Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, хир качакине ҫапса кайнӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тискер чӗруна ҫапса хӑварнӑ водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ, ҪҪХПИ инспекторӗсене чӗнмен. Сӑмах май, ӗнер ҫурҫӗрте Шупашкарта хир качаки ҫул тӑрӑх чупса ҫӳренӗ. Вӑл ҫухалса кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапса кайнӑ чӗрчун шӑпах ҫавӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" форумри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен Шупашкарти 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуса «Университет» микрорайона ҫити ярӗҫ. Ҫапла вӑл Миначев урамне ҫитӗ. Ку маршрут перевозчикӗ автобуса ҫав микрорайона яма 2021 ҫултах ыйтнӑ. Анчах 32-мӗш тата 52-мӗш маршрутсен хуҫисем хирӗҫленипе ыйтӑва тивӗҫтермен. Пӗлтӗр ку ыйтӑва татах ҫӗкленӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тинех документа алӑ пуснӑ. Ҫапла 35-мӗш автобус «Хӗвеллӗ бульвар - Вӑрманлӑх» маршрутпа ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Ҫыхӑнура" порталти сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта та реорганизаци тӑвасшӑн. Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗпе пӗрлештересшӗн. Пӗрлештернӗ хыҫҫӑн организаци «Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр» ятлӑ пулӗ. Вӑл ватӑ ҫынсене, сусӑрсене, 3-18 ҫулсенчи ачасене воспитани паракан ҫемьесене пулӑшӗ. Организаци учредителӗ ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 77 ҫулти Светлана Патшина урама кунсерен уҫӑлма тухса кӗрет. Пӗччен мар. Хӑйне пӑхакан социаллӑ ӗҫченпе. Ватӑ хӗрарӑма икӗ ҫула яхӑн ӗнтӗ Ирина Чернова социаллӑ ӗҫчен пӑхать. Урамра уҫӑлса ҫӳрени кирек камшӑн та усӑллӑ. Анчах та ватӑ ҫынсемпе сусӑрсене пӗччен тухса кӗме ҫӑмӑл мар. Ун пек чухне вӗсене социаллӑ ӗҫченсем пулӑшаҫҫӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта, ав, ҫав тӗллевпе «Майсене аталантарса» проект шухӑшласа кӑларнӑ. Светлана Патшинӑпа Ирина Чернова хӗлле те, ҫулла та, ҫумӑр е юр ҫусан та уҫӑлма тухса кӗреҫҫӗ. Уншӑн кинемей социаллӑ сллужбӑна тем пекех тав тӑвать. Ватӑ хӗрарӑмӑн хӗрӗ аякра, Греци ҫӗршывӗнче пурӑнать. Амӑшӗн пурнӑҫӗпе вӑл кӑсӑклансах тӑрать, видеоҫыхӑну урлӑ пӗлсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "За рулем" порталти видео скринӗ Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта автобусран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах «Университет» чарӑнура пулса иртнӗ. Иртсе пыракан машинӑн видеорегистраторӗ ҫакна шӑпах ӳкерсе илнӗ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ курӑнать: автобус чарӑнуран тапранса каять те хӗрарӑм хыҫалти алӑкран ҫул ҫине тухса ӳкет. Водитель алӑка хупмасӑрах кайма пуҫланӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта 37-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vsegda-pomnim.com сайтри сӑн Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, каҫхине Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче арҫын ача йывӑҫ ҫине хӑпарса кайнӑ та каялла анайман. Пӗчӗкскерӗн чунӗ ырӑ – вӑл унта улӑхнӑ кушака ҫӑласшан пулнӑ. Анчах хӑй те «капкӑна» лекнӗ. Арҫын ача хӑй анайманнине кура ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем унта часах ҫитнӗ. Вӗсем ятарлӑ пусмапа усӑ курса малтан арҫын ачана антарнӑ. Унтан кушака ҫӗр ҫине анма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() r21.fssp.gov.ru сайтри сӑн Шупашкарти 52 ҫулти арҫын туберкулезпа аптӑрасан диспансеризаци витӗр тухман – алӑ сулнӑ. Вӑл тухтӑрсен сӗнӗвӗсене те пӑхӑнман, ятарлӑ медучрежденире те сипленмен. Приставсем ӑна нумаях пулмасть хулари пасар умӗнче тупнӑ – вӑл унта саккуна пӑсса милӗк сутнӑ. Хӑй мӗншӗн пульницӑна пыманнине ӑнлантарнӑ: 6 ҫул сипленнӗ хыҫҫӑн алли усӑннӑ имӗш. Арҫынна тупнӑ кунах республикӑри диспансера вӑйпах сипленме янӑ. Унта вӑл сахалтан 6 уйӑх ирттерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/gcheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ретротехника куравӗ иртӗ. Хула администарцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ун пек калӑпӑшлӑ та пысӑк курав унччен пулман. Пӗтӗм Раҫҫейри «Машины времени» (чӑв. Вӑхӑт машинисем) II курав «Амазони» этнокомплексра ҫӗртме уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫав вӑхӑтра унта 200 ытла единица ретротехника вырӑн тупӗ: XX ӗмӗрти автомобильсем, мотоциклсемпе мопедсем. Куракансем валли чӗрӗ рок-музыка янӑрӗ, Колумбинчи каскадёрсен шоувӗпе киленме май килӗ. Ретроавтомобиль пуррисене https://parkamazonia.ru/mashinyvremeny сайтра заявка пама сӗнеҫҫӗ. Ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен туса ӗлкӗрмелле. Парк территорине кӗнӗшӗн тата курава хутшӑннӑшӑн укҫа тӳлемелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи банкоматсенчен пӗрин умӗнче арҫын ют хӗрарӑмӑн телефонне туртса илнӗ. Ҫук-ха, усал шухӑшпа мар. Айван хӗрарӑма пулӑшас тенипе... Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм патне ултавҫӑсем шӑнкӑравланӑ, банк ӗҫченӗ хӗрарӑм ячӗпе кредит илнӗ, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла тесе ӗнентернӗ. Ҫапла тӑвас тесен ятарлӑ приложени вырнаҫтарса укҫана урӑх счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Хӗрарӑм апла тӑвайманнине пӗлтерсен кредит картти ҫинчи укҫана илсе урӑх счет ҫине куҫарма каланӑ. Хӗрарӑм банкоматсенчен пӗрин патне ҫул тытнӑ. Унта вӑл телефонти сасса хыттӑн илтӗнмелле ярса калаҫнӑ, ултавҫӑ каланине пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ҫавна илтнӗ пӗр арҫын хӗрарӑмӑн телефонне туртса илнӗ те монолога чарса лартнӑ, хӑй ҫийӗнчех пакунлисем патне шӑнкӑравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер кӑна Шупашкарта "Каскад" суту-илӳ ҫывӑхӗнчи стена ҫинчи Нарспи ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна Ксения Кокель грант укҫипе ӳкернӗ, ҫитменнине хӑйӗнне хушнӑ. Ҫак стена иртен-ҫӳрене 4 ҫул савӑнтарнӑ. Нумаях пулмасть стенана сӑрласа лартнӑ. Мӗншӗнни паллӑ мар. Ксения Кокель унпа Шупашкар хула администрацийӗ ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Нарспие ҫӗнӗрен ӳкереҫҫӗ иккен. Ксения халь ҫӗнӗ эскиз ӳкерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |