Хулара
![]() wp-s.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫак кунсенче Златан ячӗллӗ арҫын ача ҫурални пирки пӗлтернӗччӗ. Калинин районӗн ЗАГС пайӗнче халӗ Леон ятлӑ ачана регистрациленӗ. Ку ят мӗнрен пулса кайнин икӗ вариант пур. Вӑл латин чӗлхинчен килнӗ, «лев» /арӑслан/ тенине пӗлтерет. Иккӗмӗш верси: грек чӗлхинчен кӗнӗ, унта та «арӑслан» тенине пӗлтерет. Палӑртмалла: пирӗн ҫӗршывра арҫын ачасене ытларах Лев ят параҫҫӗ. Европӑра вара Леон тата Лео анлӑ сарӑлнӑ. Леони пирӗн ҫӗршывра сайра хутра тӗл пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта фонтансем ӗҫлеме пӑрахӗҫ. Хула ҫыннисем вӗсемпе киленсе юлма темиҫе кун ҫеҫ юлчӗ. Фонтансене ҫанталӑк сивӗтес умӗн кашни ҫулах чарса лартаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫав вӑхӑт сисӗнмесӗр ҫитрӗ. |
Хулара
Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта фонтансем ӗҫлеме пӑрахӗҫ. Хула ҫыннисем вӗсемпе киленсе юлма темиҫе кун ҫеҫ юлчӗ. Фонтансене ҫанталӑк сивӗтес умӗн кашни ҫулах чарса лартаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫав вӑхӑт сисӗнмесӗр ҫитрӗ. Эсир вӗсемпе киленсе юлма ӗлкӗртӗр-и? |
Хулара
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче социаллӑ патруль ҫула тухнӑ. Рейда Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене пулӑшас енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр ирттернӗ. Социаллӑ патрульпе тухнисем килсӗр ҫынсене шыраса тупса вӗсемпе калаҫу ирттереҫҫӗ, вӗсене епле пулӑшу кирлипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Япӑхса кайнисенчен хӑшӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ — ун пек чухне васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илеҫҫӗ. Черетлӗ рейд вӑхӑтӗнче «Шупашкар» пасар ҫывӑхӗнче пулнӑ. Унта «Народные кормильцы» (чӑв. Халӑха тӑрантаракансем) православи ушкӑнӗ пулӑшу кирлисене кашни ытларикунсерен апатлантарать. Килсӗр-ҫуртсӑр Сергей ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫлама хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Маларах асӑннӑ центрта ӑна этем ретлӗ пурӑнма вӗрентӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kipmu.ru сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн ЗАГС пайӗнче питӗ сайра тӗл пулакан ята регистрациленӗ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ ывӑлне панӑ. Ҫак ят – Златан. Швецире унашкал ятлӑ футболист, ҫак ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин капитанӗ пулнӑ Златан Ибрагимович пур. «Златан» славян чӗлхинчен килнӗ, «ылтӑн», «хаклӑ», «ылтӑн ҫӳҫлӗ» тенине пӗлтерет. Вӑл 19-20-мӗш ӗмӗрсенче Балкан ҫӗршывӗсенче анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти 165-мӗш ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх 100 ача пахчи шутне кӗнӗ. Ӑна «Тӗслӗх ача пахчи» пек федераци реестрне те кӗртнӗ. Чи лайӑххисене суйланӑ чухне мӗн шута илнӗ-ха? Вӗренӳ пахалӑхне, инфратытӑма, педагогсен профессионаллӑхне, канӑва мӗнле йӗркеленине тата ачасен сывлӑхне упрама пулӑшакан мероприятисене ирттернине шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ptzgovorit.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 77 ҫулти киемее палламан ҫынсем улталанӑ. Вӑл вӗсене 70 пин тенкӗ куҫарса ӗлкӗрнӗ. Юрать-ха, суту-илӳ центрӗнче хуралҫӑ вӑл терминал умӗнче такампа телефонпа калаҫса укҫа куҫарнине асӑрханӑ. Ҫапла ун патне пырса ултавҫӑсем пирки ӑнлантарнӑ. Ултавҫӑсем анлӑ сарӑлнӑ схемӑпах усӑ курнӑ: кинемейӗн счетне такамсем хапсӑнаҫҫӗ, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла-мӗн. Кинемей вӗсене ӗненсе терминал патне пынӑ та. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Паян Шупашкарти «Виктория» сад юлташлӑхӗнче, Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче, 3 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. Вӑл уҫӑлма тухнӑ пулнӑ. Ярослав Краснова «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Ача 1 метр ҫӳллӗш, ҫутӑ ҫӳҫлӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ куртка, тӗттӗм кӑвак шӑлавар, шурӑ кроссовка, шурӑ карттус тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗсем: Елена (Касатка) 89520203557, Наталия (Симба) 89196666680. Лайӑх хыпар: ачана каҫ кӳлӗм тупнӑ, вӑл чӗрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() mixyfotos.ru сайтри сӑн Шупашкарти Мускав районӗнче администрацийӗн ЗАГС пайӗнче Эмели ятлӑ хӗрачана регистрациленӗ. Эмили ят мӗнле пулса кайнин темиҫе верси пур. Латин чӗлхинчен куҫарсан «тивӗҫлӗ кӗрешӳҫӗ» тенине пӗлтерет. «Эмили» тата «Эмилия» - пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ятсем. Анчах хальхи вӑхӑтра кашнинпе уйрӑм усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Франци тымарӗ те пур ку ятра. Вӑл «Эммануэлье» ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче йытӑ уҫӑлтарса ҫӳремелли лапам тума палӑртнӑ. Ун пеккине ҫывӑх вӑхӑтра виҫӗ ҫӗрте тума шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ лапамсенче йытӑсем валли пӗчӗк тусем, ирӗккӗн иртсе ҫӳреме чаракан вырӑнсем тата ытти ҫавӑн йышши япаласем пулӗҫ. Вӗсем йытӑсене физкультура тума май парӗҫ. Йытӑсене уҫӑлтарса ҫӳремелли лапамсене виҫӗ ҫӗрте йӗркелӗҫ: хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче, кӑнтӑр районӗнче тата Хӗвеллӗ районта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |