Хулара
stolica-s.su сайтри сӑн Шупашкарти 19 ҫулти каччӑ канмалли кунӗнче ҫӑмӑлттай хӗре чӗнсе киленес тенӗ те укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл кун пирки полицие пӗлтернӗ. Хайхискер пӗлтерӳре телефон номерӗ тупнӑ та шӑнкӑравланӑ. Унпа ҫепӗҫ саслӑ хӗрарӑм калаҫнӑ. Ку «пулӑшу» мӗн хак тӑнине пӗлтернӗ. Каччӑ укҫана куҫарса панӑ. Кайран ун патне каллех шӑнкӑравланӑ, страховкӑшӑн 10 пин ыйтнӑ. Ку каллех куҫарнӑ. Анчах ҫак та ҫителӗклӗ мар иккен – тепӗр темиҫе пин куҫарма ыйтнӑ. Каччӑн хӑйӗн укҫи пулман: микрозайм тата тусӗсенчен кивҫен илнӗ. Хӑратса шӑнкӑравлама тытӑнсан тин каччӑ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республика кунӗнче Шупашкарта каллех ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 1-мӗш маршрут ҫулӗпе ҫӳрӗ. 1964 ҫулта туса кӑларнӑ ЗиУ-5 троллейбус рулӗ умӗнче Владимир Поликарпович Спиридонов пулӗ. Вӑлах Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫула тухнӑччӗ. Владимир Поликарпович - Шупашкарти троллейбус управленийӗн хисеплӗ ҫынни. Вӑл унта 48 ҫул ӗҫлет. Ретро-троллейбусра 1960 ҫулсенчи пекех: билетшӑн тӳлемелли касса, компостер пур. Ҫула вӑл 9:09 сехетре тухӗ те парка 18:15 сехетре таврӑнӗ. Ӑна "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра та курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
svastour.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти старик патне килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та вӑл йӗрке хуралҫи тесе пӗлтернӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, унӑн кинӗпе ывӑлӗ аварие лекнӗ, вӗсем айӑплисем имӗш. Тӑванӗсене ҫӑлас тесен укҫа, 850 пин тенкӗ, тӳлемелле-мӗн. Старик телефонпа кинне калаҫтарма ыйтнӑ. Лере хӗрарӑм макӑрнӑ сасӑ илтӗннӗ. Кун хыҫҫӑн ватӑскер ӗненнӗ. Тепӗртакран ун патне палламан ҫын килсе укҫана илсе кайнӑ. Темиҫе минутран каллех шӑнкӑрав пулнӑ. Хальхинче аварире шар курнисене сиплеме 500 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ватӑскер каллех укҫа тыттарса янӑ. Темиҫе сехетрен арҫын ывӑлӗ патне шӑнкӑравлама шутланӑ. Лешӗ йӑлтах йӗркеллӗ пулнине, нимӗнле аварие те лекменнине каланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн Республика кунӗнче общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗ. Анчах хӑш-пӗр урама хупнӑран унта ҫӳрекен транспортӑн маршрутне улӑштарӗҫ. Тӗслӗхрен, 1-мӗш троллейбус чукун ҫул вокзалӗ таран ҫеҫ кайӗ, унтан ҫаврӑнӗ. 13 сехетре тӗп урамсене пӳлӗҫ. Шестви пӗтсен общество транспорчӗ ахаль чухнехи пекех ҫӳреме пуҫлӗ. Фейерверксен фестивалӗ 23 сехетре пуҫланӗ. Ҫавна май общество транспорчӗ те ҫур ҫӗр иртни 1 сехетченех ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
platesmania.com/ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра ҫӑлав службине васкавлӑ хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӗве арҫын кӗнӗ те хӑйӗн ҫумӗнче бомба пурри пирки пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем Интернационалист-салтаксен урамӗнче вырнаҫнӑ чиркӗве хӑвӑртах ҫитнӗ. Арҫын ҫумӗнче нимӗнле бомба та тупман. Чӑваш Республикинчи ҫӑлавпа шырав служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав арҫынна полици машинине лартса унпа психологи калаҫӑвӗ ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
transphoto.org сайтри сӑн Шупашкарта 11-мӗш троллейбуса унчченхи маршрут ҫинех тавӑрасшӑн. Кун пирки хула адмнистрацийӗ пӗлтерет. Кӑҫал Шупашкарта 4 троллейбус маршрутне улӑштарма палӑртнӑ. Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш тата 11-мӗш троллейбуссене пырса тивет. 5-мӗш троллейбуса каялла тавӑрасшӑн. Пӗлтӗр ӑна 11-мӗшӗпе пӗрлештернӗччӗ. Кӑҫал 11-мӗш троллейбуса унчченхи пекех «Чукун ҫулӗ» чарӑна таран ҫӳретттерме тытӑнасшӑн. Хальлӗхе улшӑнусем пирки тӗплӗ хыпар ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта Гагарин кӗперӗ ҫинчен, Юлиус Фучик урамӗнчен инҫех мар, 21 ҫулти арҫын персе аннӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен курнӑ. Ку хыпара халӑх корреспонденчӗ "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ. Хыпара пӗлтернӗ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсем кӑшкӑрнине илтнӗ. Ку ирхи 10 сехетре пулнӑ. Ӳкнӗ арҫын патне чупса пынӑ. Телее, леш вилмеллех аманман. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, перилӑсем тӑрӑх утнӑ та ӳкнӗ. Унӑн ури хуҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм велосипед вӑррине тытса чарнӑ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ. Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ. Ҫӗрле 69 ҫулти арҫын Кӑнтӑр поселокне велосипедпа кайма шутланӑ. Анчах унӑн икӗ кустӑрмаллӑ транспорт пулман. Ӑна вӑл вӑрлама шутланӑ. Хайхискер пӗр ҫурт картишне кӗнӗ те велосипеда илсе тухса кайнӑ. Анчах вӑл электричествӑпа ӗҫлекенни пулнӑ, Кӑнтӑр поселокне ҫитиччен заряд пӗтнӗ. Арҫын ӑна ҫул ҫинчех пӑрахса хӑварнӑ та ҫав хуҫалӑхах кӗрсе тепӗр велосипед вӑрлама тӑнӑ. Ҫавӑн чухне тытса чарнӑ та ӑна 56-ри хӗрарӑм. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 16 сехет те 40 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан 36-ри хӗрарӑм 6 ҫулти ывӑлӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пӗчӗкскер аслисенчен ирӗк ыйтмасӑр урама тухнӑ та самокатпа ярӑннӑ. Хайхискер «Вятка» ҫулпа пынӑ та пынӑ… Ача ҫур сехет ҫапла ярӑннӑ. Ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне амӑшӗ сехӗрленсе ӳкнӗ ӗнтӗ, ӑна шыранӑ. Арҫын ачана Ҫӗнӗ Шупашкара кӗнӗ ҫӗрти постра тӑракан Андрей Ильин асӑрханӑ. Полицейскисем ачана поста илсе килсе чей ӗҫтернӗ, мультик ярса панӑ. Микрорайонтан спутник хулана ҫитиччен пӗр водитель те чарӑнса ача пӗччен ӑҫта кайни пирки кӑсӑкланман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи нумай хваттерлӗ 9-мӗш тата 11-мӗш ҫуртсене ишсе антарасшӑн. Ҫавна май Шупашкар хула администрацийӗ аукцион ирттерӗ. Малтанхи хак - 1,5 миллион тенкӗ. Икӗ ҫурчӗ те 1957 ҫулта тунисем. 9-мӗш ҫурт ишӗлсе аннӑпа пӗрех. Энергетиксен урамӗнчи 9-мӗш,11-мӗш тата 16-мӗш ҫуртсене "Грандстрой" тулли мар яваплӑ обществӑн ишсе антармалла пулнӑ. Вӑл ҫак вырӑнта ҫӗнӗ микрорайон тума пуҫланӑ. Анчах ӗҫ малалла кайман. Унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ. Сӑмах май, юлашки 10 ҫулта Шупашкарта нумай хваттерлӗ 257 ҫурт ишсе антарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |