Хулара
belgorod.ldpr.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм ун ячӗпе такам кредит илме пуҫланӑ тенине ӗненнӗ. Ултавҫӑсем ку меслетпе тӑтӑшах усӑ кураҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑм та вӗсене ӗненнӗ. Палламан ҫын кредит илме хатӗрленнӗ «ултавҫа» тупас тесе ӑна онлайн-займ илме, укҫана кӑтартнӑ счет ҫине куҫарма ыйтнӑ. Укҫана пӗрремӗш хут куҫарсанах банк унӑн карттине блокировка тунӑ. Кун хыҫҫан вӑл нухрата банкоматран илнӗ те палламан счет ҫине куҫарнӑ: 812 пин тенкӗ. Ҫапла вӑл ултавҫа 2,9 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Каҫхине хӗрарӑм тусӗпе шӑнкӑравласа калаҫнӑ. Ҫавӑн чухне лешӗ ӑна ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗ йӗкӗреш хӗрачасене хӑйне евӗр ятпа ҫыртарнӑ. Амӑшӗ вӗсене Фелиция тата Флоренция ятсем хунӑ. Икӗ хӗр пӗрчине килте пиччӗшӗ тата аппӑшӗ кӗтеҫҫӗ. ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пилӗк йӗкӗреш ҫуралнӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре 112 йӗкӗреш тата 1 виҫӗреш кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
virilismed.ru сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем Евника ятлӑ хӗрачана регистрациленӗ. Ача нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. ЗАГС ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал ята вӗсем юлашки икӗ ҫулта тӗл пулман. Евника Авалхи Греци ячӗ, «ырӑ ҫӗнтерӳ» тенине пӗлтерет. Ку ята Библире те асӑннӑ. Вӑл иудеянка, Павӑл апостолӑн Тимофейӑн амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Граждан урамӗнчи 81-мӗш ҫурт авариллӗ лару-тӑрура пулнине унчченех йышӑннӑ. Анчах унта пурӑнакансене урӑх ҫӗре куҫарман-ха. Ҫак кунсенче халӑх тетелӗсенче видео сарӑлнӑ. Хӗрарӑм хваттерӗнчи мачча йӑтӑнса аннине ӳкернӗ. Юрать-ха, унта никам та пурӑнман. Хӗрарӑм хваттерне пӑхма килсен мачча ишӗлнине асӑрханӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин мачча ишӗлсе аннине ҫирӗплетнӗ-ха, анчах вӑл тӗрӗсех мар информаци пулнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта Атӑл хӗрринче "Вутӑшпи" пур. Ӑна Андрей Молоков скульптор пӑртан ӑсталанӑ. "Вутӑшпи" хӗллехи ишевӗн "АкваАйСпорт" федераци ҫурчӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Сӑмах май, Андрей Молоков пӑрпа кӑна мар, улӑмпа та, хӑйӑрпа та, утӑпа та ӗҫлет. Кӑҫал вӑл фестивальсенче пӑртан скульптура ӑсталаса икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: пултараллӑ скульптор И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
kartinkin.net сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурине сусӑр ачана кирлӗ препаратсемпе тивӗҫтерменни пирки ҫӑхав ҫитнӗ. Ачана кашни кун инсулин ямалли йӗп тата юнри глюкоза шайне тӗрӗслемелли тест кирлӗ. Анчах ӑна вӗсемпе тивӗҫтермен. Прокуратура тӗрӗслев пуҫарсан пӑр вырӑнтан тапраннӑ. Ведомство Хулари ача-пӑча клиники тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра ачан пӗтӗм препарат пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Шупашкарти 24 шкула эвакуацилеме тивнӗ. Йӑлтах – мина хунӑ тесе пӗлтернине пула. Анонимлӑ хыпарсем электронлӑ почтӑна килнӗ. 24 шкулти ачасене паян ирхине урама кӑларнӑ. Мина хунӑ тесе ЧР Вӗренӳ министерствин электронлӑ почтине те хыпар килнӗ. Вӗсем тӳрех йӗрке хуралҫисене чӗннӗ. Телее, оперативлӑ службӑсем нимӗнле мина та тупман. 11 сехет ҫурӑ валли пӗтӗм шкулта уроксем малалла пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта юр ирӗлтерекен хатӗр ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫапах хулари пӗтӗм юра унта турттарма пуҫламӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк пайне пур-пӗрех полигона илсе тухӗҫ. Юр ирӗлтерекен хатӗр Трактор тӑвакансен проспектӗнчи индустри паркӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл пӗр сехетре 45-60 кубла метр юр ирӗлтерме пултарать. Юр шывӗ канализацие юхать, кайран - тасатакан сооруженисене. Килӗшӗве "Дорэкспа" алӑ пуснӑ. Вӑл 7 миллион тенкӗпе 18,8 пин кубла метр юра утилизацилӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
yur-gazeta.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм кӳршисене сӑмахпа хӑртнӑшӑн судра явап тытнӑ. Ӑна административлӑ майпа айӑпланӑ. Ҫакӑ паллӑ: пӗлтӗрхи ҫурла, авӑн тата юпа уйӑхӗсенче 47 ҫулти хӗрарӑм аппӑшӗпе йӑмӑкне, 27-ри тата 30-ти хӗрарӑмсене, подъездра пӗрре мар сӑмахпа кӳрентернӗ. Лешсем ҫакна видео ӳкернӗ. Судра 47-ри хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ. Ӑна 3 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗн судне 54 ҫулти хӗрарӑм документсем пама килнӗ. Алӑкран кӗнӗ чухне тимӗр шыракан хатӗр сасӑ панӑ. Хӗрарӑма сумкӑри тимӗр япалана кӑларса хума ыйтнӑ, ҫакна пурнӑҫламасан мӗн пулассине те асӑрхаттарнӑ. Вӑл хирӗҫленӗ. Унӑн сумкине ухтарсан штопр тупнӑ. Хӗрарӑм судра вӑл ӑна мӗн тума кирлӗ пулнине ӑнлантарайман. Ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр суд залне хураллакан приставсем унта пынӑ ҫынсен ҫумӗнче илсе кӗме юраман 3 пин ытла япала тупнӑ. Ҫав шутра - электрошокерсем, пневматика пӑшалӗсем, касакан япаласем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |