Хулара
Прокуратура тунӑ сӑн Чантӑр ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑ виллисене асӑрханӑ. Ҫавна май Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ. Пулӑ виллисем ҫыран хӗрринче те, пӗвере те пулнине асӑрханӑ. Халӗ специалистсем пулӑсем мӗншӗн вилнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Айӑплисене тупсан прокуратура вӗсен тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Максим Марьин ӗнер ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» хастарӗсем ӑна шырама тухнӑ. Ача 130 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Тӗттӗм кӑвак куртка, тӗттӗм хӗрлӗ шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки пӗлетӗр пулсн шӑнкӑравлӑр: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗсем: Елена Касатка, 89520203557, Татьяна Гюрза, 89282660548 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Лиза Алерт" ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем 58 ҫулти Валерий Анинович Филиппова шыраҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан арҫын килтен ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа унран хыпар ҫук. Килтен кайнӑ чухне тӗттӗм кӑвак футболка, сӑрӑ жилет, кӑвак трико, хура пушмак, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак арҫынна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Елена Касатка, 89520203557. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян кӑнтӑрла, 13 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗрринче сумка тупнӑ. Унта вара ҫар припасӗсем пулнӑ: патронсем, обрез. Сумкӑна арҫынсем асӑрханӑ. Вӗсем пӗр тӑхтамасӑр полици ӗҫченӗсене чӗннӗ. Оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫийӗнче ҫитнӗ, ҫав лаптӑка карса илнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, сумка хуҫине шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
orbsteppe.ru сайтри сӑн Шупашкарти арҫын патне мессенджерта "банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ" шӑнкӑравланӑ. Хайхискер такам унӑн ячӗпе кредит илме пуҫланине пӗлтернӗ. Вӑл ӑна кредита маларах илме, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫавӑнтах "йӗрке хуралҫи" калаҫӑва хутшӑннӑ, информацие ют ҫынсем пӗлнине каланӑ. Арҫын телефон номерне ведомство сайтӗнчипе танлаштарнӑ. Унтан кредит илнӗ. Укҫана куҫарма кайсан хайхискер йӗрке хуралҫине тӗл пулма сӗннӗ. Лешӗ ӗҫ нумай тесе килӗшмен. Кун хыҫҫӑн арҫын иккӗленме тытӑннӑ, сайтри номерпе шӑнкӑравланӑ. Вӑл тинех ултавҫӑсемпе калаҫнине ӑнланнӑ. Хайхискер палламан ҫынна чутах 1 миллион та 782 пин тенкӗ куҫарса паман вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан ҫемье халӑх тетелӗнче инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илме пулӑшакан реклама курнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем 800 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Рекламӑна курсан хӗрарӑм телефон номере хӑварнӑ. Кӗҫех унпа суя брокер ҫыхӑннӑ. Вӑл каланипе хӗрарӑм темле счетсем ҫине укҫа куҫарнӑ. Хайхискерӗн тупӑшӗ те ӳснӗ. Паллах, ку суя пулнӑ. Хӗрӑм тупӑша илме тӑрсан паллламан ҫын тепӗр 800 пин тенкӗ куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫулне вӑрӑмлатӗҫ. Ҫакна хула ҫыннисем тума ыйтнӑ. Шупашкарти транспорт сетьне аталантарас тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен комисси ыйтӑва тивӗҫтернӗ. Ҫапла "Унивеситет" микрорайонта автобус "Вӑрман" ятлӑ чарӑну таран ҫитӗ. Интервал пысӑк ан пултӑр тесе маршрута ытларах автобус кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Юрий Коновалов сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре крокус чечекленни пирки ҫак кунсенче хулари ҫынсем халӑх тетелӗнче тата тӗрлӗ формура ҫырма, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарма тытӑнчӗҫ. Анчах илемпе киленме пур ҫын та пӗлмест иккен. Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чечексен пӗр пайне таптаса, теприне чечек ҫыххи валли тӑпӑлтарса пӗтернӗ. Унран та ытларах — авалхи кивӗ ҫуртсемпе паллаштаракан, оргкантӑкран хатӗрленӗ проектӑн пӗр секцине ватнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Гагарин кӗперӗ, чи аялти пайӗ, арканма пуҫланӑ. Тӳре-шара вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Кӗпере тӗплӗн тӗрӗслеме палӑртнӑ. ЖКХ тата хула хӑтлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫлекен управлени директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫитес эрнере кӑна юсама пуҫлӗҫ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин каланӑ тӑрӑх, малтан Октябрь кӗперне юсама плана кӗртнӗ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн кӑна – Гагарин кӗперне. Анчах 2025 ҫулти планра та Гагарин кӗперӗ ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сайран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта «Ҫуркунне варкӑшӗ» курав уҫӑлнӑ. Унта хулари кинемейсем вӗт шӑрҫаран ӑсталанӑ шӑрҫасем, мӑй ҫыххисем, сулӑсемпе брошьсем вырӑн тупнӑ. «Ытарйми илем!» – хавхаланса та тӗлӗнсе палӑртнӑ кураври илемпе паллашнӑ май 73 ҫулти Людмила Тимошкина. Шӑрҫаран ҫавӑн пек илем ӑсталама ватӑсем социаллӑ центрта вӗренеҫҫӗ. Маларах асӑнса хӑварнӑ Людмила Николаевна хӑй те ылтӑн алӑллӑ. Унччен вӑл ҫыхнӑ та, вӗт шӑрҫапа та аппаланнӑ. Юлашки вӑхӑтра, хӑй калашле, ҫын хатӗрленӗ илемпе киленме кӑмӑллать. Анчах ҫакӑ тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кахалланнӑран мар — Людмила Николаевна кӗнеке вулама юратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |