Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта та, Шупашкарти пекех, Республика кунне халалланӑ мероприятисене ирттересшӗн. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене хула кунӗпе саламланӑ май каланӑ. Ҫитес ҫул Республика кунӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта та иртӗ. Ҫавна май Элтепер хулара улшӑнусем пулассине каланӑ. Тӗслӗхрен, «Атӑл» кинотеатр ҫывӑхӗнчи лапама хитрелетесшӗн, хӑтлӑх кӗртесшӗн. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ шкул хута ярасшӑн, Атӑл ҫыранне илем кӳресшӗн, ҫурт картишӗсене лайӑхлатасшӑн. Ҫакна та палӑртмалла: Ҫӗнӗ Шупашкарта водород перекиҫне кӑларакан савут тума тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
hab.mk.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗ общество апатланӑвӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмешкӗн маска тӑхӑнма сӗннӗ. Кун пирки асӑрхаттарса ҫырнӑ ҫырусене пӗтӗм организацие ҫитернӗ. Вируса сарӑлма парас мар тесе общество апатланӑвӗн организацийӗсенче ӗҫлекенсене дезинфекци тума, маска тӑхӑнма, дистанцие пӑхӑнма ыйтнӑ. Аса илтерер: юлашки кунсенче республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине Шупашкарта патрульпе пост службин нарячӗ пысӑк михӗ йӑтса утакан арҫынна чарнӑ. Михӗре мороженӑй пулнӑ. Ӑҫтан тупнӑ вӑл ӑна? Михӗре 70 мороженӑй пулнӑ. Ҫак ӳсӗр арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл вӗсене Президент бульварӗнчи морозильник контейнерӗнчен вӑрланӑ. Пӗтӗмпе 90 мороженӑй йӑкӑртнӑ. Ыттине урампа утнӑ чухне ҫынсене валеҫсе пӗтернӗ. Ҫак арҫын кунти мар, вӑл - Киров облаҫӗнчен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар мэрӗпе Олег Кортуновпа ыран, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче 11-12:30 сехетсенче сывпуллашӗҫ. Унтан, 13 сехетре, Татиана соборӗнче кӗлӗ ирттерӗҫ. Аса илтерер: Олег Кортунов ӗнер , ҫурлан 22-мӗшӗнче, каҫхине вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл чӗре чирне пула сывлама пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче, кӳлмек тавра карталанса тӑнипе Чӑваш Ен Раҫҫей рекордне ҫӗнетнӗ. Кунашкал вӑрӑм вӑйӑ карти ҫӗршывра хальччен пулман. Кӳлмек тавра 12 пин те 731 ҫын тӑнӑ. Кӳлмек таврари лаптӑка 18 сектора пайланӑ. Кашнинче нимеҫӗ пулнӑ, ҫынсене картана тӑма пулӑшнӑ. Икӗ йӗркелӳҫӗ ҫынсене ятарлӑ хатӗрпе 40 минутра шутланӑ. «Кӗҫех ҫак ҫитӗнӗве Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекинче курӑпӑр!» - ҫапла ҫырнӑ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Телеграм-каналӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Айӑпланнисенчен хӑшӗсене юлашки вӑхӑтра тӗрлӗ организацире ӗҫлеттерме пуҫларӗҫ. Ку вӑл — федераци шайӗнчи йышӑну. Шупашар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин айӑпланнисем ӗҫлеме пултаракан предприятисен ҫӗнетсе тунӑ списокне хатӗрленӗ. Документа Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗпе пӗрле ҫирӗплетнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче списокра 90 предприятипе уйрӑм усламҫӑ патӗнче 349 ӗҫ вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗсен хисепне 382-е ҫитернӗ, организацисен шутне — 104-а. Ҫӗнӗрен йышӑннӑ переченьте Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр завочӗ (унта 10 ҫын ӗҫлӗ), «Ковчег» обществӑпа П.Г. Вастиков уйрӑм усламҫӑ (5-шер ҫын) пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ку вырсарникун Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хуламӑр 553 ҫул тултарать. Уявра пирӗн республика Раҫҫейри рекорда ҫӗнетесшӗн. Чи пысӑк мероприятисенчен пӗри кӳлмек тавра карталанса тӑни пулӗ. Кӳлмек тавра лаптӑка 18 сектора пайланӑ. Кашнинчех нимеҫӗсем ӗҫлӗҫ. Вӗсем акцие хутшӑнакансене ӑҫта тӑмаллине, мӗн тумаллине ӑнлантарӗҫ. Нимеҫӗ пулас килет-и? Кирек кама та йышӑнӗҫ. Ку карта Раҫҫейри чи пысӑкки пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pg21.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулин Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче виҫӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Ҫавна видео ӳкерсе илекенсем пулнӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ. Эльмен урамӗнчи харкашӑва патрульпе пост службин нарячӗ асӑрханӑ. Пакунлисем самантрах хушша-хуппа кӗнӗ. Полицие ҫапӑҫакансенчен иккӗшне лартса кайнӑ, вӗсен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ҫав арҫынсем йӗрке хуралҫисем лӑпланма, обществӑри лӑпкӑлӑха упрама ыйтнине итлемен. Ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ виҫҫӗмӗш ҫынна та ҫывӑх вӑхӑтра шыраса тупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта ватӑ пассажир троллейбусра аманнӑ. Ку 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра пулнӑ. Троллейбус пынӑ чухне 72 ҫулти хӗрарӑм ӳкнӗ. Ахаль пулман – унӑн ҫурӑм шӑмми аманнӑ. ҪҪХПИ транспортра пынӑ чухне порученьрен тытӑнса пымалли пирки асӑрхаттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин кунне уявланӑ май республикӑмӑрӑн тӗп хулин историлле пайӗпе паллаштаракан тӳлевсӗр экскурсисем иртӗҫ. Ӑна хулари музейпа туризм центрӗ йӗркелӗ. Экскурсисем ҫурла уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ҫуран утакансен ҫулҫӳревӗсем 1,5-2 сехет тӑсӑлӗҫ. Унӑн маршручӗ ҫапларах: ««Шупашкар» пограничникпа хурал карапӗ – Юханшыв порчӗ – Хӗрлӗ тӳрем – Мускав ҫыранӗ». Гид Шупашкарӑн историйӑпе тата культурипе паллаштарӗ, «Шупашкар» карап ҫине те кӗртсе кӑтартӗ. Экскурсие юханшыв порчӗ патне пуҫтарӑнмалла. Ҫулҫӳреве 10, 13 тата 15 сехетре тухӗҫ. Экскурсие 23-20-36 телефонпа (ирхи 8 сехетрен пуҫласа 16.30 сехетчен, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |