Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗр кӗпер ҫинчен ӳкнӗ те... Тавах Турра, чӗрӗ юлнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах паян 10 сехет те 55 минутра пулнӑ. Хӗр ҫыран хӗрринчи алӑк хапрӑкӗ патӗнчи кӗпертен ӳкнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем часах ҫитнӗ. Хӗре пульницӑна илсе кайнӑ. Шурӑ халатлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн сывлӑхӗ йывӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"ДТП Чувашии Аварком21" сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра чи ҫӳлти хутра пурӑнакан арҫын пирус тӗпне сӳнтермесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Ку чутах инкекпе вӗҫленмен. Ҫак пӑтӑрмах паян кӑнтӑрла пулнӑ. Юрать, кӳршисем сисчӗвленнӗ. Вӗсемех пушарнӑйсене чӗннӗ. Сӳнтермен пирус тӗпне пула матрас хыпса илнӗ. Кил хуҫи тухтӑрсем пульницӑна кайма сӗнсен килӗшмен. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Анатолий Кипеч Ҫулсерен Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хулан хисеплӗ ҫыннине палӑртасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ку ята тивӗҫессишӗн 3 ҫын кӗрешӗ. Сасӑлава утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен "Уҫӑ хула" порталта хутшӑнма пулать. Пӗрремӗш кандидат - Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева. Иккӗмӗш ҫын - Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч. Вӑл ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Канаш районӗн хисеплӗ ҫынни. Виҫсӗмӗш кандидат - "Отделфинстрой" строительство организацийӗн тӗп директорӗ Александр Черкунов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pravmir.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын пӗлӗшӗн тимсӗрлӗхӗпе усӑ курнӑ. Ун тӗлӗшпе суд пулнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын кафере ӳсӗр пулнӑ. Пӗлӗшӗн кевер чуллӑ ылтӑн ҫӗрри ҫӗре ӳкнӗ. Ҫакна арҫын курнӑ. Анчах нимӗн те шарламан, ҫӗрре илнӗ те сулахай уринчи нуски ӑшне чикнӗ. Кун хыҫҫӑн каферен тухса кайнӑ. Ҫӗрӗ 7,5 пин тенкӗ тӑраканскер. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Палӑртмалла: арҫын унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе лекнӗ. Суд унӑн 3 пӗчӗк ача пуррине шута илсе ӑна тӗрмене 1 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Унчченхи преступленишӗн те приговор вуласа юлашкинчен ӑна колони-поселение 2,5 ҫуллӑха ямалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Ленин районӗнчи ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем кунашкал ята унччен пӗрре те регистрацилемен. Нумаях пулмасть вӑл ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне ҫавнашкал ят ҫыртарнӑ. Вӑл - Милинтина. Ашшӗ Максим ятлӑ, амӑшӗ - Александра. Апла хӗрача Милинтина Максимовна пулать. Янӑравлӑ илтӗнет. Мӗне пӗлтерет-ха Милинтина ят? Тӗнче тетелӗнче ҫырнине ӗненес тӗк, вӑл "ҫынна пӑхма юратакан" тесе куҫать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Ҫӗнӗ Шупашкарти пляжра пӗр хӗрарӑм укҫа тупнӑ. Пурӗ 4 купюра. Вӗсем – 5 пинлӗскерсем. Укҫана 31 ҫулти хӗрарӑм асӑрханӑ. Купюрӑсем япӑхнӑскерсем пулнӑ. Вӗсем чӑн укҫан туйӑнманран хӗрарӑм укҫана кӑтартма банка кайнӑ. Чӑн та, суя укҫа пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑма суя укҫапа лавккара татӑлма хӑтланманшӑн ырлаҫҫӗ. Хӑйсем вара ҫав купюрӑсем пляжа епле пырса лекнине палӑртассипе ҫине тӑрассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗ хӑш-пӗр троллейбус маршрутне улшӑнусем кӗртесшӗн. Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш тата 11-мӗш маршрутсене пырса тивет. Ҫавӑн пекех 5-мӗш троллейбуса каллех ҫӳреттерме пуҫласшӑн. Тӗслӗхрен, 8-мӗш троллейбуса Чукун ҫул вокзалӗнчен Роза Люксембург урамӗ таран ярасшӑн. Ҫапла Алькешре пурӑнакан ҫынсем Трактор тӑвакансен проспектне ҫӑмӑллӑнах ҫитме пултараҫҫӗ. 6-мӗш троллейбус ҫулне улӑштарсан Ленин Комсомолӗн урамне ҫитме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн Ӗнер 21 сехет те 58 минутра ҫӑлав службине хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти Октябрь кӗперӗ ҫинчен хӗр сикесшӗн-мӗн. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Вӗсем аялалла сикме хатӗрленнӗ хӗрпе психологи калаҫӑвӗ ирттернӗ. Ҫамрӑкскер ҫӑлавҫӑсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫак ӑссӑрла утӑма тӑвас шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла вӑл лӑпланнӑ та киле кайнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти кӗпер ҫинчен ҫамрӑк арҫын ӳкнӗччӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ, урине ҫеҫ хуҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
jur24pro.ru сайтри сӑн Кӑҫал ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын подьездри 36-ри кӳршӗ хӗрарӑмне тӗл пулнӑ. Лешӗ упӑшкипе пулнӑ. Хайхискерсем унчченех пӗр чӗлхе тупайман. Лавккара тӗл пулсан та ҫак арҫын кӳршӗ хӗрарӑмне сутуҫӑ умӗнчех сӑмахсемпе кӳрентерме пуҫланӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 3 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта электросамокатлӑ ҫынсем инкеке лекеҫҫӗ. Электросамокатлӑ ҫынсемпе ҫу тата ҫӗртме уйӑхӗсенче 34 инкек пулнӑ. Асӑннӑ 34 тӗслӗхрен саккӑрӑшӗнче электросамокатпа пассажирсем ҫине пырса кӗнӗ. Шар курнисене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Инкексенче ҫынсем электросамокатсем ҫинчен ӳксе аманаҫҫӗ: кӑкӑр шӑммине, пуҫне ыраттараҫҫӗ, аллисене тата янах шӑммине хуҫаҫҫӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 250 ватран пӗчӗкрех хӑватлӑ самокатсемпе ҫӳреме права кирлӗ мар. Вӗсемпе тротуар тӑрӑх ҫӳремелле, светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ чухне утмалла. Хӑватлӑраххисене мопедпа танлаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |