Хулара
Шупашкарти «Университет» микрорайонта 1500 ача вӗренмелӗх шкул хута ярӗҫ. Ӑна 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Вӗренӳ учрежденине «Тус» строительство компанийӗ хӑпартӗ. Шкула тума хыснаран 1 миллиард та 408 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Асӑннӑ суммӑран 569,9 миллионне килес ҫул уйӑрӗҫ, 2024 ҫулта – 838,1 миллион тенкӗ. Шкул Лукин урамӗнчи 5-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулӗ. |
Хулара
t.me/spirincheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче кӗленчесемпе банкӑсем пухакан хатӗрсем (вӗсене фандоматсем теҫҫӗ) вырнаҫтарасшӑн. Вӗсене пысӑк суту-илӳ ҫурчӗсен умӗнче лартса тухасшӑн. Фандоматсем кирлипе кирлӗ марри пирки ҫынсем мӗн шухӑшланине пӗлме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Телеграм-каналта ыйтӑм ирттерессине пӗлтернӗ. Фандоматсем пластик тата кантӑк кӗленчесене, алюмини банкисене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсемшӗн укҫа илме пулать е лавккара тавар туянма купон параҫҫӗ. Савӑт-сапа йышӑнакан автоматсене тӗрлӗ ҫӗршывра вырнаҫтарнӑ, вӗсем Мускавра тата ытти хӑш-пӗр хулара пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта тимӗр гаражсем сутма йышӑннӑ. Вӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ: Илпек урамӗ, 7/2; Чапаев урамӗ, 16 (виҫӗ гараж); Энгельс урамӗ, 3 (тӑватӑ гараж); Чапаев урамӗ, 22; Усадьба урамӗ, 76; Склад проезчӗ, 18; Калинин урамӗ, 109. Складсене сутасси ҫинчен калакан йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин алӑ пуснӑ. Гаражсен пуҫламӑш сутлӑх хакӗ – 5 333 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
sovch.chuvashia.com сайтри сӑн Чук уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче Шупашкарта Мускава хушма пуйӑссем ҫӳрӗҫ. Пирӗн патран икӗ хутлӑ пуйӑспа та кайма май пулӗ. Рейс 22 сехет те 10 минутра ҫула тухӗ. Хальхи вӑхӑтра икӗ рейс пур: 18 сехет те 5 минутра тата 21 сехет те 15 минутра. Чӳк уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче 12 сехет те 55 минутра хушма рейс пулӗ. Билетсен хакӗ – 1,4 пин тенкӗрен пуҫласа 2,4 пин тенкӗ таран. Сӑмах май, кӑҫал Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче чӳк уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче канӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакансем «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти тӑватӑ чарӑну валли ятсем тупнӑ. Район пысӑкланса пынӑран ҫула тӑснӑ. Унта вара общество транспорчӗ чарӑнмалли 3 чарӑну тунӑ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» микрорайонта иртӗ. Ҫынсем чарӑнусене ҫапла ят пама сӗннӗ: «4-мӗш микрорайон», «Ялав» микрорайон», «Шупашкар проспекчӗ». Хальлӗхе ку татӑклӑ йышӑну мар. Сасӑлав ку ыйтӑва татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pxhere.com сайтри сӑн 2021 ҫулта Гвинея арҫынни Шупашкар хӗрарӑмне качча тухма ыйтнӑ. Анчах – укҫалла, 50 пин тенкӗлле. Ҫапла вӗсен арӑмӗпе упӑшки умӗнчи пек парӑмсем те пулмӗҫ тесе ӗнентернӗ. Ку арҫынна Раҫҫейре пурӑнма ирӗк паракан вӑхӑтлӑх документсене илме кирлӗ пулнӑ. Документсене илсен вӗсем уйрӑлма палӑртнӑ. Анчах Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури миграци служби ыйтнипе тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: вӗсем пӗрле нихӑҫан та пурӑнман, ачасем ҫук, иккӗшӗн хуҫалӑх та ҫук. Хӗрарӑм пачах урӑх арҫынпа пурӑннӑ. Африка арҫынни вара пӗрлешнӗ хыҫҫӑн Мускава тухса кайнӑ, ӗҫе вырнаҫнӑ. 50 пин тенкине вӑл карточка ҫине куҫарнӑ. Ленин районӗн сучӗ 28-ти арҫынпа 26-ри хӗрарӑмӑн ҫемйи суя пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
oren.mk.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм «банк ӗҫченӗ» текен ҫынсене ӗненсе 1,5 миллион тенке яхӑн ҫухатнӑ. Сценари яланхи пекех пулнӑ: палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Хайхи палламан ҫын хӗрарӑма укҫа-тенке «харушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Унӑн 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ нухрат пулнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл икӗ банкра 300 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Ҫак пӗтӗм укҫана вӑл – 1416 000 тенке - такамӑн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Куҫарса парсан тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Видеори скриншот Ӗнер Шупашкарта икӗ ҫамрӑк водитель темскер пайламан — ҫул варрине тухсах чышкисене ирӗке яма тытӑннӑ. Ҫакна вӑл вырӑнтан иртсе пыракан водитель ӳкерсе илнӗ. Видеона «За рулем» порталта вырнаҫтарнӑ. Видео ҫинче икӗ каччӑ ҫапӑҫни курӑнать. Вӗсене пӗр хӗр ҫапӑҫасран уйӑрма хӑтланать. Ку пӑтӑрмах Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче пулса иртнӗ. Ҫапӑҫу мӗне пула сиксе тухни тата мӗнпе вӗҫленни паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм банк карттине ҫухатнӑ. Унтан укҫа ҫухалма тытӑнсан, юпан 2-мӗшӗнче, вӑл полицие пынӑ. Йӗрке хуралҫисем видиокамерӑсене пӑхнӑ. Унта ҫакӑ паллӑ: икӗ арҫын лавккара тавар туяннӑ, вӗсенчен пӗри тупнӑ карттӑпа тӳленӗ. Ҫапла вӑл ют ҫын картти ҫинчи 3 пин тенке тӑкакланӑ. Ҫав арҫын – 60 ҫулта, Шупашкарти пӗр управляющи компанийӗнче ӗҫлет. Ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр ҫуртра юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тухнӑ пушарта ватӑ хӗрарӑм шар курнӑ. Беспалов урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра пурӑнакан 83 ҫулти кинемее больницӑна илсе кайнӑ. Карчӑк тӑваттӑмӗш хутра пурӑннӑ. Пушар балкон ҫинче тухнӑ. Вут-ҫулӑм алхаснине сиссе ҫӑлавҫӑсене кинемейӗн кӳршисем чӗнсе илнӗ. Пушара сӳнтерме 5 техника пырса ҫитнӗ, ҫуртра пурӑнакан ҫынсене эвакуациленӗ. Кил хуҫин хваттерӗ сиенленнӗ. Пушара сӳнтерекенсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑмпа кинемей тимсӗр пулнӑран инкек тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |