Хулара
![]() rg.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехетре Шупашкарти Спиридон Михайлов урамӗнче 18 султи каччӑна палламан ҫынсем тапӑннӑ. Вӗсем ӑна питрен газ баллонӗпе сирпӗтнӗ та ҫаратнӑ. Каччӑн сумкине йӑтса тарнӑ. Унта вара енчӗк, сехет пулнӑ. Пӗтӗмпе – 47 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх. Каччӑ кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ. Кӗҫех подъездра полицейскисем вӑрӑсене тупнӑ. Вӗсем – 20 ҫулти тата 21-ри каччӑсем. Вӑрланӑ япаласене вӗсен хваттерӗнче тупнӑ. Палӑртмалла: ҫак ҫамрӑксем унччен те саккуна хирӗҫле ӗҫсем тунӑ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() myslo.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын пиччӗшне алимент тӳлеме пулӑшнӑ. Тӑванӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ. Вӑл ҫирӗп явап тытма пултарнӑ. Ҫав арҫын арӑмӗнчен уйрӑлсан 18 ҫул тултарман хӗрне укҫан пулӑшман, воспитани парас ӗҫре тӑрӑшман. Малтанах вӑл алимент тӳленӗ-ха, анчах кайран укҫа куҫарма пӑрахнӑ. Ҫапла унӑн 500 пин тенкӗ ытла парӑм пухӑннӑ. Судра вӑл ӳкӗннӗ. Ӑна 20 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ҫирӗпрех явап тытас мар тесе вӑл парӑма татма сӑмах панӑ. Анчах хӑйӗн укҫи пулман, пиччӗшӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта 14 ҫулти пикепе 15 ҫулти яша шыраҫҫӗ. Ҫул ҫитмен икӗ ҫамрӑк килтен ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тухса кайнӑ. Килтисем вӗсене ҫухатнӑ та «Лиза Алерт» шырав отрячӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. 14 ҫулти Карина Андреевна Котлова 170 см ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, хура ҫӳҫлӗ. Хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура кроссовки тӑхӑннӑ. 15 ҫулти Лев Андреевич Червяков 180 см ҫӳллӗш, начар пӳ-силлӗ, симӗс куҫлӑ, хӑмӑртарах ҫӳҫлӗ. Хӗрлӗ куртка, хура джинс шӑлавар, сӑрӑ тӗслӗ кроссовки тӑхӑннӑ. Пӗлекенсене (800) 700-54-52 е 112 номерпе пӗлтерме ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Следственный комитет Шупашкарта 43-мӗш маршруткӑра малта ларса пынӑ 28 ҫулти хӗрарӑм водителе мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе чикни пирки пӗлтернӗччӗ. Водителе операци тунӑ, тӗнче тетелӗнче ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл тӑна кӗнӗ. 28 ҫулти хӗрарӑма вара следстви пынӑ вӑхӑтра 2 уйӑхлӑха тӗрмене хупнӑ. Ку ыйтӑва татса панӑ чухне суд пулнӑ. Унта ҫав хӗрарӑм водителе мӗншӗн ҫӗҫӗпе чикнине ниепле те лайӑх ӑнлантарайман. Суд прокуратурӑпа килӗшсе хӗрарӑма следстви вӑхӑтӗнче хупса усрама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() mk-kalm.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 2,6 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫав укҫаран 1,8 миллион тенкине вӑл кредит илнӗ. Ытти хӑй пухнӑ нухрат пулнӑ. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та йӗрке хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫын тесе паллаштарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ячӗпе такам кредит илме хӑтланать. Ҫакна чарса лартас тесен унӑн темиҫе операци пурнӑҫламалла-мӗн. Палламан ҫын каласа тӑнипе вӑл 2 миллион та 626 пин тенкӗ куҫарнӑ. 850 пин тенки хӑй пухнӑ укҫа пулнӑ. Хӗрарӑм ултавҫӑ аллине лекнине кайран тин ӑнланнӑ. Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() novostivoronezha.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ асламӑшӗ /е кукамӑшӗ/ патӗнче хӑнара пулнӑ чухне амӑшӗпе унӑн телефонӗпе калаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ватӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчи 4 пин тенке пӗлӗшӗн счечӗ ҫине куҫарса ӗлкӗрнӗ. Хӗрарӑм ытти укҫана куҫарасран карточкӑна блокировка тутарнӑ. Вӑл кун пирки полицие кайса каласа кӑтартнӑ. Ку ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна та асӑннӑ: унччен судпа айӑпланнӑ, ниҫта та ӗҫлемен, наркотикпа айкашакан мӑнукӗ. Каччӑ вӑрланӑ укҫана тата телефона тавӑрса панӑ. Ҫапах ку явапран хӑтарман. Пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ та ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() riavrn.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм криптовалютӑпа ӗҫлесе илес тенӗ. Анчах пачах тепӗр май пулса тухнӑ: вӑл укҫасӑр юлнӑ. 37 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Ку килӗшнӗ, лешӗ телефон ҫине ярса панӑ каҫӑпа кайса регистрациленнӗ, хӑйӗн даннӑйӗсене ҫырнӑ. Вӑл «консультант» сӗннӗ счетсем ҫине темиҫе хутчен укҫа куҫарнӑ. Хӗрарӑм харпӑр кабинетне тӗрӗсленӗ, унта укҫа хушӑнсах пынӑ. Хӗрарӑм укҫана кӑларма шутланӑ. Ӑна каллех укҫа хума ыйтнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине ӑнланнӑ. Вӗсене вӑл пӗтӗмпе 110 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкарта каллех автобус ҫунма пуҫланӑ. Каллех – ҫӗнни. Нумаях пулмасть 26-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑччӗ. Паян 10 сехет те 40 минутра Ленин проспектӗнчи 61-мӗш ҫурт патӗнче 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус мӑкӑрланма пуҫланӑ. Салонран ҫынсем урама чупса тухнине иртен-ҫӳрен ӳкернӗ, видеона «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Салонра пӗр 15 ҫын пулнӑ. Тепӗр 10 минутран автобус мӑкӑрланма пӑрахнӑ, водитель мӗн пулнине тӗпченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинчи тӳре-шара тӗп пасар умӗнче ларакан скульптурӑна – хӗвелҫаврӑнӑш сутакан карчӑка – илсе пӑрахасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: палӑк шӑпине татса парас ыйтупа хула администрацийӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерчӗ. Ҫынсен самай пайӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, скульптурӑна тӗкӗнме кирлӗ мар. Сасӑлава хутшӑннӑ 2276 ҫынран 72,98 проценчӗ, е 1661 ҫын, бронза палӑк хӑй вырӑнӗнчех юлтӑр тесе каланӑ. 27,02 проценчӗ пасар территорине куҫарса лартмалла тенӗ. 300 килограмм таякан пӑхӑр скульптурӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче лартнӑ. Кайран ӑна илсе пӑрахнӑ, анчах 2017 ҫулта ҫӗнӗрен вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен хулари 7-мӗш тата 22-мӗш номерлӗ автобуссене пӗрлештерӗҫ. 7-мӗш маршрута «4-мӗш лицей» чарӑну патне ҫити тӑсма палӑртнӑ, 22-мӗшне — пӑрахӑҫлама. Пӗрлештернӗ маршрутпа 18 автобус хутлӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ единица техника асӑннӑ икӗ маршрутпа ҫӳрет. Кирлех пулсан транспорт шутне ӳстерме шантараҫҫӗ. Ҫӗнӗ йышӑну ҫынсене Введени соборӗ тата хулари П.Н. Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш больница патне ҫитме май парӗ тата Алькеш поселокне хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗсемпе ҫыхӑнтарӗ. Ранее «Правда ПФО» писала о трудностях с проведением в Чувашии конкурсов на перевозки по маршруту «Чебоксары-Новочебоксарск». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |