Хулара
cap.ru сайтри сӑн Кӗҫех, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ун валли 20 лапам хатӗрленӗ. «Ҫуркунне» ял хуҫалӑх ярмӑрккисем тӗп хулара виҫӗ ҫӗрте ӗҫлӗҫ: «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ, «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗ умӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ умӗнче. Ярмӑрккӑ пӗлтӗрхи тухӑҫа сутса пӗтерме май парать. Унта сухан, кишӗр, помидор, хӑяр, аш-какай, сӗт юр-варӗ, кӗрпе таврашӗ, пыл тата ыттине сутма пулать. Суту-илӳ вырӑнӗсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтернӗрен продукци хакӗ те пӗчӗкрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" архивӗнчи сӑн Паян 11 сехет те 20 минутра Шупашкарта «Ҫеҫпӗл» чарӑнуран пуҫласа «Афанасьев урамӗ» чарӑну таран троллейбус линийӗ ҫинче авари пулнӑ. Ҫавна май троллейбуссем вӑхӑтлӑха ҫӳреймен. Вырӑна техпулӑшу машини килнӗ. Вӑл троллейбуссене куҫарма пулӑшнӑ. Пӗр троллейбуса вара, 18-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскере, водитель тата пассажирсем тӗксе куҫарнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
chuvbook.ru сайтри сӑн Чӑваш кӗнеке издательстви "Шупашкар. Чебоксары" открыткӑсен пуххине кӑларнӑ. Унта - 24 открытка. Кашнин ҫине Шупашкарти илемлӗ вырӑнсене суйласа сӑнланӑ. Вӗсем ҫинче Мускав ҫыранне, Шупашкарӑн тӗп урамӗсене, каҫхи хулана курма пулать. Открыткӑн пӗр енче хулари вырӑн пирки, сӑнӳкерчӗк авторне ҫырса кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
9111.ru сайтри сӑн Шупашкарта вытрезвитель пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ӑна хӑш вырӑнта тӑвасси паллӑ марччӗ. Халӗ ҫав ҫурт валли вырӑн суйланӑ. Вӑл Васкавлӑ медпулӑшу пульници ҫумӗнче пулӗ. Вытрезвителе ача-пӑча уйлӑхӗсене тунӑ пек хӑвӑрт хӑпартмалли конструкципе хута ярӗҫ. Палӑртмалла: ҫулсерен медицина учрежденийӗсене 3,5-5,5 пин ӳсӗр ҫын лекет. Вӗсенчен 0,5 процентне ҫеҫ медпулӑшу кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ фитосанитари мероприятийӗсене ирттернӗ чухне пылак пӑрӑҫ вӑрринче сӑтӑрҫӑ ӳсен-тӑранӗ тупнӑ. Ҫак сӑтӑрҫӑсене "Сарӑ апельсин" (вырӑсла "Желтый апельсин") ятлӑ гибридра асӑрханӑ. Ку вӑрра Шупашара Мускавран кӳрсе килнӗ. Пӗтӗмпе 49 хутаҫ вӑрӑра сӑтӑрҫӑ ӳсен-тӑран вӑррисем пулнӑ. Мӗнпур хутаҫа тӗп тунӑ - ҫунтарса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
images.hub.ldpr.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗ 2-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарта общество транспортӗнче билет хакӗ ӳсесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку улшӑнусем Шупашкара та пырса тивеҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тарифсене пысӑклатасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла акан 1-мӗшӗнченпе троллейбусра билет 30 тенкӗ пулӗ, карттӑпа тӳлесен – 27 тенкӗ. Автобусра билет хакӗ 31 тенке ҫитӗ, карттӑпа тӳлесен – 28 тенкӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен проездной хакӗ 1215 тенкӗ пулӗ /халӗ – 1135 тенкӗ/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
transphoto.org сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуспа ҫӳреме хакланӗ. Яланхи пекех билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ. Ҫапла майпа билет хакӗ 23-рен 25 тенке ҫитӗ. Карточкӑпа тӳлесен вара 23 тенкӗ пулӗ /халӗ 21 тенкӗ/. Проездной халӗ 1260 тенкӗ тӑрать-тӑк ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 1380 тенкӗ пулӗ. Шкул ачисемпе студентсен проезднойӗ 750 тенкӗ мар, 828 пулӗ. Юлашки хутчен Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбусри билет хакне 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хӑпартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
k-kompas.ru сайтри сӑн Пушӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса хӑй ултавҫӑсен серепине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне темле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе йӗрке хуралҫин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн. Ҫакна пӑрахӑҫламалла имӗш. Хӗрарӑма укҫана банка кайса илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна кредит илме ыйтнӑ. Ҫапла хайхискер палламан ҫынна 3,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 219 пин тенки унӑн хӑйӗн пухни пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Экстренный вызов 112" видео скринӗ Шупашкарта хваттер тара илсе пурӑнакан пӗр ушкӑн Китайри каччӑсене улталаса пурӑннӑ. Вӗсем пирки федераци каналӗпе "Экстренный вызов 112" те кӑтартнӑ. Хайхискерсем Китай Халӑх Республикинчи арҫынсене 3 миллион ҫурӑлӑх улталанӑ. Вӗсен хваттерӗнче йӗрке хуралҫисем ноутбуксем, телефонсем, банк карттисем тупнӑ. Ҫак ҫынсем Раҫҫей хӗрӗсемпе паллашассишӗн ҫунакан Китай арҫыннисене улталанӑ. Вӗсем Китайри Ухань, Синин, Ганьчжоу хулисенче пурӑнакан 42-56 ҫулсенчи арҫынсене улталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
proavto21.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта арҫын ывӑлне Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайма тухнӑ. Анчах вӗсен машини ҫӗмӗрӗлсе ларнӑ. Арҫын ачана вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ питӗ кирлӗ пулнӑ. Арҫын "Энергозапчаҫ" чарӑну патӗнче дежурствӑра тӑракан инспекторсем патне пырса пулӑшу ыйтнӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ Станислав Сергеев тата полицин кӗҫӗн сержанчӗ Тимофей Шаклин арҫынпа ачана служба машинипе пульницӑна питӗ хӑвӑрт илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |