Хулара
cap.ru сайтри сӑн «Таса вӑйӑсем» квест-вӑййа Шупашкарти 60 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем «Солнечный», «Ясная поляна» микрорайонсем ҫывӑхӗнчи вӑрманта ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Унта хутшӑнакансем артефактсен конкурсӗнче тупӑшнӑ, куншӑн балсене тивӗҫнӗ. 60 ытла ҫын 78 михӗ уйӑрнӑ ҫӳп-ҫап, 103 михӗ хутӑш ҫӳп-ҫап, 13 покрышка, 6 батарейка, пысӑк ҫӳп-ҫап пухнӑ. Пӗтӗмпе – 1,3 ытла тонна. «ЭКО-ЛЕВИКИ» команда ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, иккӗмӗш вырӑнта – «Шупашкар замесӗ», виҫҫӗмӗш вырӑна «Химик-энтузиастсем» тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус шӑтӑк-путӑка кӗрсе ларнӑ. Унта вӗсен бази вырнаҫнӑ. Пӗлетӗр ӗнтӗ: унта шӑтӑк нумай, асфальт питӗ начар. Ҫумӑр ҫунипе лупашка мӗн тарӑнӑшне пӗлме те ҫук. Ҫула хӑҫан юсӗҫ? Ку ӗҫе ҫитес ҫула куҫарнӑ. Ӑна суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн юсамалла. Приставсем нимӗн те туманшӑн тӳре-шарана икӗ хутчен штрафланӑ. Реконструкци 2-3 тапхӑрпа иртмелле. Кашниех 2-3 ҫула тӑсӑлӗ. Хальлӗхе ку ӗҫсене 1,5 миллиард тенкӗпе пурнӑҫлама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти пӗр ҫурт ҫине Андриян Николаева ӳкерме пуҫланӑ. Ӑна ҫуртӑн айккинчи стени ҫине ӳкерӗҫ. Ҫак ҫурт -Хевеш урамӗнче, 30-мӗш ҫурт. Картинӑна йӗрлесе тухнӑ ӗнтӗ. Вӑл - «Салам, Ҫӗр!» картинӑн пайӗ. Николай Овчинников ӑна 1962-1963 ҫулсенче ӳкернӗ. Сӑмах май, космонавт Тӑван ҫӗр ҫине таврӑнни пирки тата картина пур. Унта - Юрий Гагарин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
abakan.sm сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хулара хутса ӑшӑтмалли сезон хӑҫан пуҫланассине пӗлтернӗ. Ахӑртнех, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче. Ҫапла ҫырнӑ вӑл Телеграм-каналӗнче. Малтан ача пахчисенче, шкулсенче, пульницӑсенче ӑшӑ парӗҫ, кайран - нумай хваттерлӗ ҫуртсенче. Сезон пуҫлансан 7-10 кунран пур ҫӗре те ӑшӑ ҫитмелле. Аса илтерер: Ҫӗмӗрлере — авӑнӑн 14-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта авӑнӑн 19-мӗшӗнче ӑшӑ янӑ. Паянхи куна республикӑри чылай районта хутса ӑшӑтмалли сезон пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта ҫил-тӑвӑл алхасрӗ. Вӑл ахаль иртмен - пӑтӑрмахсем пулнӑ. "Мега Молл" суту-илӳ комплексӗ патӗнче пысӑк вывеска ҫул ҫине вӗҫсе ӳксе 5 машинӑна сиенлетнӗ. Петров урамӗнче йывӑҫсем ӳкнӗ. "Мега Моллтан" инҫех мар, Декабристсен урамӗнче, Шупашкарти професси колледжӗн ҫивиттин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Тимӗр татӑкӗсем ҫавӑнтах вӗҫсе ӳкнӗ. Хула урамӗсенче шыв кӳлленчӗкӗсем пухӑнни пирки те ҫыраҫҫӗ тӗнче тетелӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чебмедиа" сайтри сӑн Шӑматкун Шупакарта ретромашинӑсене курса киленме май пулӗ. Курав «Амазония» паркра уҫӑлӗ. «Чайкӑсем», «Победӑсем», «Доджамисем»… Вӗсене курас тесен авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 10-15 сехетсенче парка пымалла. Куравра 30 яхӑн машина пулӗ: ГАЗ-АА, ГАЗ-05-193, ГАЗ-С1, М-20 «Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-14 «Чайка», тӗрлӗ ҫулти «Москвич», ГАЗ-69, ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, Америкӑра 1941 ҫулта туса кӑларнӑ DODGE-WC51. Ҫавӑн пекех мотоциклсем пулӗҫ: ИЖ-49, JAWA-350. Ку кӑна мар – куравра ытти машинӑна та курса киленме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче парабадминтонистсем ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатне килсен Шупашкарти «Раҫҫей» хӑна ҫуртне кӳмепе кӗреймен. Унта ятарлӑ пандус ытлашши чӑнкӑ пулнӑ. Ҫавна май прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫак ҫитменлӗхе пӗтермелле тесе представлени ҫырнӑ. Ведомство хӑна ҫурчӗн хуҫи сусӑрсене ҫӳремелли пандуссемпе тытӑнмаллисене хатӗрлеменнине ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра хӑна ҫуртӗнче ҫак ҫитменлӗхсене пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
liter.kz сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑм инвестиципе укҫа ӗҫлесе илетӗп тесе савӑннӑ пуль-ха. Анчах вӑл ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Тупӑш тӑвайман. Хӗрарӑм пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче тупнӑ. Кӗҫех унпа палламан ҫын ҫыхӑннӑ. Вӑл унӑн консультанчӗ-мӗн. Хайхискер ӑна укҫа ӗҫлесе илме пулӑшать иккен. Ҫав палламан ҫын каланипе хӗрарӑм 10 кунра 500 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран вӑл укҫана тавӑрма шутланӑ. Паллах, усси пулман. Кун хыҫҫӑн вӑл полицие кайнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
proprikol.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Вӑл юмахри сӑнарӑнни пек. Нумаях пулмасть тӗп хулари Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗ Золушка ята регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрӗ валли ҫак ята суйланӑ. Иртнӗ эрнере ҫак районта 48 пепке ҫуралнӑ: 24 арҫын ача тата 24 хӗрача. Сайра тӗл пулакан ятсен йышӗнче ҫаксем пулнӑ: Илиан, Лука, Золушка, Дана, Стефания. Чи анлӑ сарӑлнӑ ятсем: Дамир, Ярослав, Михаил, Валерия, София, Василиса, Елизавета. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ch.versia.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта 17-мӗш тата 21-мӗш маршрутсемпе ҫӳрекен автобуссенче билет хакӗ ӳсӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗлӗх юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Ҫав кунран пуҫласа ку автобуссенче билетшӑн 28 тенкӗ тӳлемелле. Банк карттипе тӳлесен те 28 тенкех кӑларса хума тивӗ. Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче спутник хулара билет хакне ӳстерсе 24 тенке ҫитернӗччӗ. Ку — банк карттипе тӳлесен. Укҫан парсан вара — 26 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |