Хулара
drive2.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан икӗ хӗрарӑм ӑратлӑ йытӑ ҫури туянас тесе ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ҫак икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 20 ҫулти хӗр шпиц ӑратӗнчи йытӑ ҫури туянас тенӗ. Пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче курнӑ. Сутуҫӑ ӑна укҫана сайтрах тӳлеме ыйтнӑ, каҫӑ ярса панӑ. Хӗр ҫав каҫӑ ҫине пусса картта реквизичӗсене кӑтартнӑ, хыҫал енче ҫырнӑ 3 хисеплӗ кода та ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн ун счечӗ ҫинчен 27 пин тенкӗ ҫухалнӑ. 33-ри хӗрарӑм вара ытларах укҫа ҫухатнӑ. Вӑл та ӑратлӑ йытӑ ҫури туянас тесе ҫапла майпа картта реквизичӗсене кӑтартнӑ. Унӑн 36 пин тенки ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинче вӑйлӑ ҫиле тӳсеймесӗр темиҫе ҫӗрте тимӗр карта тӳнсе кайнӑ. Кун пирки «Руль умӗнче» портал Инстаграмра паян, пӗр сехет каярах пӗлтернӗ. Тимӗр хӳме Модӑсен ҫурчӗ тӗлӗнчи парковкӑра тата «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнче хӑпартакан нумай хваттерлӗ ҫуртсем патӗнче чалӑшса кайнӑ. Ҫак хыпара вуланисенчен шухӑшӗ тӗрлӗрен. Пӗрисен шучӗпе паян ҫанталӑк, чӑн та, алхасса кайнӑ. Теприсен шучӗпе строительсем айӑплӑ – вӗсем ӗҫе ҫиелтен тӑваҫҫӗ, тӗплӗн пурнӑҫламаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем строительсене хӳтӗлеҫҫӗ. «Епле тӳлеҫҫӗ – ҫавӑн пек ӗҫлеҫҫӗ», – тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
infpol.ru сайтри сӑн Республикӑра 7 ҫулти ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Уншӑн тухтӑрсем кӗрешнӗ. Уйрӑмах – икӗ пульницӑри икӗ хирург. Ачасем ӑнсӑртран пӳлӗм алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Арҫын ачан хулпуҫҫи ҫинчи артери сенленнӗ. Ку ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни минут хаклӑ пулнӑ. Арҫын ача вилме е алӑсӑр тӑрса юлма пултарнӑ. Ӑна часрах операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ, ҫав вӑхӑтрах Республикӑри кардиологи диспансерӗн чӗрепе юн тымарӗсен хирургне Андрей Драгунова чӗнсе илнӗ. Икӗ хирург операцие вӑхӑтра туса ӗлкӗрнӗ. Юна чарнӑ, аллине сыхласа хӑварнӑ. Халӗ арҫын ача хӑйне чиперех туять, сывалса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
UIHere.com сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти Калинин район сучӗ туянакан майлӑ тӑрса сӗтел-пукан ӑсталаканран 200 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Шупашкар ҫынни хӑйӗн искне ӗҫе пурнӑҫламалли вӑхӑта пӑснӑшӑн панӑ. Шупашкарти Калинин район сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинче пурӑнаканскер пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче С. усламҫа 106 500 тенкӗлӗх корпуслӑ сӗтел-пукан туса пама ыйтнӑ. Саккаслакан тӳрех 50 пин тенкӗ укҫа тӳлесе хунӑ, ытти пайне сӗтел-пукана пуҫтарса пӗтерсен памалла пулнӑ. Анчах усламҫӑ килӗшӳре палӑртнӑ вӑхӑтра саккасланӑ сӗтел-пукана илсе килмен, ҫавна май шупашкар ҫынни ӑна суда панӑ. Шупашкар ҫынни усламҫӑран маларах тӳлесе хунӑ укҫаран 45 пин тенкӗ, килӗшӳпе палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫлайманшӑн 167 904 тенкӗ тата мораль тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 5 пин тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ. Суд иск тӑратакан мӗн ыйтнине пурне те тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
rg.ru сайтри сӑн Шупашкарта 34 ҫулти хӗрарӑма шырани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Тавах Турра, вӑл тупӑннӑ, чӗрех. Кун пирки «Лиза Алерт Чӑваш Ен» шырав ушкӑнӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Аса илтерер: ҫак хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухса кайнӑ та киле таврӑнман. Пилӗк кунран унӑн упашки пулнӑ арҫын вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Хӗрарӑм полицейскисем, нимеҫӗсем шыранӑ. Темиҫе кун кӑлӑхах пулнӑ. Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ӑна тупнӑ. «Тупӑннӑ. Чӗрӗ», - кӗскен пӗлтернӗ шыравҫӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче упасем пурӑнма тытӑннӑ. Паллах, вӗсем чӑн-чӑннисем мар. Вӗсем – арт-объектсем. Мускав районӗн администрацийӗн пресс-слжуби пӗлтернӗ тӑрӑх, композици Иван Шишикинӑн паллӑ картинине, «Хырлӑхри ир» ятлӑскере, аса илтерет. Упасем Энтузиастсен 21-мӗш ҫуртӗнче, «Вертикаль» управляющи компанийӗ умӗнче, вырнаҫнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть кӳлмекри тухьяна илни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун вырӑнне унта ҫулла ҫитиччен урӑх илем кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар администрацийӗ тунӑ сӑн Шупашкара нумаях пулмасть 68 ҫӗнӗ троллейбус илсе килни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе вӗсенчен 10-шӗ ҫеҫ маршрут ҫине тухнӑ. Ыттисем хӑҫан ҫула тухӗҫ? Шупашкарти троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, троллейбуссене ака уйӑхӗн вӗҫӗччен йышӑнса пӗтерӗҫ, ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш декадинче вӗсем маршрут ҫине тухӗҫ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра троллейбуссем тӑтӑшрах ҫӳреме пуҫланӑ, ҫавна май пассажирсем те нумайланнӑ. Уйрӑмах ҫакӑ 22-мӗш, 11-мӗш, 6-мӗш троллейбуссенче палӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
nerulife.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мир проспектӗнчи 6-мӗш ҫуртран ача ӳкни пирки, ӑна ҫав вӑхӑтра ҫывӑхра пулнӑ ҫын алли ҫине тытни ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ.. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм 27 ҫулта. Ун тӗлӗшпе малтан амӑшӗн тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламнашӑн протокол ҫырнӑ. Ача ӳкнӗ вӑхӑтра вӑл ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе пӗрле хӑнара пулнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аса илтерер: ача 5-мӗш хутран арҫын алли ҫине, унтан ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана реанимацирен ахаль палатӑна куҫарнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта арҫын пысӑк вольтлӑ юпа ҫине хӑпарса ларнӑ та тем пек ӳкӗтлесен те анма килӗшмен. Вырӑна ҫӑлавҫӑсен ҫитме тивнӗ. Ку паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулнӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫул ҫавринчен инҫех мар вырнаҫнӑ пысӑк вольтлӑ юпа ҫине арҫын хӑпарса кайнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 60 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу, полици ҫитнӗ. Арҫыннӑн пӗлӗшӗсем ӑна анма ӳкӗтленӗ. Анчах лешӗ хӑнк та туман. Ҫӑлавҫӑсем ӑна антарса полицие панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Эльвира Петрова архивӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм ӗҫе тухса кайнӑ та киле таврӑнман. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Ӑна шыраҫҫӗ. Петрова Эльвира Владимировна ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине ӗҫе тухса кайнӑ. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унӑн упӑшки пулнӑ арҫын вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Хӗрарӑма Соловьева тата Щукина хушаматсемпе те пӗлеҫҫӗ. Эльвира 162 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура, мелировани тунӑ. Килтен кайнӑ чухне хура куртка, сӑрӑ е хура шӑлавар, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |