Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан вӑйпитти арҫыннӑн хваттер укҫине туллин тӳлес килмен. Пӗчӗк тупӑшлисен ҫав тӳлевӗн пӗр пайне саккунлӑ майпа саплаштарма май пур-ха. Анчах енчӗк ҫӳхине документпа ҫирӗплетсе памалла. Коммерци организацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан 37 ҫулти арҫын суя справка илнӗ. Хӑй директорта ӗҫлет те справка илме йывӑр мар. Хут чӑтать теҫҫӗ. Пӑтӑрмах 2017 ҫулта пулнӑ. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен ҫемье бюджетран субсиди шучӗпе 22,5 пин тенкӗ илнӗ. Сумми пысӑках та мар, анчах ята кӗме нумай кирлӗ мар. Ултав ҫиеле тухсан усламҫӑ укҫана тавӑрса панӑ, апла пулин те ӑна пуҫиле майпа явап тыттарнӑ – суд 45 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
alfakontakt.ru сайтри сӑн Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май Шупашкарти ача пахчисене ӑшӑ пама йышӑннӑ. Ара, шӑпӑрлансем шӑнаҫҫӗ вӗт. Шкулсенче вара сивӗ-ха. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисемпе шкулсенче те ӑшӑ панӑ. Кун пирки хула администрацийӗ хыпарлать. Ку ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пулӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 5 кун ӗнтӗ сывлӑш температури вӑтамран 8 градусран сахалрах пулнӑ. Синоптиксем хӑҫан ӑшӑтма пуҫлассине каланӑ: ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Лиза Алерт" сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан 90-ри кинемей ҫухалнӑ. Елизавета Карпеева килтен 15 сехетре тухса кайнӑ. Ун чухне хура пальто, хура гамаш, хура пушмак тӑханнӑ пулнӑ. Мӑнукӗ каланӑ тӑрӑх, кинемей ку таранччен ҫухалса ҫӳремен, Кӳкеҫри пахчана ҫеҫ кайкаланӑ. Тӑванӗсем унта кайса пӑхнӑ - унта вӑл ҫук. Вӗсем пӑлханса ӳкнӗ, ҫынсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ватӑскере нимеҫӗсем шырама тытӑннӑ. Тавах Турра, ӑна тупнӑ. Савӑнӑҫлӑ хыпара тӑванӗсем ӗнер пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
fishki.net сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 84 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн хӗрӗ аварие лекни пирки каланӑ. Куншӑн ӑна явап тыттарма пултараҫҫӗ-мӗн. Хӗрне ҫӑлас тесен укҫа тӳлемелле имӗш. Кӗҫех ҫак хӗрарӑм патне палламан ҫынсем килсе 800 пин тенкине илсе кайнӑ. Камсем пулнӑ вӗсем? Чӑваш Енри тата Чулхула, Свердловск облаҫӗсенчи полицейскисем ултавҫӑсене часах тытса чарнӑ. Вӗсем – Кировра пурӑнакан 4 арҫын. Вӗсем 84-ри хӗрарӑма кӑна мар, ыттисене те улталани тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Хайхискерсем укҫине хӑйсене илмен, урӑх ҫынна куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Лесной посёлокра (вӑл хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ) шӑматкун каҫхине, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пуян ҫыннӑн хуралтисенчен пӗри ҫуннӑ. Инкек вырӑнне пушар сӳнтерекен службӑн темиҫе машини пырса ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автан» 30-а яхӑн тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑмпа ҫур сехете яхӑн кӗрешнӗ. Уҫӑ ҫулӑма каҫхи 11 сехет тӗлӗнче сӳнтернӗ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, «хӗрлӗ автана» пӑчлантарма шыва мунча ҫумӗнчи бассейнран уҫласа илнӗ. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ особняк хуҫи Владимир Ермолаев (хулари «Садовӑй» микрорайона хӑпартнӑ застройщик тата «Ярмарккӑ» пасарӑн унчченхи хуҫи) пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан Малинин Владимир Иванович паян ирхи 6 сехетре килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл ҫухални пирки тӑванӗсем "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ. Арҫын ӑсӗпе арпашма пултарать. Ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. "Эпӗ Владимир облаҫӗнче пурӑнатӑп", - теме пултарать. Хӑйӗнпе пӗрле укҫа, телефон ҫук. Килтен кайнӑ чух сӑрӑ куртка, тӗттӗм кӑвак шӑлавар, сӑрӑ-кӑвак тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ. Куҫлӑхпа ҫӳрет. Ҫак арҫынна карнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 89176730856, 89876615367. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗнче тӳре-шара кирлӗ. Кадр резервне кӗртме кандидатсенчен документсене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, резерва лекнӗ ҫынсен кайран муниципалитетри должноҫа йышӑнас шанчӑк пур. Специалистран пуҫласа ертсе пыракан вырӑн таранах. Кадр резервне кӗмелли вакансисемпе должноҫсен списокӗпе ҫак каҫӑпа http://www.gcheb.cap.ru/vacancies/721e5614-7cad-40bc-86ca-dcfebcffa554 иртсен паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
salsknews.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫур ҫӗрте Шупашкарта пӗччен пурӑнакан хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Вӑл диспетчерпа калаҫнӑ хушӑрах тӑнне ҫухатма пуҫланӑ. Фельдшерсем 6 минутран ҫитнӗ. Анчах хӗрарӑм патне тӳрех кӗреймен, домофон пулман. Вӗсем кӗриччен пациентӑн чӗри чарӑнса ларнӑ, унӑн клиника вилӗмӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хыҫран реанимаци бригади ҫитнӗ. Фельдшерсем чӗрине массаж тунӑ, искусствӗннӑй майпа сывлаттарнӑ. Юрать, тухтӑрсем ӑна тӑна кӗртме пултарнӑ. Халӗ хӗрарӑм пульницӑра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
buscheb.ru сайтри сӑн «Крокус Автон» лизинг тӳлевӗпе парӑмсем пухӑнсан унӑн автобусӗсене туртса илнӗ. Ҫапла Шупашкарта хӑш-пӗр маршрут ҫинчи транспорт пулман. Ҫынсен мӗн тумалла? Шар курнӑ маршрутсенчен пӗри - 42- мӗш автобуссем. Нумаях пулмасть ыйтӑва татса панӑ – вӑхӑтлӑх перевозчик тупнӑ. «Неман» автобуссем унччен Шупашкарта Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 262-мӗш маршрут ҫинче ӗҫленӗ. Халӗ вӗсем 42-мӗш маршрут ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хулари 1-мӗш клиника пульницин Перинаталь центрӗнче 800 грамм таякан ача ҫуралнӑ. Вӑл 26-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗн сывлӑхӗ хавшасан ӑна васкавлӑ кесарево мелӗпе ҫураттарнӑ. Тухтӑрсем хӗрачан пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Малтан вӑл реанимацире выртнӑ, унтан - тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмӗнче. Ӑна ӑста тухтӑрсем пӑхнӑ. Ҫак тапхӑрта хӗрачан йывӑрӑшӗ 2 килограмран иртнӗ. Ӑна тухтӑрсем киле кӑларма йышӑннӑ. Палӑртмалла: хӗр пӗрчи - ҫемьери иккӗмӗш ача. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна нумай вӑхӑт кӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |