Хулара
![]() Раштавӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне Тула облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкар курма килнӗ, хостелта чарӑннӑ. Ҫӗрле вара сумки тата енчӗке таҫта «ураланнине» асӑрханӑ. Енчӗкре 10 пин тенкӗ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене пӑхнӑ та ҫав арҫынна палласа илнӗ. Икӗ кун каялла вӑл телефон вӑрланӑ-мӗн, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын Мускав облаҫӗнчен, хостела темиҫе уйӑх каялла вырнаҫнӑ. Полицейскисем ӑна савӑнмалли пӗр заведенире тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта икӗ ача пӳремечпе ярӑнса суранланнӑ. Иккӗшӗ те пульницӑра выртаҫҫӗ. Шкул ачисем «Солнечный» микрорайонта тата Богдан Хмельницкий урамӗнче пӳремечпе ярӑннӑ. Шӑпах хӑш вырӑнта ярӑннине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ. Чылай чухне пӳремечпе ятарлӑ вырӑнта ярӑнман чухне пӑтӑрмах сиксе тухать. Нумайӑшӗ алли-урине хуҫать, пуҫне сурнлатать. Иртнӗ эрнере пӳремечпе ярӑнса суранланнӑ ачасен мӗн аманни пирки хальлӗхе ыттисене пӗлтермен. Ытти чухне Шупашкарта Анне палӑкӗ патӗнче те ярӑнатчӗҫ. Халӗ ку вырӑна хупнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Чи хӑрушсӑр вырӑн – «Амазони» паркра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана планета тата Рим туррин ятне панӑ. Ӑна хулари Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ арҫын ачана Юпитер ят панӑ. Ку планета ячӗ кӑна мар. Рим мифологийӗнче кун пек ятлӑ турӑ пулнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта хӗрачана Жасмин тесе ҫыртарнӑ. «Дисней» юмахра унашкал ятлӑ принцесса пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта машина тапратса тарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавна май ӑна тытса чарнӑ. Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Энгельс урамӗнчи 14-мӗш ҫурт патӗнче ВАЗ-2111 машина «Ниссан» ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ҫакна уголовлӑ шырав уйрӑмӗн опреуполномоченнӑйӗ асӑрханӑ. ВАЗ водителӗ пакунлине курсан машинӑн сӳнтермесӗрех тарма пуҫланӑ. Пакунли ӑна хӑвӑласа ҫитнӗ. Лешӗ ӳсӗр пек курӑннӑ. Вӑл – 29 ҫулти арҫын, ӑна шыраҫҫӗ иккен. Унччен вӑл вӑрланӑшӑн, ҫынна хӗненӗшӗн тата ыттишӗн уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хальхинче те вӑл тапратса тарнӑ машинӑпа пынӑ иккен. Кӑшт маларах Ҫӗнӗ Шупашкарта машина вӑрласа тарни пирки полицие пӗлтернӗ пулнӑ. Картишре ларакан, алӑкне питӗрмен машинӑна ҫак арҫын тапратса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() m.progorod62.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап уйӑракан комплексра ӗҫлекенсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан япала тупнӑ. Вӑл – мина. Вырӑна экстреннӑй служба ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Комплексри хатӗр-хӗтӗре ӗҫлеме чарнӑ. «Чӑваш Ен» Патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫал ҫулла шӑрӑх ҫанталӑка пула ҫӳп-ҫап куписем ҫуннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Евгения Фёдорова Фейсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынна стена ҫине ӳкерни килӗшмен. Ку хыпара унта тӗпленнӗ Евгения Фёдорова Фейсбукра пӗлтернӗ. Асӑннӑ микрорайонта Гарри Поттер ҫинчен ҫырнӑ хайлава тӗпе хурса граффити йӗркеленӗ. Анчах халӗ вӑл ҫук. Кӗтмен-туман ҫӗртен ҫухалнӑ. Сӑнӳкерчӗке сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа хупласа хунӑ. «Тискер сӑнарсем» тӗлӗшпе ушкӑнпа ҫӑхавлакансем пулнӑ имӗш. Миҫе ҫынна килӗшменни пирки паллӑ мар. «Пирӗн компанире ҫӑхава куракан пулман. Граффти хатӗрлессине шӑпах эпир пуҫарнӑ тата укҫа тӳленӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ Евгения. 65-мӗш шкул патӗнчи подстанци ҫинчи граффитие Александр Назаретский художник ӳкернӗ. Сӑмах май, вӑл тата Покрас Лампас Мускав облаҫӗнчи Королёв хулинче те ҫавӑн пек мелпе хитрелетнӗ. |
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 109-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Магнит» лавккара пӗр арҫын ҫӳлӗксем ҫинчи эрехсене урайне вӑркӑнтарнӑ. Ку каҫхи 9 сехетре пулнӑ. Арҫын 275 кӗленче ҫӗмӗрнӗ. Эрех хаклӑ йышши пулнӑ. Тӑкак 200 пин тенкӗрен те иртнӗ. Арҫын эрех кӗленчисене ҫӗмӗрни камера ҫине лекнӗ. Хураха Росгварди ӗҫченӗсем тытса чарнӑ та ӑна полицие панӑ. Арҫын 37 ҫулта. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сутуҫӑсем ӑна ӳсӗрри пирки асӑрхаттарни тарӑхтарса янӑ. Кӗленчесене ӑнсӑртран, ҫӳлӗк ҫине таянсан, ҫӗмӗрнӗ имӗш. Пуҫиле ӗҫе хальлӗхе пуҫарман. Полици лару-тӑрӑва уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫитес ҫул ҫулла Эльгер урамӗнче фермер пасарӗ тума палӑртнӑ. Ӑна «Московский» ят парасшӑн. Ку тӗллевпе «Агро-Инноваци» тата «Тимӗр хула» килӗшӳ алӑ пуснӑ. Аукциона раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Малтанхи хак 9,2 миллион тенкӗ пулнӑ, унта хутшӑнакансем ӑна 6,025 миллион тенке чакарнӑ. «Тимӗр хула» 20 кунра дизайн-проектӑн сахалтан та 3 тӗслӗхне хатӗрлемелле. Проекта алӑ пусса ҫирӗплетсен компанин 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пасар туса лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» ҫинчен пӗр юр пӗрчине илнӗ те унта Шупашкарти Рома Кожевниковӑн ӗмӗчӗ пулнӑ. Эппин, Олег Алексеевичӑн ӑна пурнӑҫламалла. Аса илтерер: ҫӑк ятпа акци иртет. 4 ҫулти Рома пуйӑссемпе, чукун ҫулпа кӑсӑкланать. Вӗсене ӳкернӗ кӗнекесене вӑл сехечӗ-сехечӗпе пӑхса ларма пултарать. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ ӑна пультпа ҫӳретме май пур чукун ҫул парнеленӗ. Олег Алексеевич Ромӑн аппӑшне Софийӑна та парне панӑ. Хӗрача бисерпа тӗрлемелли хатӗршӗн, пылак ҫимӗҫсемшӗн тата кӗнекешӗн питӗ савӑннӑ. София Шупашкарти 65-мӗш шкулта вӗренет. Амӑшӗ Татьяна Леонидовна ача ҫуратмалли ҫуртра медсестрара тӑрӑшать. Ашшӗ Илья Вадимович ача пӑхассипе отпускра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" сайтри сӑн Шупашкарти Пролетари урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пурӑнакан икӗ пӳлӗмлӗ хваттере ҫӳп-ҫап купине ҫавӑрнӑ. Анчах вӗсене унтан ниепле те кӑларса яраймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хваттерте ачасем пропискӑра тӑраҫҫӗ. Амӑшӗпе ывӑлӗ эрехпе иртӗхеҫҫӗ, коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлемеҫҫӗ. Ҫитменнине, вӗсем пӗр кӗтӳ кушак усраҫҫӗ, ҫӳп-ҫап контейнерӗсенчен ӑпӑр-тӑпӑр киле сӗтӗреҫҫӗ. Ҫав хваттерте кил хуҫи хӗрарӑмӗн хӗрӗ тата мӑнукӗсем пропискӑра тӑнӑран вӗсене унтан кӑларса яраймаҫҫӗ. Лешсем вара Мускавра пурӑнаҫҫӗ. Суд амӑшӗпе ывӑлне килте тирпейлеттерме йышӑннӑ. Ҫурт-йӗр фончӗ ҫӳп-ҫапа илсе тухма пулӑшнӑ, икӗ КамАЗ ӑпӑр-тапӑр илсе тухнӑ. Анчах тепӗр ҫултанах хваттер каллех ҫӳп-ҫаппа тулнӑ, парӑм 500 пин тенкӗрен иртнӗ. Кӳршисем ку хваттерпе мӗн те пулин тума ыйтаҫҫӗ. Халӗ Шупашкар хула администрацийӗ Калинин районӗн судне хваттере кӗме ирӗк ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. ____ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |