Хулара
![]() "На связи" форумри сӑн. Халӗ ку ӳкерчӗк ҫук 4 ҫул каялла Шупашкарти "Каскад" суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнчи постанци стени ҫине Нарспие ӳкернӗ. Ӗҫ авторӗ - паллӑ художникӑн Алексей Кокелӗн тӑванӗ Ксения Кокель. Ун чухне вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗреннӗ. Халӗ ҫав ӳкерчӗк ҫук. Ӑна сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа сӑрласа лартнӑ. Ксения Кокель ку ӳкерчӗке Крымра иртнӗ "Тавридӑра" ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе ӳкернӗ. Анчах ҫав 100 пин тенкӗ ҫитмен, хӑйӗнне те хушнӑ. Стена ҫинчи Нарспи мӗншӗн ҫухалнӑ? Паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнтерӳ кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти хӑш-пӗр урамсенче транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Стоянкӑсемпе те ирӗклех усӑ курма май пулмӗ. Уявра общество транспорчӗн хӑш-пӗр маршручӗ улшӑнӗ. Халӑха меллӗ пултӑр тесе троллейбуссемпе автобуссем ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗҫ. Аса илтерер: Ҫӗнтерӳ кунӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Вӑл ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() aartyk.ru сайтри сӑн Ӗнер Шупашарта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Темиҫе кун каялла ун патне пиччӗшӗ шӑнкӑравланӑ. Чӑннипе вара вӑл пачах ют ҫын пулнӑ. Хайхискер кӑшӑлвирусран сипленпе укҫа ыйтнӑ. Ку ӑна 24 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 65 ҫулти хӗрарӑм та "пиччӗшне кӑшӑлвирусран сипленме" х28 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Икӗ тӗслӗхӗнче те палламан ҫын хӑйне Сергей тенӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи скверта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Вӗсене оркестр, ансамбльсемпе тӗрлӗ ушкӑн концерт лартса панӑ. Ҫав кун скверта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсем янӑранӑ. Ветерансене парне, хӗрлӗ гвоздика парса савӑнтарнӑ. Сквера пухӑннисене вара пурне те Георги хӑйӑвӗ валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хулан тӗп пайӗнче 13 сехетрен пуҫласа транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Чару Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫӑнса Карл Маркс урамӗпе Воробьев композиторсен урамӗсем ҫыхӑничченхи вырӑнсене, ҫавӑн пекех Президент бульврӗнчен Дзержинский, Кооператив урамӗсене, Электроаппаратчиксен бульварне тухакан ҫулсене пырса тивӗ. Ҫӗнтеӳ кунӗнче, сӑмах май каласан, чару «Ҫӗрпӳ-Красноармейски-Кӳлҫырма» ҫула та пырса тивӗ. Унта ҫӑмӑл атлетсем «Дорога Мужества» (чӑв. Паттӑрсен чупӑвӗ) чупӑва тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() www.ntrk21.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр вӑрҫӑ ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн тимлӗх тата та ытларах уйӑрма тӑрӑшать. Центрта, сӑмахран, «Ырӑлӑх эрни» тата «Ҫӗнтерӳ десанчӗ» акцисем иртнӗ май кинемисемпе мучисен кил-ҫуртне ҫитсе тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче ырми-канми тӑрӑшнӑ ватӑсем патне социаллӑ ӗҫченсем бригадӑна пухӑнса та каяҫҫӗ. Ара, пысӑк ӗҫе пӗччен ӗлкӗрме йывӑр, темиҫен пӗрле пухӑнсан ӗҫ те хӑвӑрт каять. «Ҫавӑн пек социаллӑ центр пурришӗн тавтапуҫ. Зоя Петрова социаллӑ ӗҫчен кашни кун килсе ҫӳрет. Питӗ пысӑк пулӑшу парать», — чунтан тав тӑвать 90 ҫулти Анастасия Хрисанова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() afisha.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Чувашия» теплоход пӗр сехетлӗх рейссем ирттерме тытӑннӑ. Икӗ палубӑллӑ ҫав теплоход кашни кунах 13, 15, 17 тата 19 сехетсенче ҫула тухӗ. Унпа ярӑнма кайиччен ҫапах та расписани пирки Шупашкарти юханшыв портне шӑнкӑравласа уҫӑмлатма сӗнеҫҫӗ. Аслисен билет хакӗ 300 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 150 тенкӗ, 5 ҫулчченх ачасемшӗн тӳлемелле мар. Ыйтса пӗлмелеи телефон номерӗ 49-44-00. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти Юрий Гужгуров ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Паянхи кунччен унӑн телефонӗ ҫутӑ пулнӑ, паян сӳнсе ларнӑ. Анчах вӑл шӑнкӑравласан тытман. Тӑванӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен арҫын нихӑҫан та ҫухалман. Вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ҫухалнӑ: Лукин урамӗнчен Максим Горький проспекчӗ еннелле кайни паллӑ. Тӑванӗсем моргсене те, пульницӑсене те шӑнкӑравланӑ – ниҫта та ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Хӑш чухне, уявсенче, Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухать. Ҫӗнтерӳ кунӗнче те ӑна курма май пулӗ. Унпа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 9-11 сехетсенче тата 14-17 сехетсенче ярӑнма пулать. Троллейбус 1-мӗш маршрутпа ҫӳрӗ. Вӑл ҫӳренине «Ӑслӑ транспорт» сарӑм урлӑ йӗрлеме пулать. Унта ӑна «Р» саспаллипе паллӑ тунӑ. ЗИУ-5 троллейбуса, ретро-транспорта, 1964 ҫулта туса кӑларнӑ. Ӑна 2019 ҫулта юсаса уявсенче маршрут ҫине кӑларма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() https://vk.com/wall-184909631_2782 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗксем Шупашкара теплоходсем килме пуҫланӑ. Черетлӗ туризм сезонӗ ака уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫланнӑ. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти юханшыв портне «ВодоходЪ» туркомпанин икӗ теплохочӗ: «Кронштадт» тата «Мстислав Рострапович» — килсе чарӑннӑ. Атӑл юханшывӗ тӑрӑх ҫулҫӳреве тухнӑ туристсене шурӑ Шупашкарӑмӑрти экскурсоводсем тата «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗ юрӑ-ташӑпа ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Хӑнасем валли икӗ экскурси: ҫуран ҫӳресе, ҫавӑн пекех ҫуран тата автобуспа ҫӳресе паллашмалли экскурсисем йӗркеленӗ. Туристсем Шупашкарпа ырӑ аса илӳсемпе сывпуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |