн тесен юр ирӗлнӗ май урамра таса мар. Коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем те тасалӑхшӑн кӗрешеҫҫӗ – юр хӑвӑртрах ирӗлтӗр, ҫулсем тасарах пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫӑва ҫинчи тимӗр картасене вӑрланӑ. Вӑл унччен фитнес-тренерта ӗҫленӗ. Малтанах суд ӑна тӳрленмелли ӗҫсене яма йышӑннӑ. Анчах Аслӑ суд йышӑнӑвне улӑштарнӑ – колоние ӑсатмалла тесе приговор вуланӑ. Арҫынна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ку хура ӗҫе тунине тимӗр йышӑнакан пунктра масар ҫинчи картасен пайӗсене курсан асӑрханӑ. Арҫынна тытса чарсан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 29 эпизодпа айӑпланӑ. Арҫын 400 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑрланӑ тимӗре туртса илнӗ, 300 пин ытла тенкӗ тӑкака саплаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Вырсарникун, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта 14-ри яш пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Усал хыпар пирки паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта пулса иртнӗ. Яш асӑннӑ тӑрӑхри Хӗвеллӗ бульварти 18-мӗш ҫуртран ӳкнӗ. Вӑл вилнӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 99-мӗш ҫуртран 25-мӗш хутран сикни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Телее, 11 ҫулти арҫын ача подъезд умӗнче ларакан ГАЗель ҫине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшнӑ. Ачана тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Ӑна Шупашкарта, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, операци тунӑ. Тепӗр кунхине вӑл тӑна кӗнӗ, калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Нигери ҫынни Шупашкар хӗрарӑмне улталанӑ. Вӗсем тӗнче тетелӗнче ҫырӑннӑ. Пӗррехинче ют ҫӗршыв ҫынни Шупашкар хӗрарӑмне хаклӑ йышши парне ярса паратӑп тесе укҫа куҫарса пама ыйтнӑ – посылкӑна хатӗрленӗшӗн тата илсе ҫитернӗшӗн расхута саплаштарма имӗш. Ку япӑххи пирки шутламасӑрах 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын пач ҫухалнӑ. Хӗрарӑм вара вӑл улталанине ӑнланнӑ, полицие пӗлтернӗ. Арҫынна тупнӑ. Вӑл – Нигери ҫынни, вӑхӑтлӑха Мускав ҫывӑхӗнче пурӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкара каллех ҫӗнӗ троллейбуссем илсе килнӗ. Ку – юлашки парти. Хальхинче ахаль 52 троллейбус тата автономлӑ мелпе ҫӳрекен 16 «мӑйракаллӑ» транспорт ҫитнӗ. Автономлӑ мелпе ҫӳрекеннисем ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Водитель «мӑйракана» антарса 20 ҫухрӑм кайма пултарать. Троллейбуссем пурте лутра урайлӑ, вӗсенче камерӑсем, USB-розеткӑсем вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех табло пур. Сӑмах май, кӗҫех «Солнечный» микрорайона троллейбус ярасси пирки пӗлтернӗччӗ. Унта шӑпах автономлӑ мелпе ҫӳрекен транспорт кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ака уйӑхӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайона троллейбус яма шантарнӑччӗ. Вӑхӑт ҫитет, троллейбус унта ҫӳреме тытӑнӗ-и? Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ирттернӗ тӳрӗ линире ку ыйтӑва хускатнӑ. «Микрорайона троллейбус ярасси – татса панӑ ыйту. Троллейбуссене тепӗр уйӑхран яма палӑртнӑ», - тенӗ Алексей Ладыков. Тӳрӗ линире сити-менеджер хуравласа ӗлкӗреймен ыйтусене е тӗплӗ хуравламаллисене заявка паракансем 10 кунра хурав илессине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енре килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсен ыйтӑвӗ ҫивӗч. Хальхи вӑхӑтра хуҫасӑр кушаксемпе йытӑсене тытасси, вӗсене сиплесе унччен пурӑннӑ вырӑна ярасси – муниципалитетсен тивӗҫӗ. Шупашкарта кун пек чӗрчусене усрамалли пункт пур-ха, анчах вӑл ҫителӗксӗр. Пунктсем татах кирлӗ. Ҫавна май республикӑра ҫӗнӗ пункт тума палӑртнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫитес ҫул тума тытӑнӗҫ. Вӑл Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, промзонӑра, пулӗ. Кун пирки Алексей Ладыков нумаях пулмасть ирттернӗ тӳрӗ линире пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти чикансем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Ладыковран пулӑшу ыйтнӑ. Чикан баронӗсене 40 ҫул каялла ҫӗр тара панӑ. Ҫав ҫӗр ҫинчи 20 ҫуртра 150 ача тата ҫавӑн чухлех аслисем пурӑнаҫҫӗ иккен. Аренда вӑхӑчӗ тухнӑран ҫуртсене сӳтесшӗн, чикансене урама хӑваласа кӑларасшӑн. Ҫакӑн пек ӑнлантарнӑ Алексей Ладыков сити-менеджер патне тӳрӗ линие шӑнкӑравланӑ ҫын. Ҫав этем каланӑ тӑрӑх, пӗр ҫурт тӗлӗшпе суд пуҫланнӑ. «Эпир Чӑваш Енре 50 ҫул ытла пурӑнатпӑр, хамӑр та чӑваш тенӗ пек, хамӑр ял», — тенӗ вӑл. Сити-менеджер ыйтӑва тишкермелле, аппарат ертӳҫи Андрей Петров пулӑшма тӑрӑшӗ тесе хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
semyaizakon.ru сайтри сӑн Шупашкарти Ленин районӗн опека органне пӗчӗк ачасен амӑшӗ тӗлӗшпе ҫӑхав килнӗ. Хайхискер хӑйӗн тивӗҫӗсене япӑх пурнӑҫлать-мӗн. Специалистсем кӑтартнӑ адреспа ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем ҫемьене тӗрӗсленӗ, анчах ҫӑхав тӳрре тухман – амӑшӗ ачисене йӗркеллех пӑхать. Хваттерте хӑтлӑ, ачасен тӑхӑнмалли пур, апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ. Амӑшӗн тупӑш тумалли майсем пур, эрех-сӑрапа айкашманни те палӑрнӑ. Ҫавна май опека органӗсем ку ҫемьере ҫитменлӗхсем тупман. Апла ҫӑхав ҫыракан ҫын хӗрарӑма элӗкленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |