Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма шырать. Инна Волкова килтен пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Хӗрарӑм ҫӳллӗшӗ — 153 сантиметр, начар кӗлеткеллӗ, тӗксӗм ҫырӑ тӗслӗ ҫӳҫлӗ, сӑрӑрах кӑвак куҫлӑ. Килтен тухса кайнӑ чухне вӑл хура курткӑпа, кӑвак джинс шӑлаварпа, шурӑ кроссовкипе пулнӑ. Хӗрарӑм ӑҫтине мӗн те пулин пӗлекенсене «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ 8-800-700-54-52 (шӑнкӑравланӑшӑн укҫа илмӗҫ) е 112 телефон номерӗсемпе пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
im0-tub-ru сайтри сӑн Шупашкарта икӗ чарӑну ятне улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Ку "Куҫ микрохирургийӗ" тата "Раща" чарӑнусене пырса тивет. Ку ыйтӑва ыран Шуппшкар хула администрацийӗнче сӳтсе явӗҫ те йышӑну тӑвӗҫ. Мӗнле ятсем сӗнеҫҫӗ-ха? "Святослав Федоров ячӗллӗ куҫ микрохирургийӗ" тата "Гузовский урамӗ". Тӳре-шара ыран канашласан йышӑну тӑвӗ. Аса илтере: унччен Шупашкарти "Ҫыхӑну техникумӗ" чарӑнӑва та улӑштарма сӗннӗччӗ. Ҫак техникум ҫук ӗнтӗ, ҫавӑнпа ӑна ҫӗнӗ ят парасшӑн пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
obrazov.cap.ru сайтран илнӗ сӑн 2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи ача пахчишӗн тӳлев хакӗ ӳсӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсенчи шкул умӗнхи вӗрентӳ учрежденийӗсенче ачасене пӑхса тӑрассишӗн ашшӗ-амӑшӗн тӳлевне хӑпартни тӑкаксем ӳснипе ҫыхӑннӑ. Ача пахчин ӗҫӗ-хӗлне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме те, апатлану йӗркелеме те тӑкаксем, имӗш,хӑпарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, тӳре-шара шантарнӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫекен ушкӑна лекекен ачасене пулӑшасси малашне те пулӗ. Республикӑн тӗп хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ача пахчишӗн тӳлев хакӗ 2018 ҫултанпа ӳсменнине асаилтерет. Ҫӗнӗ хаксем: • вуникӗ сехетлӗхе ямалли ушкӑнсенчи 1–3 ҫулхи ачасем валли — 138,10 тенкӗ; • вуникӗ сехетлӗхе ямалли ушкӑнсенчи 3–7 ҫулхи ачасем валли — 138,20 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
41-мӗш маршрут автобусӗсӗр юлнӑ хула картти Шупашкарта паян 11 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пассажирсем 41-мӗш маршрут автобусӗсене кӗтсе илеймен. Кун пирки халӑх пӗлтернӗ сас-хура ҫине таянса «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал пӗлтерет. Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх автобуссем ҫукки водительсен забастовкипе ҫыхӑннӑ — вӗсем рейса тухма килӗшмен. Лару-тӑру пирки мэрире пӗлнӗ хыҫҫӑн Денис Спирин хушнипе водительсем патне Шупашкар хулин транспорт пайӗн ертӳҫи тухса кайнӑ. 14:34 вӑхӑт тӗлне пур автобус та маршрут ҫине таврӑннӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене турттаракан тӗлӗшпе вӑйра тӑракан контракт шайӗнче мерӑсем йышӑнӗҫ. Забастовкӑна мӗнле сӑлтава пула тухнине пӗлтермен. Шупашкарти 41-мӗш маршрутпа ИП Василев ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра — вӑхӑтлӑх ӗҫлекен турттаракан пек. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Шупашкарти «Больница комплексӗ» чарӑнура маршрутка, троллейбус тата грузовик ҫапӑннӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, грузовикӑн 34 ҫулхи водителӗ ҫуд ҫинче дистанцие пӑхӑнман пирки 270-мӗш маршруткӑпа пырса ҫапӑннӑ. «Форд» маршрутка чарӑнуран тухма тӑнӑ. Салонта 9 пассажир пулнӑ. Унтан «Форд» 1-мӗш номерлӗ троллейбуспа пырса ҫапӑннӑ. Асӑннӑ транспортра 30-а яхӑн ҫын пулнӑ. Инкекре маршруткӑри 2 пассажир аманнӑ. Маршруткӑн хыҫалти пайӗ сиенленнӗ, кузовӗ лапчӑннӑ. Троллейбусӑн сулахай енчи кантӑкӗ ваннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑҫал 100 килсӗр йытта тытма палӑртнӑ. Пиллӗкӗшне промзонӑра тытнӑ ӗнтӗ. Пӗрин хуҫи те тупӑнма ӗлкӗрнӗ. Ыттисене Шупашкарти приюта ӑсатнӑ. Приюта лекнӗ йытта мӗнле шӑпа кӗтет-ха? Унӑн хуҫи пулнӑ тӑк ун патне таврӑнӗ, текех ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть тӗк (стерилизациленӗ,вакцинациленӗ хыҫҫӑн/ малтанхи вырӑннех кайса ярӗҫ. Е йытӑн ҫӗнӗ хуҫа тупӑнма пултарӗ. Ҫапкаланчӑк йытӑсене тытсан вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн Телеграм-каналне вырнаҫтарнӑ. Пӗрин хуҫи ҫапла тупӑннӑ та. Чӗрчун хӑйӗн пулнине ӗнентерсен унӑн вакцинациленӗшӗн, ыттишӗн кӳнӗ тӑкака саплаштармалла. Сӑмах май, пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарта 202 йытта тытма палӑртнӑ. Чӳк уйӑхӗнче 22 чӗрчуна тытни пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
im0-tub-ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн лотерея билечӗ туяннӑ та пысӑк парне выляса илнӗ : машина! Анчах арҫын парне патне хӑй каяйман, Мускавра пурӑнакан тӑванӗн хӗрне кайса илме хушнӑ."Вӑл ман пата шӑнкӑравларӗ те пӗлтерӗшлӗ задани пурри пирки каларӗ. Хӑнана килсен лотерейӑра машина выляса илни пирки хавхаланса каласа кӑтартрӗ. Халӗ ӑна кура пӗтӗм тӑван лотерейӑна хутшӑнма пуҫлӗ", - каласа кӑтартнӑ Ольга Фомина. Выляса илнӗ машина 800 пин тенкӗ тӑрать. Анчах вӑл ӑна мар, укҫан илме килӗшнӗ. Нухрачӗпе вара хальлӗхе мӗн тӑвассине пӗлмест. Сӑмах май, Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4,7 миллион тенкӗ выляса илни те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта 81 ҫулти старике шыраҫҫӗ. Вӑл иртнӗ каҫ ҫухалнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Кульпин Владимир Михайловича юлашки хутчен "Шупашкар" чарӑну патӗнче курнӑ. Ку 23 сехет ҫурӑсенче пулнӑ. Владимир Михайлович ун чухне капюшонлӑ кӑвак куртка, тӗттӗм симӗс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Калпакӗ пулман. Ватӑскер уксахлать, япӑх илтет, хӑш чухне ӑс-тӑнӗпе арпашӑнса хӑй ӑҫта иккенне ӑнланмасть. Ӑна "Лиза Алерт" ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89176716090, 89053797600. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн Чӑваш Енре шкул ачи велосипедсем вӑрласа сутма хӑтланнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа пушӑн 12-мӗшӗччен Ҫӗнӗ Шупашкарта 3 велосипед ҫухалнӑ. Вӗсене Хӗвеллӗ, Комсомольски тата Строительсен урамӗсенчи подъездсенчен вӑрланӑ. Ҫак ӗҫе кам тунӑ? Полицейскисем 12 ҫулти шкул ачине тытса чарнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрланӑ велосипедсене сутасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ панӑ. Пӗрне вӑл ҫапла сутнӑ та. Халӗ велосипед ӑҫта пулнине шыраҫҫӗ. Тепӗр иккӗшне шкул ачи сутса ӗлкӗреймен. Вӗсене хуҫисене тавӑрса панӑ. Шкул ачине ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссие шута илме пултараҫҫӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗпе профилактика калаҫӑвӗ ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
infenshui.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫемьене упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӑна пулӑшасса шаннӑ, анчах лешӗ улталанӑ, укҫа сӑптӑрнӑ. 32 ҫулти арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн ҫемйинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухнӑ. Вӑл ӑна упраса хӑварас тесе юмӑҫран пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ сӑнӳкерчӗке пӑхнӑ та упӑшкипе арӑмӗн ӑнланманлӑх нумай пулни пирки каланӑ. Юмӑҫ пӑснинче сирме пултарать иккен. Вӑл йӑла-йӗрке ирттермешкӗн 140 пин тенкӗ ыйтнӑ. Арҫын куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та ҫемьери лару-тӑру йӗркеленмен. Арҫын ҫавӑн чухне тин хӑй ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухласа илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |