Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 20 ҫулти хӗр полицие пынӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн банк карттине ҫухатнӑ. Счечӗ ҫинчен 1 пин тенкӗ ытла ҫухалнӑ. Полицейскисем ют ҫын карттипе кам таваршӑн тӳленине тупса палӑртнӑ. Павлов мичман урамӗнчи лавккари видеона пӑхнӑ та ҫак ӗҫе шурӑ куртка тӑхӑннӑ хӗрарӑм тунине палӑртнӑ. Унпа пӗрле пӗлӗшӗ те пулнӑ. Ҫак сӑнӳкерчӗк ҫинчи хӗрарӑма палласан 8 999 756 00 68 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Троллейбус управленийӗн архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли директор шыраҫҫӗ. Конкурса чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑ. Малтан ку должноҫе унччен пассажирсене илсе ҫӳрес енӗпе ӗҫленӗ Эдуард Козлов йышӑннӑ. Ку тивӗҫе вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе пурнӑҫланӑ. Унӑн предприятие тӑкаксӑр ӗҫлеттерсе ямалла пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра директор тивӗҫӗсене Валерий Федоров пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Шупашкарта «Контур» савут» чарӑну патӗнче машина ҫынсем ҫине пырса кӗнӗ. Юрать-ха, вилмеллех таптаман. Ҫынсем ятарлӑ вырӑнтан ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Вӗсем ҫине машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 35 ҫулти водитель ларнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна янкӑр хӗвел ҫынсене асӑрхама чӑрмантарнӑ. 22ҫулти хӗре тухтӑрсем тӗрӗсленӗ. Тепӗр ҫын хӑйне лайӑх туйнӑран тухтӑрсен пулӑшӑвне илме хирӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта киле апат-ҫимӗҫ илсе ҫитерекен арҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн велосипедне вӑрланӑ. Унччен маларах офиса пӗр арҫын кӗрсе чипс вӑрлама тӑнӑ. Анчах унти ӗҫчен ӑна ҫакна тума паман. Тепӗр икӗ сехетрен Павлов мичман урамӗнче ун евӗр арҫынна тытса чарнӑ. Хайхискер чипс вӑрлама тӑнӑ арҫыннах. Вӑл хайӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
t.me/cheb_police сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти общество транспорчӗсенчен пӗринче пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха пассажир, кондуктор тата водитель хутшӑннӑ. Транспортри хирӗҫтӑру 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра, «33-мӗш шкул» чарӑнура сиксе тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кондуктор пассажира пуҫӗнчен ҫапнӑ, мӗншӗн тесен лешӗ ҫул укҫи тӳлемен. Кайран пассажир троллейбуса пырса кӗнӗ те кондуктора ҫапнӑ, кондуктора троллейбус водителӗ хӳтӗлеме тӑнӑ. Пассажирпа водитель пӗр-пӗрин тӗлӗшпе милицие заявлени ҫырса панӑ. Йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарта тӳре-шара кӗреҫе йӑтса кӳлмеке йывӑҫ лартма тухнӑ. Ку ӗҫ "Вӑрмана упрар" акципе килӗшӳллӗн иртнӗ. Акцие ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Тӳре-шара нимеҫӗсемпе пӗрле кӳлмекре ҫӑка хунавӗсене лартнӑ. Вӗсен йышӗнче ирга та пулнӑ. Пӗтӗмпе - 71 тӗп. Сӑмах май, кӳлмек реконструкцине пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеймен. Халӗ унта хунавсем ешерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pro-ugolovnoe.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын суя укҫапа усӑ курнӑшӑн судра явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче ҫак арҫын телеграмра 2 пин тенкӗлӗх икӗ суя укҫа туянасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Сутакан ҫын ӑна вӑрттӑн вырӑна хурса хӑварнӑ. Ку кайса илнӗ. Кун хыҫҫӑн арҫын лавккана кайса электрон пирус туяннӑ. Сутуҫӑ ӑна сдача панӑ. Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
www.9111.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 91 ҫулти арҫынна палламан ҫынсем улталама, унран 900 пин тенкӗ сӑптӑрма хӑтланнӑ. Анчах ватӑскер хӑйне улталама паман. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та мӑнукӗ аварие лекнине пӗлтернӗ. Куншӑн мӑнукӗ айӑплӑ-мӗн, хӗр шар курнӑ имӗш. Кӗҫех тепӗр арҫын калаҫӑва хутшӑннӑ, следователь-мӗн. Хайхискер ыйтӑва 900 пин тенкӗпе татса пама шантарнӑ. Старик ывӑлӗ патне шӑнкӑравлама шутланӑ, анчах хайхи следователь ҫакна тума чарнӑ, вӑл манукӗн характеристикине илме кайнӑ имӗш. Старик ӑна кӗтсе илессине пӗлтернӗ. Кӗҫех телефон патне арҫын пынӑ, ывӑлӗ имӗш. Ватӑскер унран вӑл, хӑйӗн ывӑлӗ ӗнтӗ, ӑҫта ӗҫленине, арӑмӗ мӗн ятлине ыйтнӑ. Хуравӗ пулман. Ҫапла 91 ҫулти старик телефона сӳнтернӗ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"На связи" форумран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи парка ҫӗнетме 65 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Парка 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӑтлӑлатса пӗтермелле. Ӗҫе 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчех тытӑнмалла. Хулан кивӗ пайӗнче вырнаҫнӑ ҫак парк хальхи вӑхӑтра питӗ кивӗ. Унта кивӗ саксемпе ҫӳп-ҫап витрисем кӑна пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
kommunarmelenki.ru сайтри сӑн Мускавра пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм ҫынсене улталаса пуйнӑ. Вӑл Чӑваш Енри 81 ҫулти кинемее те чутах шӑнман пӑр ҫине лартса яман. Кӑҫал ҫу уйӑхӗнче кинемей Шупашкарти Гузовский урамӗнче вырнаҫнӑ банка пынӑ, такама 50 пин тенкӗ куҫарса пама тӑнӑ. Банк ӗҫченӗ сисчӗвленнӗ, ватӑ хӗрарӑма укҫана куҫарма паман. Вӑлах кун пирки полицие пӗлтернӗ. Кинемее ултавҫӑсем шӑнкӑравласах тӑнӑ-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче «МММ» пирамидӑра «ҫунса кайнӑ» укҫашӑн компенсаци пама шантарнӑ. Кинемей чутах вӗсене пысӑк укҫа тыттарса яман. Ҫапах вӑл ултавҫа 11,5 пин тенкӗ куҫарса пама ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |