Хулара
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗвеллӗ бульварта ҫамрӑк пӗр арҫын машина тапратаймасӑр халтан кайнӑ. ГАЗель патӗнчи арҫынна патрульпе пост службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ. 22 ҫулти каччӑ 3 сехет иртсен ӗҫе кайма пуҫтарӑннӑ. Ҫӑкӑр турттаракан машинӑпа ӗҫлекенскер машинӑна сивве пула ниепле те хускатайман, хӑй те шӑнса кӳтме ӗлкӗрнӗ. Пакунлисем машинӑна тапратма пулӑшнӑ, ҫав вӑхӑтра ҫамрӑк водителе хӑйсен машинине ӑшӑнма кӗртсе лартнӑ. Каччӑ пакунлисене чунтан тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинче ӗнер каҫхине, урамра 35-е яхӑн градус шартлама тӑнӑ вӑхӑтра, 62 ҫулти арҫын урама ҫарамас тухнӑ. Ӑна патрульпе пост службин ӗҫченсем: Николай Васильев тата Юрий Миронов — асӑрханӑ. Арҫын Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 58/1-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Арҫын урах пулнӑ, унӑн тумтирне никам та хывса илмен. Арҫын Магницкий урамӗнче пурӑнаканскер иккен. Вӑл тухтӑр плӑшӑвӗ крлӗ мар тесе хирӗҫленӗ. Пакунлисем арҫыннӑн тӑванӗсемпе ҫыхӑннӑ, арҫынна хайхисем килне илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Мускав районӗн территорийӗнче йӗркене пӑсса пулӑ, чӑрӑш турачӗ тата пиротехника сутнӑ. Ҫакна ятарлӑ тӗрӗслевсем вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Саккуна пӑсса тавар сутакансене Энтузиатсен урамӗнчи 34-мӗш тата 29-мӗш «а», Элкер урамӗнчи 11-мӗш ҫуртсен тӗлӗнче асӑрханӑ. Йӗркене пӑсакан сутуҫӑсен тӗлӗшпе административлӑ протоколсем шӑрҫаланӑ. Саккун уйрӑм ҫынсене 1 пинрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене 3 пинрен пуҫласа 7 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене 30 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран штрафлама ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
orum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкарти хӑш-пӗр урамра шыв юхса выртнӑ. Ку хыпара «Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ. Эгер бульварӗнчен пуҫласа Хевеш тата Ленинла комсомол урамӗсем патне ҫитичченхи лаптӑкра ӗнер шарлаттарса шыв юхнӑ. Ун пекки хулара маларах та пулнӑ. Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи ҫӗрле, Кӑкшӑм урамӗнчен Яковлев проспектне кайнӑ ҫӗрте шыв юхса выртнӑ. Ҫавсен сӑлтавӗ коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑнма пултарнӑ. Кун пек шартламара шыв пӑрӑхӗсем ҫурӑлса каясси те часах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
gazeta-n1.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Шупашкарти полицейскисем "Вихрь" перфоратор йӑтса утакан арҫынна асӑрханӑ та ӑна тытса чарнӑ. Вӗсем инструмент камӑн пулнипе кӑсӑкланнӑ, мӗншӗн тесен унӑн документсем пулман. Куславккара ҫуралса ӳснӗ 28 ҫулти арҫын, судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑскер, перфоратора тӑванӗсенчен вӑхӑтлӑха илнине каланӑ. Анчах кайран ҫакӑ палӑрнӑ: 1 сехет каялла вӑл ӑна Хевеш урамӗнчи хваттертен илсе тухнӑ-мӗн. Унсӑр пуҫне телефон, кроссовка, духи йӑкӑртнӑ. 40 ҫулти кил хуҫине 5 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
fb.ru сайтри сӑн Банкра ӗҫлекен бухгалтер газ компанине инвестици хывас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ултавҫӑсене 1,5 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. 48 ҫулти хӗрарӑм пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче курнӑ. Раштавӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 3-мӗшӗччен тӗрлӗ счет ҫине 1,5 миллион тенке яхӑн куҫарнӑ. Ҫыннисен ячӗсем кунти пек пулманни те ӑна чарман. Хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан полицие пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн Урамра шартлама сивӗ тӑнӑран Шупашкарта хӑш-пӗр мероприяти пулмассине пӗлтернӗ. Кӑрлачӑн 6-8-мӗшӗсенче Николаев паркӗнче ирттерме палӑртнӑ мероприятисене пӑрахӑҫланӑ. Паян "Амазони" парк ӗҫлемен. Ахӑртнех, вӑл ыран та хупӑ пулӗ. "Планетари" кӑна ӗҫлӗ. Лакрей вӑрманӗнче Раштав уявӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене те пӑрахӑҫланӑ. Унта паян тата ыран аттракционсем ӗҫлемеҫҫӗ. Ыран ветерансен хушшинче ирттерме палӑртнӑ йӗлтӗр чупӑвӗ те пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
vk.com/tsur21 видеовӗнчен илнӗ скриншотпа усӑ курнӑ Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче тата Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ ҫийӗнчех пӗлтереҫӗ. Унта мӗн ҫырнисене Чӑваш Республикин Регион управленийӗн центрӗ сӑнаса тӑрать. Ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру пирки Ҫӗнӗ ҫул умӗн 400 ытларах хутчен евитленӗ. Вӗсем пирки хула администрацине ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Шупашкарта пурӑнакан Анастасия С., ав, сӑмахран, Бауман урамӗнчи чарӑнура картлашкана тасатса тӑманнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Татьяна М. вара 42-мӗш ача пахчипе 36-мӗш шкул хушшинчи Хевеш урамӗнчи тротурара тасатса тӑманни пирки систернӗ. Ҫынсем евитленине, Регион управленийӗн центрӗ ура ҫине тӑратнине кура коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫак тата ытти кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
t.me/vchuvashii сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарта общежити ҫуннӑ. Вут-ҫулӑм Шевченко урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра тухнӑ. Инкек кӑнтӑр кунӗнче сиксе тухнӑ. Иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ хваттер хыпса илнӗ. Инкек сиксе тухсан ятарлӑ службӑсем 9 хутлӑ ҫуртран 26 ҫынна, ҫав шутра 10 ачана, эвакуациленӗ. 17 ҫынна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Инкек вырӑнне тӗрлӗ служба ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ, ҫав шутра полиципе прокуратура таранах. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшенче, Шупашкарти нумай хутлӑ хӑш-пӗр ҫуртри хваттерсем ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Унта пурӑнакансен телейне, вӑхӑтлӑха. Хулан ҫӗнӗ кӑнтӑр микрорайонӗнчи темиҫе теҫетке ҫурта ӑшӑ пама пӑрахнӑ. Ҫав 76 ҫурт Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Ленинла Комсомол тата Кадыков урамсенче вырнаҫнӑ. Хулара пурӑнакансене пӗрлехи диспетчер службинче ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ӑшӑ сечӗ сиенленӗ. Ҫавна май ҫуртсенче ҫӗрӗпех ашӑ пулман, ир енне хваттерсем ӑшӑ ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |