Хулара
Шупашкар хулинче Сарпи ятлӑ ачана регистрациленӗ. Ӑна республикӑн тӗп хулин Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГСӗнче шута илнӗ. Сарпи ятлӑ хӗрача Дениспа Илемпин ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑк ҫемье йышӗ ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хушӑннӑ. ЗАГС ӗҫченӗсене ҫамрӑк мӑшӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, пепкен ятне арӑмӗпе упӑшки пӗрле канашласа татса панӑ. Ят хитре та янӑравлӑ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Тата ятне кура шӑпи тесе те калаҫҫӗ. Сайра тӗл пулакан, чӑн чӑвашла ят хунӑ ҫемьери ачана ЗАГС ӗҫченӗсем ырлӑхпа-сывлӑх, ҫемьере килӗштерсе пурӑнма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтри сӑн Шупашкарта кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче иртен-ҫӳрен чӳречерен плакат ҫакӑнса тӑнине курнӑ. Унта «Ҫынсем, ҫӑкӑрпа пулӑшӑр» (выр. «Люди, помогите хлебом») тесе ҫырнӑ. Ҫакна курсан ҫав ҫын патне полицейскисем те ҫитнӗ. Ҫав хваттерте пурӑнакан ҫынна чӑннипех те пулӑшу кирлӗ иккен. Ҫынсем каланӑ тарӑх, вӑл 50 ҫултан аслӑрах курӑнать. Ӑна тин кӑна пульницӑран киле янӑ. Арҫын хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймест. «Про Город» хаҫат сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, сусӑра пулӑшакансем тупӑннӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫӑкӑр, ҫимеллисем илсе пырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирхине полицейскисем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫӑви патӗнче «Газеле» чарнӑ. Кузовӗ ҫинче тимӗр алӑксем пулнӑ. Каярахпа ҫакӑ уҫӑмланнӑ: вӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамӗнчи гараж комплексӗнчен вӑрласа тухнӑ. 14 тимӗр алӑка Шупашкарта пурӑнакан 32-ри тата 38 ҫулти арҫынсем вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем унччен те судпа айӑпланнӑ. Халӗ вӗсем алӑк вӑрласа мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Арҫынсем тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ кӗҫех ӗҫрен кайӗ. Ку хыпара паян Фейсбукра та пӗлтерекен пулнӑччӗ-ха, халӗ тата кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ. Хулан тӗп архитекторӗ, 60 ҫулти Вениамин Мамуткин, кӗҫех ӗҫрен кайӗ. Вӑл 2014 ҫултанпа хула администрацийӗнче архитектурӑпа хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче – хулан тӗп архитекторӗнче ӗҫленӗ. Хула администрацийӗн пресс-службинче эпир маларах асӑннӑ МИХа пӗлтернӗ тӑрӑх, Вениамин Мамуткин тӗп архитектор должноҫӗнче ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗ таран тӑрӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ рашчара ӗҫлет. Иртнӗ уйӑхӑн 21-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ельниковская роща» (чӑв. Ельниково рашчи) автономи учрежденине Валерий Андреев ертсе пыма тытӑннӑ. «Ҫыхӑнура» порталта хыпарланӑ тӑрӑх, хальлӗхе — пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлакан пулса. Валерий Викентьевич Ельниково рашчинче пуҫлӑх пулса унччен ӗҫленӗ. Унпа контракта 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче татнӑ. Эпир маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланин официаллӑ майпа ҫирӗплетмен сӑлтавӗ — йывӑҫсене каснӑ пирки прокуратура тӗрӗслев пуҫарни. Андреев Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса та тӑрӑшнӑ. Ҫав лава 2002 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗччен туртнӑ. Халӑхра ҫӳрекен сӑмах-юмаха ӗненсен, Валерий Андреев отставкӑна кайнин сӑлтавӗ — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессипе ирттернӗ референдума тивӗҫлипе йӗркелеме пултарайманни. Аса илтерер: 2008 ҫулхи референдумра Шупашкар ҫыннисен 75 проценчӗ спутник-хулапа пӗрлешес тенӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисен 61 проценчӗ хирӗҫ сасӑланӑ. Вӑл вӑхӑтра Чӑваш Ене Николай Федоров ертсе пынӑ. Кайран Валерий Андреев тӗлӗшпе сӗтев илнӗ, улталанӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта Снежанна Князевӑна шыраҫҫӗ. Вӑл 20 ҫулта. Хӗр ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Хӗре «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӗсем каҫхине пухӑнаҫҫӗ. Ҫак адреспа пымалла: Хӗвеллӗ бульвар, 6-мӗш ҫурт. Вӑрманта ҫӳремелли тум тӑхӑнмалла. Ку ӗҫре ытти ҫынсем те айккинче юлмасса, пулӑшасса шанаҫҫӗ. Снежанна 165 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ симӗс тӗслӗ. Ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (800) 700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
izh.kp.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи К. Маркс урамӗнче пурӑнакан пӗр мӑшӑр эрех ӗҫме, сыпса лартсан шавлама юратнӑ. Кӳрши тарӑхса ҫитнӗ курӑнать — йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Ҫакӑншӑн лешсем хытах кӳренсе лартнӑ, тавӑрма шухӑшланӑ. 46 тата 40 ҫулти упӑшкипе арӑмӗ полицие пӗлтерекене нумай хваттерлӗ ҫурт домофонӗ витӗр тата кил хуҫин хваттер алӑкӗ патне пырса усал сӑмах каласа вӑрҫнӑ. Кил хуҫи арҫынни ҫухалса кайман — диктофон ҫине ҫырса илнӗ. Кайран арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ тӑрӑх арӑмӗпе упӑшки тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, суд вӗсене 3-шер пин тенкӗшер штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 2 сехет те 27 минут та 20 ҫеккунтра «Байконур» космодромран чӑваш элемӗллӗ ракета тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнине эпир ҫав кунах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑ. Ракета ҫине Чӑваш Ен элемне тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева ӳкерсе хунӑ. Шупашкар хулин кунӗ тӗлне вара республикӑн тӗп хулинче ракетӑн копине вырнаҫтарнӑ. Пилӗк метрлӑ тӑршшӗ, вӗрсе карӑнтарса тунӑ «Союз-2» ракетӑна Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ирина тата Евгений мӑшӑрлану керменне чаплӑ машинӑпа мар, урӑх транспортпа килнӗ. Вӗсем тусӗсемпе пӗрле мотоцикл ҫине ларса хут уйӑрттарма ҫитнӗ. Кун пирки Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтерет. Хӑйне евӗр туй ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Иринӑпа Евгений мӑшӑрлану керменне кӗрсе хут уйӑрттарнӑ та шлем тӑхӑнса уява малалла паллӑ тума мотоциклпа вӗҫтернӗ. Тусӗсем те вӗсем хыҫҫӑнах мотоциклпа кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
news.myseldon.com сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн 9 ҫулти хӗрне Хулари 1-мӗш ача-пӑча клиника пульницин поликлиникинче эмел вӑхӑтра паман. Ачана «Пульмозим» илмешкӗн рецепт вӑхӑтра ҫырса паман. Ҫавӑн пекех ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ӑна питӗ кирлӗ препарата – «Урсофальк» ятлӑскере – памашкӑн заявка тӑратман. Прокуратура пульницӑн тӗп тухтӑрӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Халӗ ҫитменлӗхсене пӗтернӗ, ачана кирлӗ эмелсемпе тивӗҫтернӗ, айӑплӑ ҫынна явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |