Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта уявра ретро-троллейбус ҫула тухать. Республика кунӗнче те вӑл хула тӑрӑх ҫӳрӗ. 1-мӗш троллейбус 9 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, унтан 14 сехет 46 минутран пуҫласа 17 сехетчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе "Университет" микрорайона кайӗ. Руль умӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗн хисеплӗ ҫынни Владимир Поликарпович Спиридонов пулӗ. Ретро-троллейбус ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра та курма пулӗ. Ӑна "001Р" паллӑпа уйӑрса илме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи паркра 3 ҫулти ача ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шырас ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ. Александра Дамиан тата Серафима Иванова ун чухне йытӑпа уҫӑлса ҫӳренӗ. Вӗсем те ачана шыранӑ, паркра шаппӑн утса сас-чӗве итлесе пынӑ. Кӗҫех вӗсем ача макӑрнине илтнӗ. Ҫырма тӗпӗнчен илтӗнет иккен. Вӗсем унта ансан ачана тупнӑ. Пӗчӗкскер пушмакне ҫухатнӑ, йӗпенсе шӑнса хытнӑ. Питне вӑрӑм туна ҫыртса пӗтернӗ. Ача паркра 2,5 сехет ҫухалса ҫӳренӗ. Александрӑпа Серафимӑна ШӖМ тав туса парнесем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
big-rostov.ru сайтри сӑн Шупашкарта 75 ҫулти хӗрарӑма урамрах, ача-пӑча лапамӗнче, улталанӑ. Вӑл палламан хӗрарӑмсене 400 пин тенкӗ тыттарса янӑ. Кинемей ура ыратнипе аптӑрать. Урамра пынӑ чухне ун патне хӗрарӑм пынӑ. Вӑл урине сиплеме пулӑшать-мӗн. Анчах сывалма темӗнле йӑла тумалла имӗш. Ҫав вӑхӑтра тепӗр хӗрарӑм пынӑ та ку сиплев унӑн амӑшне пулӑшни пирки каланӑ. Кинемей вӗсене ӗненнӗ, килӗнчи 400 пин тенкине илсе тухса ҫав хӗрарӑмсене панӑ. Лешсем вара укҫапа ун ҫийӗн сулкалашнӑ та ҫухалнӑ. Кинемей тепӗр кун полицие кайнӑ. Халӗ ҫав хӗрарӑмсем камсем пулнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
kcso19.eps74.ru сайтри сӑн Шупашкар хӗрарӑмӗ ювелир лавккинчен парне выляса илнӗ тесе ӗненнӗ. Анчах ӑна улталанӑ. Ӑна Пермь крайӗнчи 21 ҫулти каччӑ шӑнман пӑр ҫине лартса хӑванӑ тесе шутлаҫҫӗ. Хайхискер казинора выляма юратнӑ, анчах укҫи пулман. Ҫапла вӑл ювелир лавккинчен парне выляса илнӗ тесе палламан номерсем ҫине пӗлтерӳсем янӑ. Кун хыҫҫӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлнӗ те унти укҫана вӑрланӑ. Ҫак каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru порталтан илнӗ скриншот Шупашкарти больницӑсене пӗрлештересшӗнни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Хулари 1-мӗш клиника больниципе Иккӗмӗш хула больницине тата П.Н. Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш хула больницине пӗрлештерес ыйтӑва Шупашкарта халӑхра пухӑнса сӳтсе явнӑччӗ. Халӗ республика Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков ятарлӑ йышӑнӑва ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Реорганизациленӗ организацин учредителӗ пулма Хулари 1-мӗш клиника больницине шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн Кӑҫал Шупашкарта чечексен фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна Анне палӑкӗ ҫывӑхӗнче йӗркелӗҫ. Фестивальте Шупашкара илем кӳрекен организацисем тата питомниксем арт-объектсемпе, чечекрен ӑсталанӑ кӳлепесемпе паллаштарӗҫ. Унта флористика вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарӗҫ, кӑшӑлсем тума вӗрентӗҫ. Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксен, сӑн ӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлӗ. Пултарулӑх коллективӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
t.me/pro_cheby канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем Шупашкар хулинче урам тӑрӑх вӗри шыв юхса выртать. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗрне систерекен пулнӑ. «Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 36-мӗш ҫуртри 4-мӗш тата 5-мӗш подъездсен тӗлӗнче вӗри шыв хӑҫанччен юхса выртӗ!?? Темиҫе уйӑх ӗнтӗ насус килсе пӗр ҫӑлти шыва теприне уҫласа куҫарать. Вӑл ҫук чухне вӗри шыв курӑк тата ҫул тӑрӑх юхса выртать. Уншӑн кам яваплӑ тата ҫав йӗркесӗрлӗх хӑҫан вӗҫленӗ?!!! Уншӑн явап тыттармалла. Вӗри шывшӑн ҫынсем укҫа тӳлесе тӑраҫҫӗ», — тӑрӑхса пӗлтернӗ хула ҫынни Телеграм-канала. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
incred.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын кредиткӑпа усӑ курман, анчах унтан унӑн укҫи ҫухалнӑ. 33 пин тенкӗпе такам усӑ курнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫынна тупма пулӑшнӑ. Ака уйӑхӗнче вӑл йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ. Уншӑн тӳленӗ чухне телефонӗнче тӗнче тетелӗ тытман та вӑл пӗлӗшне пулӑшма ыйтнӑ. Лешӗ кредиткӑна хӑйӗн телефонӗ ҫине ҫирӗплетнӗ, анчах каялла илмен. Хайхискер, унччен те вӑрланӑшӑн судпа айӑпланнӑ 20 ҫулти каччӑ, ҫав карттӑпа 2 уйӑх усӑ курнӑ: лавккара, кафере, хупахра. Ҫапла вӑл 33 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
vk.com сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнченпе «Северный поток» авиакомпани самолечӗсем эрнере икӗ хутчен, ытларикун тата эрнекун, Шупашкартан Сочие вӗҫме тытӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен вара «Победа» авиакомпани самолечӗсем те ҫак маршрутпа вӗҫме пуҫланӑ. Вӗсем тунтикунран пуҫласа эрнекунччен кашни кунах 13 сехет те 5 минутра Шупашкарта сывлӑша ҫӗкленеҫҫӗ. Ҫӗртмен 6-мӗшӗнчен ытларикунсерен Шупашкартан Сургута та вӗҫме май пур. Ку рейс авӑн уйӑхӗ вӗҫлениччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
5ol.ru сайтри сӑн Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 12 сехет те 20 минутра ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамӗнче килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ҫӑла ӳкнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Ҫекӗлпе усӑ курса вӗсем ҫӑла ӳкнӗ ҫапкаланчӑк йытта туртса кӑларнӑ. Паллах, йытӑ савӑннӑ. Ҫакна вӑл хӳрипе хаваслӑн вылятса палӑртнӑ. Ҫапла тав тунӑ ӗнтӗ вӑл ҫӑлавҫӑсене. Кайран вӑл хӑвӑрт кӑна куҫ умӗнчен ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |