Хулара
"Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта 44 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл Ольга Валерьевна Варсонофьева. Ҫӳллех мар хыткан кӗлеткеллӗ хӗрарӑм ҫав кун ҫутӑ симӗс куртка, шурӑ-кӑвак футболка, тӗттӗм кӑвак джинс, хура кроссовка тӑхӑннӑ. Пӗрле сумка пулнӑ. Ольга Варсонофьевӑна курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лизы Алерт» инфоргӗ: Наталия (Симба), 89196666680. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
jur24pro.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна нацизма реаблитациленӗшӗн суд тунӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, вӑл колони-поселенире 8 уйӑх ирттернӗ. Унсӑр пуҫне сайт администрацийӗпе ҫыхӑннӑ сайсемпе 3 ҫул ӗҫлеймӗ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче вӑл видеохостинг страницинче видео вырнаҫтарнӑ. Унта «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнакансене хурланӑ, вӗсене хисеплеменнине палӑртнӑ. Видеора ҫак арҫын Ҫӗнтерӳ кунне хисеплеменни те палӑрнӑ. Куншӑн унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
novyefoto.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана ашшӗ-амӑшӗ яппун ятне панӑ. Ӑна Ленин районӗнче регистрациленӗ. Арҫын ачана Акира ят хунӑ. Ку ят яппунсен тымарӗнчен килнӗ. Вырӑсла куҫарсан вӑл «кӗркунне ҫути», «кӗркунне йӑлтӑртатӑвӗ», «хӗвел тата уйӑх ҫути» тенине пӗлтерет. Урӑх вариантсем те пур. Аса илтерер: Шупашкарта Космос ятлӑ арҫын ача та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
yarmarka161.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче 20 пин тенкӗ тӑракан шӑнтмӑш туянас тенӗ. Хайхискер сайтра заявка хӑварнӑ. Кӗҫех унпа менеджер ҫыхӑннӑ. Ҫапла хӗрарӑм вӑл каланӑ счет ҫине 20 пин тенкӗ куҫарнӑ. Менеджер шӑнтмӑша киле пырса пама шантарнӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ - никам та нимӗн те илсе килмен. Кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл полицие пырса кун пирки каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
kolosinform.ru сайтри сӑн Шупашкарти предприятире ӗҫлекен 43 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче савни тупнӑ та унпа ҫырӑннӑ. Арҫын Сирири ҫар ҫынни-мӗн. Хӗрарӑм ӑна пуҫа ҫухатасла юратса пӑрахнӑ. Ӑна вӑл йӑлтах ӗненнӗ. Арҫын миллион доллар, хӑйӗн наградисене тата хаклӑ япалисене ярса парассине каласан та, таможня налукне тӳлеме ыйтсан та хӗрарӑм япӑххи пирки шутламан. Хайхискер миллионерша пулма ӗмӗтленсе 300 пине яхӑн тенкӗ куҫарнӑ. Ӑна вӑл кредит илнӗ. Анчах «савни» посылкӑна яма васкаман, каллех укҫа куҫарасса кӗтнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин хӗрарӑм хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
t.me/pro_cheby видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарта вӗлле хурчӗллӗ тата усал арҫынлӑ ача пахчи пур-мӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх. Унта сӑмах асӑннӑ хулари 16-мӗш ача пахчи пирки пырать. Алӑкран кӗнӗ ҫӗрте вӗлле хурчӗсем иленнӗ иккен. Ача пахчин заведующине каланин усси ҫук имӗш. Халӗ вӗлле хурчӗн йӑвине мамӑкпа хупласа хунӑ-мӗн, анчах апла туни пулӑшмасть. Унсӑр пуҫне ҫав хӗрарӑмӑн упӑшки, ача пахчинче завхоз тата патник пулса ӗҫлекен арҫын, хӑйне питӗ кӑнттам тытать иккен. Вӑл усал сӑмахсемпе ним мар перекелешет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти аэропорта 2021 ҫултанпа юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫулталӑк пӗтиччен ку ӗҫе вӗҫлемелле. Ӗҫ хӗрсех пырать. Утӑ уйӑхӗнче ҫурта кантӑкпа витнӗ. Халӗ фасачӗ ҫине Андриян Николаев космонавтӑн сӑнне ӳкереҫҫӗ. Ӑна кӗҫех вӗҫлемелле. Палӑртмалла: реконструкци вӗҫленсен унӑн лаптӑкӗ унчченхи пек 1,5 пин тӑваткал метр мар, 5,5 пин тӑваткал метр пулӗ. Ҫулталӑкне унта 700 пин пассажир килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
rutube.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 72 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса ярайман. Ӑна вӗсем 900 пин тенкине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма 3 сехет ӳкӗтленӗ. Юрать-ха, кинемей ултавҫӑсен хӑтланавӗсем пирки унччен илтнӗ, видеосюжетсем курнӑ, участковӑй каланине те манман. Ҫапла вӑл укҫи-тенкине упраса хӑварнӑ. Кайран вӑл полицие кайса хӑйӗн патне ултавҫӑсем шӑнкӑравланине каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
natalyland.ru сайтри сӑн Шупашкарта кушак ҫынна ҫыртнине пула урнӑ чирпе карантин пулнине палӑртнӑччӗ. Халӗ Шупашкартах тепӗр вырӑнта – карантин. Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, «Мебельщик» сад юлташлӑхӗ ҫывӑхӗнче, вилнӗ кушака тупнӑ. Ӑна республикӑри ветлабораторие тӗрӗслеме илсе кайнӑ та урнӑ чир пулнине палӑртнӑ. Юрать-ха, кушак ҫынпа хутшӑнман. Ҫавна май ҫурлан 23-мӗшӗнченпе ҫав тӑрӑхра – карантин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Паян Раҫҫейре - патшалӑх ялавӗн уявӗ. Ҫавна май Шупашкарта ҫӗршыври чи пысӑк триколортан пӗрне сарса хунӑ. Вӑл 1500 тӑваткал метрпа танлашнӑ. Акцие студентсем, нимеҫӗсем, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев, Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем хутшӑннӑ. Мероприяти Правительство ҫурчӗ умӗнче иртнӗ. 30 метр сарлакӑш, 50 метр тӑршшӗ ялава сарса хума 200 ытла ҫын пулӑшнӑ. Ҫитес ҫул акци йӗркелӳҫисем Раҫҫей рекордне ҫӗнетесшӗн -ялав калӑпӑшне 2,5 хут пысӑклатасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |