Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта виҫӗ ҫын чи лайӑх дворник ятне илнӗ. Вӗсем пурте – хӗрарӑмсем. Калинин районӗнче пӗрремӗш вырӑна Наталия Иванова тивӗҫнӗ. Вӑл Ҫӗнӗ хула урамӗнчи 27-мӗш ҫурт картишӗнче тирпейлет. Ӑна пӗрремӗш вырӑншӑн 20 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Ленин районӗнче ку хавхалантарӑва Ираида Лукьянова тивӗҫнӗ. Мускав районӗнче вара Роза Сидоровӑна ҫитекенни пулман. Вӑл Мускав проспектӗнчи 52-мӗш ҫурт картишне пӑхса тӑрать. Вӑл ку ӗҫре 27 ҫул вӑй хурать. Роза 20 пин тенкӗпе юр хырмалли техника туянасшӑн. Сӑмах май, иккӗмӗш вырӑншӑн – 15 пин тенкӗ, виҫҫӗмӗшшӗн 10 пин тенкӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул умӗн Шупашкарта ретро-троллейбус маршрут ҫине тухӗ. Вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрӗ. Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫула тухакан ретро-троллейбусра Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ, вӗсем пассажирсене кӗтсе илӗҫ. Салона гирляндӑсемпе, «кӗмӗл ҫумӑрпа» илемлетнӗ. Троллейбус 9 сехет те 25 минутран пуҫласа 18 сехет те 25 минутчен ӗҫлӗ. Апатлану вӑхӑчӗ те пулӗ. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра 1964 ҫулта кӑларнӑ ЗиУ-5 троллейбуса Р саспаллипе шыраса тупма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Хӗрлӗ тӳремри боллардсем Чӑваш Республикин тӗп хулин Хӗрлӗ тӳремӗнче боллардсем ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль Умӗнче) портал пӗлтерет. Боллардсем — чӑрмав кӗрес тӗлӗшпе ҫул лаптӑкӗнчен тухма тата пытанма пултаракан ятарлӑ юпасем. Шупашкарта вӗсемпе пӗрремӗш хут усӑ кураҫҫӗ. Юпасене кӑларас е пытарас ӗҫе пультран е смартфонран тӑваҫҫӗ. Коммуналлӑ техникӑна ирттерсе яма вӗсем ҫул ӑшне пытанӗҫ, ытти чухне хула ҫыннисен транспорчӗ ҫӳресрен чарса тӑрӗҫ. Боллардсене вырнаҫтарма 4,66 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Вӗсене нимӗнпе те сӑрламан, ҫавах каҫхи вӗсене ҫутатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазони» культурӑпа кану паркӗнче Хӗл Мучи ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Унта ачасене курма Хӗл Мучипе пӗрлех Юрпике те хавас пулӗ. Юмахри ҫав сӑнарсем ятарлӑ графкпа ӗҫлӗҫ: раштав уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенче 14:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен, кӑрлачӑн 1-9-мӗшӗсенче — 12:00 сехетрен пуҫласа 20:00 сехетчен. Хӗл Мучие ачасем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартма, сӑвӑсем вуласа пама, юрӑсем юрлама пултарӗҫ. Паркра ҫавӑн пекех тӗрлӗ фотозона ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи вентиляци шахтисене тӗрӗслевсемпе час-часах ҫӳрекен ултавҫӑсем ҫинчен халӑха асӑрхаттарнӑ. Ултав схеми ансат: вӗсем хӑйсене вентиляци шахтисене тӗрӗслекенсем тесе пӗлтереҫҫӗ, хваттерте пурӑнакансен шанӑҫне кӗреҫҫӗ те тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫав ӗҫшӗн тӳлеме ыйтаҫҫӗ. Хакне 5-7 пин тенкӗ таран палӑртаҫҫӗ. Унашкал ултавҫӑсен ушкӑнӗсене Хусанкай, Кривов, Павлов мичман урамӗсенче тата Ленин проспектӗнче асӑрханӑ. Шупашкар администрацийӗ аса илтерет: вентиляци шахтисене тасатас ӗҫ пӗтӗмӗшле ҫурта тытса тӑмалли ӗҫсен шутне кӗрет, уншӑн халӑх коммуналлӑ хуҫалӑх тӑкакӗсене саплаштарнӑ чухне тӳлет. Ку пулӑшӑва уйрӑммӑн тивӗҫтермеҫҫӗ. Ҫавнашкал ултавҫӑсене асӑрхасан «102» е «112» номерпе полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Шупашкар – ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» стела уҫӑлнӑ. 26 метр ҫӳллӗшскер Шупашкарти Тӗп почта умӗнче вырнаҫнӑ. Раштавӑн 24-мӗшне ахальтен суйламан. Ҫак кун 1940 ҫулта Чапаев поселокӗ йӗркеленсе кайнӑ. Вӑл Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче савут фронт валли ҫар припасӗсем кӑларнӑ. Аса илтерер: РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал ҫу уйӑхӗнче 20-мӗшӗнче пирӗн тӗп хуламӑра ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
nemihail.livejournal.com сайтри Шупашкарта чӑрӑш пасарӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Хулари 18 вырӑнта чӗрӗ чӑрӑш туянма пулать. Мускав районӗнче – 10 пасар, Ленин районӗнче – 4 пасар, Калинин районӗнче те 4 пасар ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хупӑнӗҫ. Тӗслӗхрен, чӗрӗ чӑрӑша Павлов мичман урамӗнче, «Европа» суту-илӳ ҫуртӗнче, Энтузиастсен урамӗнче, Хусанкай урамӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫуртӗнче туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта ҫынсем машина тӑррине чӑрӑш лартнӑ водителе асӑрханӑ. Вӑл тӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатнӑ. «Волгӑна» гирляндӑпа тата мишурапа илемлетнӗ. Ҫынсем «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, машина Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле кайнӑ. «Ҫул тӑршшӗпех манпа пычӗ. Ахӑртнех, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти икӗ троллейбусра кондукторсем ҫук. Вӗсен вырӑнне валидаторсем «ӗҫлеҫҫӗ». Кун пирки хула администрацийӗ пӗлтерет. Хальлӗхе ку системӑпа тест шайӗнче кӑна тӗрӗслӗҫҫӗ. Валидаторсене 17-мӗш маршрутпа ҫӳрекен икӗ троллейбусра вырнаҫтарнӑ. Унта банк карттипе тата транспорт карттипе блеет илме пулать. Укҫапа тӳлекенсене водитель билет парать. Тест ӑнӑҫлӑ иртсен валидаторсене пур троллейбуса та вырнаҫтарасшӑн. Ҫавӑн пекех линире тӗрӗслев вӑйланӗ, пассажирсене кашни кунах тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Ярмарка» суту-илӳ комплексӗ «Юрма» агрохолдингӑн харпӑрлӑхне кӗрекен «Ярмарка» суту-илӳ комплексне аукциона тӑратнӑ. Панкрута тухнӑ организацийӗн ытти пурлӑхӗпе пӗрле ӑна пӗр лотпа сутаҫҫӗ. Туянакансене суту-илӳ комплексӗ кӑна мар, вокзал ҫумӗнчи «Елена» супермаркет ҫурчӗ, «Фаворит» ресторан, ҫӗр лаптӑкӗсем, хатӗр-хӗтӗр тата ытти япалана туянма сӗнеҫҫӗ. Лотра ҫавӑн пекех тракторсем, автобуссем тата ытти тӗрлӗ пурлӑх пур. Лот хакӗ 1 млрд 199 млн танлашать. Аукциона хутшӑнма кӑмӑл пуррисенчен заявкӑсене раштавӑн 18-мӗшӗччен йышӑннӑ. «РАД» электронлӑ суту-илӳ площадкинче вырнаҫтарнӑ информаци тӑрӑх лотпа иккӗн кӑсӑкланнӑ. Ӑмӑртмалла суту хӑй эрнекун, раштавӑн 24-мӗшӗнче, иртӗ. Аса илтеретпӗр, унччен маларах «Юрма» пурлӑхне 3,2 млрд тенкӗлӗх сутнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |