Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти "Университет" микрорайонта ыран ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Вӑл "Маленькие академики" /чӑв. "Пӗчӗк академиксем"/ ятлӑ. Вӑл Кураков бульварӗнчи 1-мӗш ҫуртра вырнаҫӗ. Чӑннипе, ача пахчи ҫулталӑк кая юлса уҫӑлать. Унӑн пӗлтӗр кӗркуннех ачасене йышӑнмалла пулнӑ. Анчах подрядчик объекта вӑхӑтра туса пӗтермен. Виҫӗ хутлӑ ача пахчине ҫулталӑк ҫурӑран аслӑрах 250 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Унта 14 ушкӑн йӗркелӗҫ. Ачасен бассейнра чӑмпӑлтатма та май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Яндекс.дзен сайтри сӑн Кӑҫал ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти арҫын вӑхӑтлӑх киленӳ шыраса ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл киленӳ кӳрекен хӗре чӗнсе 26 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах тӗлпулӑва лешӗ килмен. Кун хыҫҫӑн арҫын хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Чӑваш Енри полицейскисем ҫав ултавҫа тупнӑ. Вӑхӑтлӑх киленӳ сӗнсе укҫа сӑптӑракан ҫын хӗрарӑм та мар, арҫын иккен. Хайхискер Пермь крайӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, ӑна укҫа-тенкӗ ставкӑсен вӑййине выляма кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
vk-gazeta.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене преступнике тытма пулӑшатӑп тесе шутланӑ. Анчах вӑл хӑй преступниксен аллине лекнӗ. Ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Вӑл йӗрке хуралӗнче ӗҫлет-мӗн. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм ячӗпе доверенноҫ пур, унпа хӑть кам та кредит илме пултарать. Унтан Шупашкар хӗрарӑмӗпе "банк ӗҫченӗ" ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна банкран укҫине илсе урӑх счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ку преступник йӗрӗ ҫине ӳкме кирлӗ-мӗн. Ҫапла пирӗн ентеш 1 миллион та 197 пин тенкӗ куҫарнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Шупашкарта троллейбус ҫуннӑ. Вӑл 6-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Троллейбус кивви мар, ҫӗнниех. Вӑл "Олимпийский" чарӑну патне ҫитсен ҫунма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра салонра пассажирсем те пулнӑ. Ҫынсем салонран тухнӑ. "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм троллейбус тӑрринче курӑннӑ. Вырӑна пушарнӑйсем, васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
sueveriya.com сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм юмӑҫ серепине лекнӗ. Лешӗ унран укҫа сӑптӑрнӑ. Хӗрарӑм юмӑҫ патне авӑн уйӑхӗнче ҫырнӑ. Вӑл арҫынна юратнӑ, лешӗ вара – ҫук. Хайхи юмӑҫ ӑна малтан питне ӳкерсе яма ыйтнӑ, унтан – ҫарамасланса пӗтӗм кӗлеткине. Ку диагностика тума кирлӗ имӗш. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах кайран ӑна ҫав юмӑҫ сӑнӳкерчӗксене тӗнче тетелне кӑларса хурассипе хӑратса укҫа ыйтнӑ. Хӗрарӑм ӑна 23 пин тенкӗ куҫарса парсан тин полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
КПРФ депутачӗ Александр Андреев Шупашкар хула администрацине хулари пӗр урама Иосиф Сталин ятне пама сӗнсе ыйтупа тухнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ патне ҫынсем ку ыйтупа пӗрре мар тухнӑ-мӗн. Тахҫан Шупашкарта унӑн ячӗпе хисепленекен урам пулнӑ. Малтан Ленин проспекчӗ Сталин проспекчӗ пулнӑ. Сӑмах май, "Ҫыхӑнура" форум ҫырнӑ тӑрӑх, 2014 ҫалта Раҫҫейре 30 яхӑн урам Иосиф Сталин ячӗпе хисепленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хули Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫланӑ. Чукун ҫул вокзалӗ умне, ав, 15 метр ҫӳллӗш чӑрӑш илсе пырса вырнаҫтарнӑ. Ҫӳллӗскере вырнаҫтарса лартма кран та кирлӗ пулса тухнӑ. Ёлкӑна раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче капӑрлатасшӑн-мӗн. Сӑмах май каласан, хулара гирляндӑсем туянса хунӑ, арт-объектсем хатӗр. Хальхи вӑхӑтра картишсемпе халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсене капӑрлатма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах «Ҫыхӑнура» форумра 15 метр тӑршшӗ ёлка чукун ҫул вокзалӗ умӗнче мӗн тума кирлӗ текен те тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
foto.cheb.ru сайтри сӑн Ӗнер Шупашкарта 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра икӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Пӗр арҫын чӳрече патӗнче ҫывӑрса пынӑ. Тепри салона кӗнӗ те мӑкӑртатма пуҫланӑ. Лешне ку килӗшмен. Иккӗшӗ тытӑҫсах ӳкнӗ. Хайхискерсем киревсӗр сӑмахсемпе те перкелешнӗ. Юлашкинчен автобус водителӗ чӑтайман – икӗ «паттӑра» салонран тухма ыйтнӑ. Лешсем урама тухсан чарӑнура малалла ҫапӑҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
almode.ru сайтри сӑн 11.11.2022. Ӗнер ҫакӑн пек кун пулнӑ. Хисепсем хитре тесе республикӑра эрнекун нумай ҫемье ҫавӑрнӑ. Канмалли кун пулманнине пӑхса тӑман. Чӳкӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта 24 мӑшӑр пӗрлешнӗ. "Хитре хисеплӗ кун ҫӗнӗ ҫемьесемшӗн лайӑх паллӑ пултӑр", - тенӗ тӳре-шара. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
yur-gazeta.ru сайтри сӑн Полици уйрӑмӗнче мина хунӑ тесе суйса шӑнкӑравланӑ арҫынна суд тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев срокӗ – тепӗр 2 ҫул. Ҫак арҫын Шупашкарта пурӑнать. Ҫӗртме уйӑхӗнчи пӗр кун вӑл «Каҫхи Хула» кафере каннӑ. Ҫавӑн чухне вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 32-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ полици уйрӑмӗнче мина хуни пирки пӗлтернӗ. Ятарлӑ службӑсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ те нимӗнле сирпӗнекен хатӗр те тупман. Арҫынна вара суд тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |