Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер 14 сехет ҫурӑра Шупашкарти Пирогов урамӗнче пурӑнакан арҫын полицие шӑнкӑравласа унӑн кӳрши балконран пӑшалтан пени пирки пӗлтернӗ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем, Росгварди ҫыннисем ҫийӗнчех ҫитнӗ, ҫурта хупӑрласа илнӗ. Хайхи пӑшалтан перекен арҫын хваттер алӑкне хайех уҫнӑ. Вӑл, 60 ҫултискер, ӳсӗр пулнӑ. Пӑшал йӗркеллӗ регистрациленӗскерех пулнӑ. Юрать, иртен-ҫӳрен шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 96 ҫулти ватӑ хӗрарӑма, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, сивӗтмӗш юсакансем улталанӑ. Кинемейӗн ҫак техника ҫӗмӗрӗлнӗ, вӑл тӗнче тетелӗнче телефон номерӗ шыраса тупса шӑнкӑравланӑ. Икӗ арҫын килнӗ. Анчах вӗсем сивӗтмӗше юсайман. Ҫапах 38 пин тенкӗ ыйтнӑ. Кинемей 21 пин кӑна пуррине каланӑ. Арҫынсем ҫав укҫана илнӗ те татах килме, юсаса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ҫухалнӑ, телефонӗсене те тытман. Полицейскисем мӗнле фирма пулнине палӑртнӑ, ҫав ҫынсене тупнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем сивӗтмӗше юсанӑ, укҫана тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 21 сехет иртсен Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын ӑнсӑртран Атӑла кӗрсе ӳкнӗ. Юрать, ҫывӑхра шӑпах полицейскисем тата Рыбохрана инспекторӗсем ишсе иртнӗ. Вӗсем ӑна пулӑшнӑ. Унта Атӑл хӗрринче ҫын пухӑнакан вырӑн пур. Шывран вӑл 5-6 метр ҫӳллӗшӗнче. Арҫын ҫавӑнтан ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ ӳсӗр пулнӑ. Катерпа пынӑ полицейски тата патшалӑх инспекторӗ ҫав арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухса тухтӑрсен аллине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
dagpravda.ru сайтри сӑн Шупашкарти 67 ҫулти хӗрарӑм пухнӑ укҫи пӗтсен, пӗлӗшӗсем кивҫен пама пӑрахсан, банксем кредит пама хирӗҫлесен тин хӑй ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫапла вӑл пач ют ҫынна 9 миллион та 300 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Йӑлтах кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнинчен пуҫланнӑ. Унта газ кӑларакан пысӑк предприятине укҫа хывса нухрат ӗҫлесе илме май пурри пирки пӗлтернӗ. Вӑл ячӗпе номерне хӑварнӑ. Ҫапла ун патне шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Хӗрарӑм палламан ҫын хушнипе малтан счечӗ ҫинчи укҫине илнӗ, унтан - кредит, кивҫен. Анчах, шел те, ултавҫӑсем пулнине кайран тин ӑнланнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, хир качакине ҫапса кайнӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тискер чӗруна ҫапса хӑварнӑ водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ, ҪҪХПИ инспекторӗсене чӗнмен. Сӑмах май, ӗнер ҫурҫӗрте Шупашкарта хир качаки ҫул тӑрӑх чупса ҫӳренӗ. Вӑл ҫухалса кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапса кайнӑ чӗрчун шӑпах ҫавӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"На связи" форумри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен Шупашкарти 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуса «Университет» микрорайона ҫити ярӗҫ. Ҫапла вӑл Миначев урамне ҫитӗ. Ку маршрут перевозчикӗ автобуса ҫав микрорайона яма 2021 ҫултах ыйтнӑ. Анчах 32-мӗш тата 52-мӗш маршрутсен хуҫисем хирӗҫленипе ыйтӑва тивӗҫтермен. Пӗлтӗр ку ыйтӑва татах ҫӗкленӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тинех документа алӑ пуснӑ. Ҫапла 35-мӗш автобус «Хӗвеллӗ бульвар - Вӑрманлӑх» маршрутпа ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Ҫыхӑнура" порталти сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта та реорганизаци тӑвасшӑн. Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗпе пӗрлештересшӗн. Пӗрлештернӗ хыҫҫӑн организаци «Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр» ятлӑ пулӗ. Вӑл ватӑ ҫынсене, сусӑрсене, 3-18 ҫулсенчи ачасене воспитани паракан ҫемьесене пулӑшӗ. Организаци учредителӗ ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинче пурӑнакан 77 ҫулти Светлана Патшина урама кунсерен уҫӑлма тухса кӗрет. Пӗччен мар. Хӑйне пӑхакан социаллӑ ӗҫченпе. Ватӑ хӗрарӑма икӗ ҫула яхӑн ӗнтӗ Ирина Чернова социаллӑ ӗҫчен пӑхать. Урамра уҫӑлса ҫӳрени кирек камшӑн та усӑллӑ. Анчах та ватӑ ҫынсемпе сусӑрсене пӗччен тухса кӗме ҫӑмӑл мар. Ун пек чухне вӗсене социаллӑ ӗҫченсем пулӑшаҫҫӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта, ав, ҫав тӗллевпе «Майсене аталантарса» проект шухӑшласа кӑларнӑ. Светлана Патшинӑпа Ирина Чернова хӗлле те, ҫулла та, ҫумӑр е юр ҫусан та уҫӑлма тухса кӗреҫҫӗ. Уншӑн кинемей социаллӑ сллужбӑна тем пекех тав тӑвать. Ватӑ хӗрарӑмӑн хӗрӗ аякра, Греци ҫӗршывӗнче пурӑнать. Амӑшӗн пурнӑҫӗпе вӑл кӑсӑклансах тӑрать, видеоҫыхӑну урлӑ пӗлсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"За рулем" порталти видео скринӗ Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта автобусран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах «Университет» чарӑнура пулса иртнӗ. Иртсе пыракан машинӑн видеорегистраторӗ ҫакна шӑпах ӳкерсе илнӗ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ курӑнать: автобус чарӑнуран тапранса каять те хӗрарӑм хыҫалти алӑкран ҫул ҫине тухса ӳкет. Водитель алӑка хупмасӑрах кайма пуҫланӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта 37-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
vsegda-pomnim.com сайтри сӑн Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, каҫхине Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче арҫын ача йывӑҫ ҫине хӑпарса кайнӑ та каялла анайман. Пӗчӗкскерӗн чунӗ ырӑ – вӑл унта улӑхнӑ кушака ҫӑласшан пулнӑ. Анчах хӑй те «капкӑна» лекнӗ. Арҫын ача хӑй анайманнине кура ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем унта часах ҫитнӗ. Вӗсем ятарлӑ пусмапа усӑ курса малтан арҫын ачана антарнӑ. Унтан кушака ҫӗр ҫине анма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |