Хулара
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Халӗ ҫынсем килсерен тенӗ пек машинӑллӑ. Хӑш-пӗр килте икшер-виҫшер машинӑллисем те пур. Хуласенче автомобиль лартма тӑрсан ҫынсен вырӑн шырама тивет. Сӗмсӗртереххисем хӑйсем пурӑнакан ҫуртсен умне ҫӳллех мар тимӗр карта тытса лартаҫҫӗ, паллӑ тума урапа тухса хураҫҫӗ, ҫӑра ҫакакансем те пур. Шӑпах ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри пирки хыпаранӑ та Телеграми-каналсенчен пӗринче. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Терешкова (ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкар пирки пырать) урамӗнчи ҫурт умӗнчи асфальта ҫӗнетнӗ. Анчах хӑш-пӗр хваттерсенче пурӑнакансем ҫав территорие хӑйсен парковки вырӑнне усӑ курма тытӑнса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" форумри сӑн Шупашкар администрацийӗнче ӗҫлекен ҫын, ертӳҫӗ, ултавҫӑсен серепине лексе пухса пынӑ 1,4 миллион тенкине куҫарса панӑ. Ҫак кунсенче вӑл полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Ун патне мессенджерта пӗлӗшӗ ҫырнӑ. Чӑннипе вара вӑл ултавҫӑ пулнӑ, пӗлӗшӗн аккаунтне «ҫӗмӗрнӗ». Хайхискер кӗҫех ун патне йӗрке хуралҫи шӑнкӑравласса пӗлтернӗ, вӑл мӗн каланине тума ыйтнӑ. Чӑнах та, кӑштахран хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ арҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫапла ертӳҫӗре ӗҫлекен хӗрарӑм 1,4 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Ситиматик" архивӗнчи сӑн Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӳп-ҫап йышӑнакан комплексӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗнче граната тупнӑ. РГД-5 ятлӑскере тупсан комплекса ӗҫлеме чарнӑ, ӗҫлекенсене урама кӑларнӑ та ятарлӑ службӑсене чӗнсе илнӗ. Специалистсем тӗрӗсленӗ те граната вӗренмелли пулманнине, унӑн детонаторӗ ҫуккине палӑртнӑ. Ӑна тата тӗплӗнрех тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап йышӑнакан комплекс ӗҫлесе пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Мак» рейд вӑхӑтӗнче Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи дача ҫурчӗн иккӗмӗш хутӗнче наркоплантаци тупнӑ. Унӑн хуҫи – 39 ҫулти арҫын. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрӑ туянса акнӑ, ӑна ӳсмешкӗн условисем тунӑ. Йӗрке хуралҫисем унӑн дачинче 93 грамм марихуана тата ҫур килограмм кантӑр тупнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче унӑн полици уйрӑмне пырса ятне паллӑ туса каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() stylishbag.ru сайтри сӑн Шупашкарти 80 ҫулти ватӑ хӗрарӑм чутах ултавҫӑсен аллине ҫакланман. Юрать-ха, ӑна банк ӗҫченӗсем ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫак хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн укҫи-тенки хӑрушлӑхра пулни пирки пӗлтернӗ, нухрата «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Анчах кун пирки никама та каламалла мар-мӗн. Хайхи хӗрарӑм банка кайса укҫине илнӗ, ӑна палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарма тӑнӑ. Юрать-ха, банк ӗҫченӗсем ӑна ултавҫӑсем пирки вӑхӑтра ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Чеб.ру» сайтри сӑн Ку вырсарникун Шупашкарти тӑватӑ вырӑнта «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ уҫӑлӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен кашни канмалли кун ӗҫлӗ. Унта ҫынсем пахча ҫимӗҫе, ытти продукцие йӳнӗпе туянма пултараҫҫӗ. Суту-илӳ точкисем «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ умӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, Эльгер тата Франко урамӗсенчи суту-илӳ речӗсенче ӗҫлӗҫ. Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ кун халӑха Эльгер урамӗнче тата Трактор тӑвакансен проспектӗнче концертпа савӑнтарӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канурисене ҫимӗҫсене киле ҫити леҫсе парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта 44 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл Ольга Валерьевна Варсонофьева. Ҫӳллех мар хыткан кӗлеткеллӗ хӗрарӑм ҫав кун ҫутӑ симӗс куртка, шурӑ-кӑвак футболка, тӗттӗм кӑвак джинс, хура кроссовка тӑхӑннӑ. Пӗрле сумка пулнӑ. Ольга Варсонофьевӑна курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лизы Алерт» инфоргӗ: Наталия (Симба), 89196666680. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() jur24pro.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна нацизма реаблитациленӗшӗн суд тунӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, вӑл колони-поселенире 8 уйӑх ирттернӗ. Унсӑр пуҫне сайт администрацийӗпе ҫыхӑннӑ сайсемпе 3 ҫул ӗҫлеймӗ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче вӑл видеохостинг страницинче видео вырнаҫтарнӑ. Унта «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнакансене хурланӑ, вӗсене хисеплеменнине палӑртнӑ. Видеора ҫак арҫын Ҫӗнтерӳ кунне хисеплеменни те палӑрнӑ. Куншӑн унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() novyefoto.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын ачана ашшӗ-амӑшӗ яппун ятне панӑ. Ӑна Ленин районӗнче регистрациленӗ. Арҫын ачана Акира ят хунӑ. Ку ят яппунсен тымарӗнчен килнӗ. Вырӑсла куҫарсан вӑл «кӗркунне ҫути», «кӗркунне йӑлтӑртатӑвӗ», «хӗвел тата уйӑх ҫути» тенине пӗлтерет. Урӑх вариантсем те пур. Аса илтерер: Шупашкарта Космос ятлӑ арҫын ача та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() yarmarka161.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче 20 пин тенкӗ тӑракан шӑнтмӑш туянас тенӗ. Хайхискер сайтра заявка хӑварнӑ. Кӗҫех унпа менеджер ҫыхӑннӑ. Ҫапла хӗрарӑм вӑл каланӑ счет ҫине 20 пин тенкӗ куҫарнӑ. Менеджер шӑнтмӑша киле пырса пама шантарнӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ - никам та нимӗн те илсе килмен. Кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл полицие пырса кун пирки каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |